Комментари хушас

9 Раштав, 2014

Республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ

Декабрĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва юратма вĕрентес, ăна историн тата культурăн пуян эткерлĕхĕпе интереслентерме хавхалантарас тĕллевпе Михаил Игнатьев Чăваш Ен историйĕпе вĕрентÿпе меслетлĕх комплексĕн концепцине хатĕрлеме ЧР Пуçлăхĕн грантне йĕркелесси çинчен калакан Указа алă пуснине пĕлтернĕ.

ЧР Çул-йĕр фончĕн укçипе 2014 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче мĕнле усă курни çинчен транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов пĕлтернĕ. Кăçал ЧР Çул-йĕр фончĕн укçи-тенкин калăпăшĕ 1836 млн тенкĕпе танлашать. 11 уйăхра фондăн 1413 млн тенкипе е планпа пăхнин 77% усă курнă. 2014 çулта уйăрнă укçа-тенке кура декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне регион, муниципалитет тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ, пурте усă куракан автоçулсене юсас, тĕпрен юсас енĕпе ĕçсене пурнăçланă.

Декабрĕн 4-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери VIII «Раççей транспорчĕ» форум иртнĕ май М.Игнатьев Раççей транспорт министрĕн Максим Соколовăн ĕçлĕ апатланăвне хутшăнни çинчен каласа панă.

Республика Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх - 2018 çулта футбол енĕпе ирттерекен тĕнче чемпионатне А151 М7 категорири федераци трассисене 1 «Б» категорири çулсен умне кăларса тăратакан требованийĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркелесе çитерĕç. Çавна май Михаил Игнатьев çул хĕрринчи инфратытăм объекчĕсен ĕç пахалăхне ÿстермешкĕн витĕмлĕ мерăсем йышăнма хушнă.

Респираторлă вирус чирĕсем тата грипп енĕпе лару-тăру еплерех пулни çинчен сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова каласа кăтартнă. Республикăра декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Прививкăсен наци календарĕпе килĕшÿллĕн грипа хирĕçле иммунизаци вĕçленнĕ.

346748 çынна прививка тунă, çакă халăхăн 27,8% танлашать. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра çак чирсемпе аптранисем йышлă.

Декабрĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енре федерацин Атăлçи округĕн граждан обществин институчĕсене аталантарас енĕпе ĕçлекен Общество канашĕн ларăвне ирттерни çинчен ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев каласа кăтартнă. Республика тĕп хулине суйласа илни ăнсăртран мар, мĕншĕн тесен Чăваш Енре влаç органĕсемпе общество организацийĕсем тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин Пĕтĕм тĕнчери «Раççей электросечĕсем-2014» курав вăхăтĕнче ирттернĕ «Чăваш Республикин кунĕсен» пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Выставка Мускавра декабрĕн 2-4-мĕшĕсенче иртнĕ. Унта республикăри тĕп электротехника предприятийĕсем хутшăннă.

Республикăна халалланă кунсенче куравра регион презентацине йĕркеленĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ тата «Топливăпа энергетика комплексĕн энергетикĕсен пĕрлĕхĕ» килĕшÿсем алă пусса çирĕплетнĕ. Чăваш Енри электротехника предприятийĕсен ăслайĕсемпе Китайри, Германири, Италири тата Сербири компанисем интересленнĕ.

Михаил Игнатьев курава йĕркеленисене, хутшăннисене тав тунă, çакнашкал мероприятисем республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлтернĕ.

А.ЛЬВОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.