Комментари хушас

9 Раштав, 2014

Кивçен - аталану çăлкуçĕ

2013 çулхи февраль уйăхĕнче Çĕрпÿ районĕнче ял хуçалăхĕнчи потребительсен "Поддержка-Согласие" кредит кооперативĕ йĕркеленнĕ. Унăн ĕç-хĕлĕпе правлени председателĕ, экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Юрий ГАВРИЛОВ паллаштарать.

- Эпир мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсене кашни уйăхра 3% хушăнакан кивçен укçа 5-10 минутрах паратпăр, - терĕ Юрий Аркадьевич. - Ытларах 5-100 пин тенкĕ илеççĕ. Уставпа килĕшÿллĕн ыйтăва правленире пăхса 600 пин тенкĕ таран кредитлама пултаратпăр. Парăма кĕрсе стройматериал, техника хатĕрĕ, выльăх, кайăк-кĕшĕк, ГСМ, ыттине туянаççĕ.

- Кивçене тавăрма çăмăл мар. Парса татаççĕ-и?

- Ĕç пуçланăранпа кооператив ретне 464-ăн тăчĕç. Ытларахăшĕ пирĕнпе вăхăтра татăлчĕ. Çапах та ял тăрăхĕнчен инçете укçа тума кайнăран, районти предприяти-организацирен кайма тивнĕрен, ытти сăлтава пула графикпа килĕшÿллĕн тавăрманни пулкалать. Илнĕ укçана уйăхсерен пырса пама ыйтатпăр. Тĕрлĕ вăхăта кивçене кĕреççĕ.

- 2006 çултанпа республикăра "АПК аталанăвĕ" наци программи пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн пĕчĕк процентлă кредит илчĕç-и?

- 2013 çулта патăмăр. Анчах районсене кредит валеçекенсем темшĕн пирĕнпе ĕçлеме пăрахрĕç. Кооператив счетĕнче укçа хушăнса пыни савăнтарать. Кăçалхи 9 уйăхра 11 млн тенкĕлĕх кивçен патăмăр. Ĕçе пикенсенех эпир республикăри кредит паракан кооперативсенчен кайраччĕ. Укçа çаврăнăшĕ ÿсрĕ. Чылайăшĕнчен кĕске хушăрах иртрĕмĕр. Ял çыннисене кредит паракан хăш кооперативсемпе танлашмаллине пĕлетпĕр. Çулталăкра 200 млн тенкĕ таран параканни те пур.

- Кооператива укçа хывса перекетлеме пултараççĕ-и?

- Паллах. Ăна пирĕн пата хурса упрама май туса парасси - пирĕн тĕп тивĕç. Çавăнпа кассăна нухрат ытларах йышăнассишĕн тăрăшатпăр. Сахалпа кивçен нумай параймастăн, укçа çаврăнăшне ÿстерейместĕн. Кăçалхи 9 уйăхра кооператива 9 млн тенкĕ хунă. Çулталăка хывсан - 18, ытларах вăхăта пырса парсан укçа 20% хушăнать. Сăмахран, пĕрремĕш клиентран пĕлтĕр 240 пин тенкĕ йышăнтăмăр. Вăл хушма укçа 63548 тенкĕ илчĕ. Иккĕмĕш пирĕн кассăра 300 пин тенкĕ тытать. Унтан хушма укçа уйăхсерен 4 пин тенкĕ илет. Çитмĕл çулти ветеран 200 пин тенкĕ хыврĕ. Вăл та хушăнать.

- Малашлăх тĕллев мĕнле?

- Районта - 37 пин, Çĕрпÿ хулинче 13,5 пин çын пурăнать. Кооператив уйрăмне Канаш районĕпе /37 пин/ хулинче /46 пин/, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче /23 пин/ уçма сĕнеççĕ. Вĕсенче çурт-йĕр çавăрма, автомашина, ыттине туянма укçа кивçен илес текен пайтах. Çĕрпÿри "Поддержка-Согласие" кашнинех пулăшма тăрăшать.

- Урапана вырăнтан мĕнле хускатрăр?

- Районта мана тата Татьяна Павловна Сергеева тĕп бухгалтера лайăх пĕлеççĕ. Малтанхи тапхăрта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, çынсемпе час-часах тĕл пултăмăр, кооператив тĕллевĕсемпе паллаштартăмăр. Эпир пулăшу кÿнине пĕлсе райпо çуртĕнчи кооператив правленине çынсем пыма тытăнчĕç. Часах "Поддержка-Согласие" кивçен парать текен хыпар ялтан яла, урамран урама çитрĕ.

- Эсир ертÿçĕ пулнипе пĕрлех пĕр хушă Чăваш ял хуçалăх академийĕн доценчĕ, халĕ районти аграри-технологи техникумĕн пулас экономистсемпе бухгалтерсене патшалăх экзаменĕ тыттаракан комиссийĕн членĕ пулнине пĕлетĕп. Çĕршыв экономикин аталанăвĕпе кăсăкланатăр. Ял хуçалăхĕнчи потребительсен кредит кооперативĕсен пуласлăхĕ мĕнле?

- Пысăк. 1990 çулсенче юхăннă ялсене ура çине тăратма укçа нумай кирлĕ. Ăна агропрома хывма кредит кооперативĕсем самаях пулăшаççĕ. Ку ĕçе Ярославльпе Саратов облаçĕсенче, Пушкăртстанра пысăк тÿпе хывнине пĕлетĕп. Сăмах май, "Поддержка" патшалăхăн страхлакан компанийĕ" акционер обществин директорĕ Зинаида Воробьева вĕсен паха опычĕпе кредит кооперативĕсен ертÿçисене паллаштарассишĕн тăрăшать. Пирĕн кооператива йĕркеленĕ чух та ырă сĕнÿ пачĕ.

- Сирĕнтен пĕчĕк е вăтам ЯХПКсем, колхозсем е акционер обществисем кивçен илеççĕ-и?

- Паратпăр. Анчах вĕсене укçа килти хуçалăхсенчен, фермерсенчен нумайрах кирлĕ. Çавăнпа банксемпе çыхăну тытаççĕ.

- Чикĕ леш енчен апат-çимĕçĕн куллен кирлĕ тĕсĕсене турттарма чарсан ял хуçалăхне аталантармалли çул уçăласса ĕмĕтленме тытăнтăмăр. Çĕршывăн продукци рынокĕ кăштах пушаннипе, ăна хамăр апат-çимĕçпе ытларах тултарнипе аграрисем укçа нумай ĕçлесе илĕç-ши?

- Ÿсĕм пулатех. Анчах эмбарго Раççей агропромышленноçĕшĕн кăвак хуппи - аталану çулĕ çине илсе тухакан асамлă çăлавçă - мар. Ăна шыраса тупмаллах. Эпĕ ял хуçалăхĕнчи пысăк улшăнусене хресченсем ĕç тухăçлăхне ÿстернипе пĕрлех Раççей бюджетĕнчен регионсене субсиди хальхинчен чылай хут нумайрах панипе çыхăнтаратăп. ССР Союзĕн бюджетĕнчен АПКна 20% укçа панă, Раççей хыснинчен 0,97% çеç уйăраççĕ. Европăри çĕршывсенчи аграрисен тÿпи çакăнтан чылай пысăкрах.

- Эсир панă кивçенпе çурт-йĕр, ытти ĕç тăваççĕ. Çакă йывăрлăхсене çĕнтерме хавхалантармасть-и?

- Куллен ял тăрăхĕсене çитсе çынсемпе калаçма, çĕнĕ плансем палăртма, вĕсем валли укçа пухма вăй парать. Хăйсене пулăшнăшăн тав тăваççĕ те - "çунат хушăнать".

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.