Комментари хушас

6 Раштав, 2014

Паттăрсем хыпарсăр ан çухалччăр

Округри Граждан обществисен институчĕсене аталантарас енĕпе ĕçлекен общество канашĕн ларăвĕ хыççăн Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине уявлама хатĕрленес ыйтусемпе канашлу ирттерчĕ.

Канашлăва уçнă май Михаил Бабич Çĕнтерÿ юбилейне кĕтсе илес енĕпе пысăк ĕç пурнăçланине палăртрĕ. Ятарласа йĕркелÿ комитетне туса хунă, анлă план хатĕрленĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятисем чăннипех йышлă - паттăрсем тĕлĕшпе астăвăма çирĕплетессинчен пуçласа вăрçă ветеранĕсене пулăшасси таранах. Полпред татăклă тĕллевсене асăнчĕ, «Пĕр çынна та тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Пурне те тупмалла, инвалидсемшĕн, ветерансемшĕн, вĕсен çемйисемшĕн пĕтĕмпех тумалла. Тĕрĕссипе, çакă ытларах ветерансене хăйсене те мар, çитĕнекен ăрăва, пире пурне те кирлĕ».

Вăл хурлăхлă статистикăна та асăнчĕ, çав вăрçă нушине тÿснисен тата çитĕнекен ăру хушшинчи тÿрĕ çыхăну пĕтсе пырать, акă мĕншĕн пурăнаканнисен аса илĕвĕсене итлесе-çырса юлни пĕлтерĕшлĕ. Шел, историе фальсификацилес туртăм вăй илсе пырать, уйрăм çĕршывсемпе вăйсем ку енĕпе анлă информаци кампанийĕсем пуçарнă, намăса пĕлмесĕр суяççĕ. «Çавăнпа та пирĕн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет никĕсĕсене упраса хăвармаллах, вĕсене килес ăрусене памалла», - терĕ Михаил Бабич.

Канашлăва шăпах Чăваш Енре ирттерме йышăнни республикăра ку енĕпе çителĕксĕр ĕçленипе çыхăнман. «Республика тĕслĕхне тĕпе хурса асăннă ĕçсене мĕнле пурнăçланине пăхас терĕмĕр, - пĕлтерчĕ Михаил Викторович. - Çĕнтерÿ никĕсĕ çинче обществăна чăмăртама, Çĕнтерÿ мĕн хака ларнине пурне те кăтартма, ветерансем хăйсемшĕн тăрăшнине туйса тăччăр тесе тата мĕн тумалла, мĕн кирлĕ - çак ыйтусене сÿтсе явни вырăнлă».

Республикăра тăвакан ĕçпе вара Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин паллаштарчĕ. Чăваш Ен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хăйĕн 208 пин ывăлĕпе хĕрне ăсатнă - республикăра пурăнакансен пĕтĕмĕшле йышĕн пиллĕкмĕш пайĕ. Кашни иккĕмĕшĕ тăван ене таврăнайман, 103 пин ентешĕмĕр вăрçă хирĕнче выртса юлнă.

Уява хатĕрленсе йĕркелÿ комитетне туса хунă. Вăл, влаçсем, общество организацийĕсем пурнăçланă тата пурнăçлакан ĕçсем анлă. Паян Чăваш Енре шăпи çав вăрçăпа çыхăннисем /ветерансем, тыл ĕçченĕсем, салтаксен тăлăх арăмĕсем/ 31 пин çын ытла. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса кашнин сывлăхне тĕрĕсленĕ. Иртнĕ çулсенче 5,5 пин ытла çыннăн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Çитес çул ку ĕçе вĕçлесшĕн.

Республика территорийĕнче асăннă вăрçăпа çыхăннă 1026 астăвăм вырăнĕпе сооруженийĕ. Çурри - йĕркеллех, çав вăхăтрах 14-шне реконструкцилесе юсамалла. Шырав отрячĕсем те паттăрсен ячĕсене тавăрас енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Кăçал çапăçусем кĕрленĕ вырăнсенче пирĕн икĕ ентешĕн юлашкисене тупса тăван ене илсе килнĕ, вĕсене Вăрмар тата Етĕрне районĕсенче пытарнă.

Вăрçа хутшăннисен асаилĕвĕсен электрон кăларăмне хатĕрлеççĕ - лайăх проект. Çав вăхăтрах Чăваш çыравçисен вăрçă çинчен çырнă темиçе кĕнекине çĕнĕрен пичетлесе кăларас тĕллев те пур. Унашкаллисен шутĕнче Иван Борисович Мĕтри Кипекĕн «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» кĕнекине асăнчĕ.

Канашлăвăн малалли пайĕ журналистсемсĕр иртрĕ - МИХсен представителĕсене залран тухма сĕнчĕç. Чăн та, канашлу вĕçленсен Михаил Бабич тата ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен кăмăлне тивĕçтерчĕç - вĕсен ыйтăвĕсене хуравлама килĕшрĕç.

Хăшĕсем историе суйса çĕнĕрен çырас тĕллев тытни пирки ыйтнине хуравласа полпред влаçсем çакнашкал туртăмсене пÿлес енĕпе унччен те, халĕ те çине тăрса ĕçленине палăртрĕ. Вăл йышăнать, пурте пĕлекен, çирĕпленнĕ япаласене хирĕçлеççĕ, çийĕнчен киревсĕр çак ĕçе хăшĕсем питех те анлăн пурнăçлаççĕ.

- Вĕсем пире уйăрса ярасшăн, совет çĕршывĕ пулнă анлă çĕршывра хăйсен вăййине вылясшăн. Çитĕнекен ăру тĕлĕшпе ку уйрăмах хăрушă, мĕншĕн тесен çамрăксен çав вăрçа тÿснисемпе тÿрĕ çыхăну, чĕрĕ калаçу пулман. Çавăнпа пĕрлехи истори никĕсĕ кирлĕ, шăпах çак тĕллевпе 2015 çулта историн пĕрлехи кĕнекине кăларма палăртнă - вăл пурин валли те пулĕ. Чăнлăха çирĕплетес енĕпе пирĕн çине тăрса ĕçлемелле, - терĕ Михаил Викторович.

Çавăнпа полномочиллĕ представительство çамрăксем, ачасем валли пуçарнă анлă проектсен пĕлтерĕшĕ пысăк. «Триада», «Гвардеец», «iВолга" тата ыттисем - пĕтĕмпе тăхăр проект. Михаил Бабич Шупашкарта пулнă май вара тепре çуралнă - "Çĕнтерÿ" ятлăскер. "Общество канашĕнче сĕнÿсем пулчĕç, чи лайăх музейсене палăртмалла, шкулсен чи лайăх музейĕсене хавхалантармалла терĕç. Çавăнпа тепĕр проект пуçарас терĕмĕр. Унта журналистсем те вăрçă çинчен çырнă материалĕсемпе хутшăнĕç. Лайăх грантсем пулĕç", - пĕлтерчĕ полпред.

Калаçăва хутшăннă май Михаил Игнатьев Чăваш Енри çамрăксемпе шкул ачисем асăннă проектсене хастар хутшăнни çинчен мăнаçланса каларĕ. Вăл иккĕленмест, çитĕнекен ăрушăн çакă питех те усăллă.

- Мĕншĕн тесен кунта сăмах шăпах патриотизм, çар службине хатĕрленесси, Тăван çĕршыва юратасси пирки пырать. Паллах, куншăн чи малтан ашшĕ-амăшĕ яваплă, çапах общество, влаçсен яваплăхĕ те пысăк. Çавăнпа та пире ырри, лайăх та çутă сăнарсем ытларах кирлĕ. Çав шутра - паттăрсемпе ирттерекен тĕлпулусем те. Ку енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлĕпĕр, - пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.