Комментари хушас

4 Раштав, 2014

Сочинени çыратпăр

Шкултан вĕренсе тухма хатĕрленекенсем ĕнер яваплă тĕрĕслев витĕр тухрĕç - вырăс литературипе экзамен тытрĕç. Мĕн енчен лайăх-ши вăл? Тата мĕнле сăлтава пула пуçарса янă çак ĕçе?

ЧР Вĕренÿ министерĕн пĕрремĕш заместителĕ Светлана Владимировна Петрова пĕлтернĕ тăрăх, тĕп сăлтав - ачасен çыру ĕçне лайăхлатасси.

- Вĕренекенсем хăйсен шухăшне уçăмлăн çырса кăтартаймаççĕ тата чылай йăнăш тăваççĕ, сăмахсене кĕскетеççĕ. Ку халĕ кĕсье телефонĕ-семпе те, интернет тапхăрĕпе те çыхăннă ĕнтĕ, - ăнлантарать Светлана Владимировна.

Республикăри 304 шкулти ултă пин ытла вĕренекен хутшăнчĕ çак экзамена. Уйăрнă 235 минутра ачасен 250-ран сахал мар сăмахлă текст çырмалла пулнă. Пĕрле ручка тата орфографи словарĕ çеç илсе кĕме ирĕк панă.

Палăртса хăвармалла, икĕ пĕр пек сочинени пулсан çырса илекеннин тата çыртарса илтерекеннин ĕçĕсене шута илмессине пĕлтернĕччĕ. Ача хăйĕн шухăшне уçса пани - тĕп вырăнта.

Ку вĕренÿ çулĕнче сочинени çыракансене йывăрах лекмен-ха, мĕншĕн тесен çак çĕнĕлĕх пирки шкулсене каярах юлса пĕлтернĕ. Çитес çулсенче вара шкултан вĕренсе тухакансенчен çирĕпрех ыйтĕç.

Сочинение лайăх çырни ачана аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне ытларах балл илме май парать. Çавăнпа та кам гуманитари, филологи енĕпе вĕренме каясшăн е пултарулăх специальноçне алла илесшĕн, сочинени вĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çĕмĕрле районĕнчи Хутар шкулĕн-чен кăçал вĕренсе тухакансемшĕн ку çĕнĕлĕх пысăк йывăрлăх кăларса тăратман. Диана Михайлова, тĕслĕхрен, куçаруçă пулма ĕмĕтленет, ют чĕлхе факультетне вĕренме кĕресшĕн. Журналист пулас тĕллев лартнă Лена Сорокина та çак çĕнĕлĕхе ырлать. Çав вăхăтрах ку тĕп экзаменсене хатĕрленме кăштах чăрмантарнине те палăртать.

Маттур хĕрачасене нимĕнле экзаменпа та хăратаймăн. Мĕншĕн тесен вĕсем вĕренÿре малта пыракансен йышĕнче, алăран кĕнеке ямаççĕ. Уроксенче те вăхăта ирттермелле çеç лармаççĕ, кашни темăна тăрăшса ăса хываççĕ. Çавăнпа хăйсен пĕлĕвне шанаççĕ те.

- Вĕренÿре тимлĕ пулмалла. Нумай пĕлекене, паллах, темĕнле çирĕп экзаменпа та хăратаймăн, - тет Лена.

Пĕрремĕш тĕрĕслеве çăмăллăн парăнтарнисем халĕ пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене хатĕрленеççĕ. Кашниех хăй палăртса хунă çулĕпе çирĕппĕн утасшăн. Эппин, шкултан вĕренсе тухакансен алă усса ларма вăхăт çук-ха.

Лариса ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.