Пушкăрт чăвашĕсен илĕртÿллĕ маякĕ
107 пин йăхташ тĕпленсе пурăнакан Пушкăртстанра «Урал сасси» хаçат тухма пуçланăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ. Çавна май декабрĕн 5-мĕшĕнче Пелепей хулинчи «Урал Батыр» наци культура центрĕнче савăнăçлă каç иртĕ. Ун умĕн хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов Шупашкара килсе кайрĕ, редакцие кĕрсе тухрĕ. Шăпах çавăн чухне курса калаçрăмăр та унпа.
- Юрий Николаевич, эпĕ илтнĕ тăрăх - Пушкăрт çĕрĕ çинче маларах та чăваш хаçачĕсемпе кĕнекисем кун çути курнă. Ун пирки эсир тĕплĕнрех пĕлетĕр ĕнтĕ. Каласа кăтартсамăр, тархасшăн.
- Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-21-мĕш çулĕсенче кĕпĕрне шайĕпе «Хĕрлĕ Урал» тухса тăнă. Унăн редакторĕ парти ĕçĕ енĕпе палăрнă К.Ф.Тарасов-Ухик пулнă. Вăл журналист опытне Хĕвелтухăç фрончĕн 5-мĕш армин политпай штабĕн чăваш секцин органĕнче - «Чухăнсен сасси» хаçатра - пухнă. Шел те, 141 номер хыççăн хаçат малалла кун çути курайман.
1918-1930 çулсенче Ĕпхÿре тăван чĕлхепе ăслăлăх, илемлĕ литература кĕнекисем тухса тăнă. Сăмахран, Г.И.Комиссаровăн, К.В.Ивановăн тата Я.Г.Ухсайăн хайлавĕсене, «Хĕрлĕ Урал» альманаха асăннă пулăттăм. 1931 тата 1933 çулсенче Пишпÿлек тата Авăркас районĕсенче чăваш хаçачĕсем пичетленме пуçланă. Çтерлĕри «Знамя коммунизма» тата Пелепейри «Знамя победы» хаçатсен чăвашла дубляжĕсене республикипех илсе тăнă.
- Республика шайĕнчи кăларăм чăмăртанасси мĕнпе çыхăннă?
- «Урал сасси» кун çути курнинче Константин Ивановăн витĕмĕ те пур тенĕ пулăттăм. Унăн 100 çулхи юбилейне ЮНЕСКО шайĕпех хатĕрленме пуçланнă тапхăрта - 1989 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче - Авăркас районĕн «Çĕршыв çулĕ» хаçат никĕсĕ çинче пĕрремĕш номер пичетленчĕ. Вăл Пушкăрт чăвашĕсемшĕн чăннипех пысăк парне пулчĕ, наци чĕрĕлĕвĕн палли шутланчĕ. Авăркас çĕрĕ çинче виçĕ номер тухнă хыççăн малалла «Урал сасси» Пишпÿлек районĕнчи «Çутă çул» тата Пелепейри пĕрлештернĕ «Малалла» хаçатсенче хÿтлĕх тупрĕ.
1991-2000 çулсенче хаçат редакцийĕ Пелепейри медицина училищин çуртне арендăна илсе пурăнчĕ. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче хула типографине хута янă хыççăн эпир хăмăрăн адреса улăштартăмăр. Халĕ «Урал сасси» хаçат редакцийĕ йышăнакан лаптăк 200 тăваткал метр. Коллективра 10 çын, вĕсенчен 5-шĕ пултарулăх енĕпе ĕçлеççĕ.
- Эсир хăвăр «Урал сассинче» ăна йĕркелесе янăранпах вăй хуратăр. Хаçатăн паянхи кун-çулĕпе паллаштарсамăр.
- Пушкăрт çĕрĕ çине эпĕ 1989 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче ура ярса пуснă. Çĕнĕ вырăнта хаçата чĕртсе яма манпа пĕрле килнĕ Лидия Михайлова /Филиппова/ нумай тăрăшрĕ. Тĕрлĕ çулта редакцире Виталий Енĕш, Борис Борлен, Александр Савельев-Сас çыравçăсем ĕçлерĕç.
«Урал сасси» хальхи вăхăтра республика шайĕпе иртекен темиçе мероприятин - «Чăваш пики» конкурсăн, ачасен пултарулăхĕн «Силпи асамачĕ» фестивалĕн, ыттин - пуçаруçи. Хаçатăн кашни номерĕ халăхра чăвашлăх туйăмне вăратма пулăшать.
- Эсир 2000 çулта Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Хаçат та сумне ÿстерсе пырать. Ку енĕпе хăш çитĕнÿ пирки уйрăммăн чарăнса тăрас килет?
- 2003 çулхи май уйăхĕнчен хаçат тулли тĕспе пичетленет. Çакă Мускавра Пĕтĕм тĕнчери «Пресса-2004» курава хутшăнма пулăшрĕ. Пирĕн хаçат çавăн пекех 2009 тата 2011 çулсенче Сочире иртнĕ «Пирĕн Раççей» фестивальсене те хутшăнчĕ.
Чăвашлăха упраса хăварас, Пушкăртстанпа Чăваш Ен хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕлĕшпе тунă çитĕнÿсемшĕн хаçат Чăваш наци конгресĕн тата Чăваш таврапĕлÿçисен союзĕн премине тивĕçрĕ.
Пĕлтĕр Чăваш халăх ăслăлăхĕпе искусствисен академийĕ хăйĕн парнийĕпе - Николай Никольскин медалĕпе - чысларĕ.
- Патшалăх енчен пулăшу туятăр-и?
- Наци кăларăмĕсем хăйсен тăкакĕсене саплаштарайманни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Кăçал хаçата 3 млн тенкĕ ытла парса пулăшрĕç. Пĕтĕмĕшле тăкак - 4 млн тенкĕ. Хаçат хăй 600 пин тенкĕ /15 процент/ ĕçлесе илет.
- Чуна канăçлăх паман ыйтусем пирки те пĕлес килет те...
- Кадрсем пирки ыйту çивĕч тăрать: корреспондент, корректор кирлĕ. Студентсене те практикăна йышăнма хатĕр. Пырса курччăр Константин Ивановăн çĕрне-шывне, унăн асамлăхĕ, тен, ялăнлăхах тыткăнлĕ.
Надежда СМИРНОВА калаçнă.
Автор сăнÿкерчĕкĕ