"Хыпар", 232 /26638/ №. 2.12.2014
Ак вăл - спорт! Ак вăл - спартакиада! Чăваш Республикинчи влаç органĕсенче ĕçлекенсен спартакиадин финалĕ.
«Хыпар» хаçат - хăрушлăхра! Еплерех пулĕç тепĕр 40-50 çултан чăваш чĕлхипе чăваш сăмахлăхĕ, чăваш литературипе культури?.. Çакăнпа пĕрле мана, паллах, "Хыпар" хаçат пуласлăхĕ пăшăрхантарать.
«Земство тухтăрĕ» яла пулăшать. Декабрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Вĕрентекенпе вĕренекен искусство çинчен. 2014 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче Раççей Ӳнер академийĕн президиумĕн ларăвĕнче пĕтĕм пурнăçне искусствăна халалланă çичĕ çынна асăннă академин "Хисеплĕ членĕ" ятпа чысланă. Вĕсен йышĕнче - художниксем, реставраторсем, скульпторсем, культура ĕçченĕсем, çав шутра пĕртен-пĕр искусствовед. Вăл - пирĕн ентеш Алексей Александрович Трофимов.
Чăваш хĕрĕсем, сирĕн пеккисем тата ăçта пур? Республикăри "Чăваш пики" конкурс иртрĕ. Конкурса Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 16 пике хутшăнчĕ.