Комментари хушас

2 Раштав, 2014

«Земство тухтăрĕ» яла пулăшать

Декабрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова республикăра «Земство тухтăрĕ» программăна мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă. 2012 çулта пуçарнă çак проект пулăшнипе ялсенчи сиплев учрежденийĕсене 239 врач килнĕ. Çавна май районсенчи больницăсене специалистсемпе комплектласси 16,6% ÿснĕ. 2014 çулта тĕллевлĕн вĕрентмешкĕн 9 интернпа килĕшÿ тунă, вĕсем интернатура хыççăн ялсенчи медучрежденисене кайĕç.

Республика Пуçлăхĕ тĕллевлĕ вĕрентÿ ялсене çамрăк специалистсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе усă кÿнине палăртнă. Çав вăхăтрах аслă шкулсене пĕтерекенсем хăйсен обязательствисене пурнăçланине сăнаса тăмалла. Вĕсем ялсенчи больницăсенче палăртнă вăхăт ĕçлемесен патшалăх çав çамрăксене вĕрентме янă тăкаксене саплаштармалла.

Чĕрчунсен тĕнчин объекчĕсене сыхлас енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Владимир Кузюков сунар хуçалăхĕсемпе килĕшÿ тумалли аукционсем ирттерни çинчен каласа панă. Паянхи кун тĕлне юридици вăйĕнчи тытăмсене тата предпринимательсене çирĕплетсе панă сунар лаптăкĕсем 812 пин гектарпа танлашаççĕ. Ноябрьте Етĕрне районĕнчи «Сучковское» тата Вăрнар районĕнчи «Вурнарское» сунар лаптăкĕсене усă курма памалли аукцион документацине хатĕрленĕ. «Сучковское» тĕлĕшпе Самарта регистрациленĕ «Дрофа» ООО çĕнтернĕ тесе йышăннă, анчах кайран вăл хăйĕн обязательствисене пурнăçламан. Асăннă организацин кунашкалли ытти регионта та пулнă-мĕн. Апала пулин те «Дрофа» «Вурнарское» сунар лаптăкĕ тĕлĕшпе те аукциона хутшăнма пултарнă.

Михаил Игнатьев патшалăх службин ĕçне япăх тесе хакланă. «Сире ведомство ертÿçин должноçне лартиччен киревсĕр тĕслĕхсем палăрнăччĕ: конкурс комиссийĕн членĕсем каварлашса тата хистенипе йышăнусем тунă, кайран вĕсене судсем пăрахăçланă. 30 ытла хушăва пăрахăçланă. Çак тĕслĕхсене пĕлетĕр, пурпĕр çав йăнăшсенех тăватăр», - тенĕ вăл В.Кузюкова.

Регионсен хушшинчи X «Ăнăçлă бизнес стратегийĕпе практики» форумăн, ноябрĕн 27-28-мĕшĕсенче Шупашкарта иртнĕскерĕн, пĕтĕмлетĕвĕсемпе экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова паллаштарнă. Çавăн пекех Пĕтĕм тĕнчери «Раççейĕн электричество сечĕсем-2014» курава хатĕрленни çинчен пĕлтернĕ. Вăл Мускавра декабрĕн 2-4-мĕшĕсенче иртет, унта республикăри 20 ытла электротехника предприятийĕ хутшăнать.

К.ПОТАПОВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.