Комментари хушас

2 Раштав, 2014

"Аслă çул, вăрăм çул..."

Паллă поэт тата куçаруçă Николай Васильевич Васильев /Шупуççынни/ çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа ноябрĕн 25-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекин конференц-залĕнче асăну каçĕ иртрĕ.

Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ И.В.Софронова Николай Шупуççыннин пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа панă май унăн хайлавĕсенче пуринче те тенĕ пекех ырăпа усал хирĕç-тăрăвĕ палăрнине асăнчĕ В.Г.Родионов профессор. Шупуççынни чăн чăвашла çырнăран ун хайлавĕсене вырăсла тĕрĕс куçарма ниепле те май çуккине, ку чăвашăн чăваш пулса юлмалли паллăсенчен чи пĕлтерĕшли пулнине ĕнентерчĕ.

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хăйĕнчен аслăрах писательсем, тĕслĕхрен, Леонид Агаков, Николай Шупуççынни çинчен еплерех аса илнине каласа пачĕ. ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Г.Л.Никифоров поэтăн "Чĕлĕм" сăввине тишкернĕ май "Чĕлĕм туртнин мĕн усси пур?" калаçу ирттерчĕ.

Шупашкарти А.Г.Николаев космонавт-летчик ячĕллĕ 10-мĕш шкулти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Ю.Е.Анисимова поэтăн "Йĕкĕр курка" сăввине тишкернĕ чух пысăках мар тавлашу та сиксе тухрĕ. Авал чăвашсем аслă кĕрекере йĕкĕр куркапа усă курнă иккен: унăн пĕр пайне сăра, тепĕрне пыл ярса ĕçнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ поэт: "Йĕкĕрлĕ курка - сар курка, Хĕррипе тан пыл-сăра", - тесе çырнă. Пăтраштармалла мар: ку сăвăра сăмах пач та икĕ авăрлă курка çинчен пымасть, йĕкĕрри çинчен. Сăввинче вара питĕ тарăн шухăш пытарăннă:

Курка курнать - хамăн мар,

Аллăм çитет - ирĕк мар.

Йĕри-тавра ют çынсем,

Ăçта-ши ман тăвансем?

Николай Шупуççынни çÿллĕ те хитре çын пулнă. Кĕвĕçÿ-ăмсанăвне те, терт-нушине те сахал мар курнă. Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи /халĕ Шупашкар районĕ/ Иккассинчи вăтам хресчен çемйинче çуралнăскер ялти пуçламăш шкул хыççăн 1905 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ. Революци юхăмне хутшăннăшăн ăна 1907 çулхи пуш уйăхĕнче хăйпе пĕр класра вĕренекен ачасемпе пĕрле, çав шутра Константин Иванова та, шкултан кăларса янă. Кĕркунне вăл Чĕмпĕре таврăннă, куçару комиссийĕнче ĕçлеме тытăннă. Экстерн йĕркипе экзамен тытса учитель ятне илнĕ хыççăн 1909 çулта Хусан кĕпĕрнин Чистай уесĕнчи Çĕнĕ Аксура учительте ĕçлеме тытăннă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан ăна салтака илнĕ. Асăну каçне пухăннисене Николай Васильевичăн çак тапхăрĕ çинчен В.Ф.Шибаева врач-терапевт каласа пачĕ.

Поэт "çар тинĕс хумĕ евĕрлĕ кĕрленĕ" вăхăтсене 1914 çулта çырнă "Аслă çул" сăввинче питĕ витĕмлĕ кăтартса панă. Акă мĕнле вĕçленет вăл:

Таса юн сирпĕнет,

Ыйтать çÿлтен вăй-тĕрек*

Çÿлти Турă хĕрхенет,

Пуриншĕн те пĕр пекех.

 

Аслă çул, такăр çул,

Икĕ енлĕ чул юпа.

Аслă çул, вăрăм çул.

Кам çÿремест çав çулпа?

Чăнах та, кам çÿремест çав çулпа? Поэта кайран та çынсене пĕр-пĕринпе хирĕçтерекен, куçа курăнман "вăрçă" тумхахĕсем витĕр тухма тивмен-и-ха? Революци хыççăн вăл партипе хуçалăх ĕçĕсенче "çутă малашлăхшăн" кĕрешнĕ: "Сунтал" журнал редакторĕ, Чăваш писателĕсен союзĕн йĕркелÿ комитечĕн ертÿçи, Чăваш наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕ пулнă. Николай Шупуççыннине 1937 çулта сăлтавсăрах айăпласа репрессиленĕ, 1942 çулта вăл вилнĕ.

Ăна тивĕçлипе хакласа, пултарулăхне тĕпчесе çитернĕ теме май çук-ха. Çапах та вăл - халăх асĕнче: Шупуççынни вĕреннĕ шкул картишĕнче, Шупашкар районĕнчи Иккассинче - унăн палăкĕ* 2013 çулта тухнă "Чăваш литературин антологийĕ. Поэзи" кĕнекере - чи лайăх сăввисем, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн пуххинче - портречĕсем. Вĕсенчен пĕри - 1935 çулта Юрий Зайцев художник ÿкерни - музейăн 3-мĕш хутĕнчи яланхи экспозицире. Николай Шупуççыннине хăйне пĕр иккĕленмесĕрех чăваш поэзийĕн пуçламăш тапхăрĕнчи çутă çăлтăрĕ теме пулать. Акă мĕнле ытарлă çырма пултарнă вăл "Çутă çăлтăр" сăввинче:

Çут çăлтăрсем пăхнипе

Пусăрăннă чун хăпарать,

Юхса тăран çутипе

Иксĕлнĕ вăй хушăнать.

 

Римма ПРОКОПЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.