Комментари хушас

29 Чÿк, 2014

Айăплани сăлтавлă-и?

Республика прокуратури пĕлтернине тĕпе хурса «Хыпарăн» иртнĕ шăматкунхи номерĕнче «Министр суд умне тăрать» информацие пичетленĕ хыççăн ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.Курчинран хурав илтĕмĕр. Унта вăл çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе çыхăннă ĕç-пуçа ăнлантарса парать.

Следстви органĕн шухăшĕпе, тенĕ çырура, министерство ертÿçи тата профиль пайĕн пуçлăхĕ 2011 çулта вăрмансене хÿтĕлемелли, çĕнетсе пымалли, йывăç сутмалли-туянмалли ĕçсене пурнăçламалли патшалăх контракчĕсене пурнăçланă май полномочисен картинчен тухнă, çавна май пиçсе çитнĕ тата ватă йывăçсене саккуна пăсса каснă.

РФ Вăрман кодексĕн 19 статйин 3 пайĕпе килĕшÿллĕн вăрмансене хÿтĕлемелли тата çĕнетсе пымалли ĕçсене пурнăçламалли саккассене вырнаçтарнă чухне пĕрлех йывăçсене сутассине те пурнăçлаççĕ. Кодексăн 16 статйин 2 пайĕнче пиçсе çитнĕ тата ватă йывăçсене касма юранине палăртнă. Çавна май 2008 çултанпа патшалăх контракчĕсемпе килĕшÿллĕн йывăç касассине те палăртнă.

Тĕслĕхрен, 2008 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнче министр заместителĕ Г.Урмаков 19,6 пин кубла метр йывăç хатĕрлемелли патшалăх контрактне алă пуснă. 2008-2009 çулсенче унашкал контракт пайтах пулнă. Çав вăхăтрах касакан йывăç калăпăшне хушма килĕшÿсем туса пысăклатнă. Саккун малтанах тÿлемесĕр йывăç касма чарнă пулин те пиçсе çитнĕ тата ватă йывăçсене каснăшăн федераци бюджетне пĕр пус та тÿлемен. Патшалăх контракчĕн условийĕсене улăштарни - федерацин «Патшалăх тата муниципалитет нушисем валли таварсем туянмалли, пулăшу ĕçĕсем пурнăçламалли саккассене вырнаçтарасси çинчен» саккунне пăсни. Çак ĕç-хĕлĕн 2008-2009 çулсенчи сиенĕ 385 млн тенкĕрен иртнĕ. Апла пулин те 2014 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчи йышăнупа преступлени çук тесе уголовлă ĕç пуçарассине хирĕçленĕ.

Апла тăк Чăваш Енĕн Çутçанталăк ресурсĕсен министерствин должноçри çыннисен 2011 çулхи ĕçĕсенче те преступлени çук тесе шухăшламашкăн сăлтав пур.

Унсăр пуçне, следстви шухăшĕпе, министерство ертÿçи 2011 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче «Чăваш вăрман хуçалăхĕ» ПУП усă курнă ятарлă техникăн, вăрман питомникĕсен, наркăмăшлă химикатсемпе удобренисем упрамалли складсен пĕр пайне вăхăтлăха лесничествăсене парасси çинчен кăларнă 111-мĕш хушăва алă пусса хăйĕн полномочийĕсен картинчен тухнă, çакă асăннă учреждение пурлăх енчен сиен кÿнĕ, вăл устав ĕç-хĕлне пурнăçлама, ĕçлекенсене шалу тата налуксем тÿлеме пăрахасси патне илсе çитернĕ.

Çакна палăртмалла: 2009 тата 2010 çулсенче Чăваш вăрман хуçалăхĕн ертÿçисем ятарлă техникăна /тракторсемпе автомобильсене/, пурăнмалли çуртсене /картунсене/, гаражсемпе складсен хуралтисене пĕтĕмпех тенĕ пек сутса пĕтернĕ. Укçа вăрлани тата патшалăх пурлăхне саккуна пăсса урăх харпăрлăха куçарни пирки «Чăваш вăрман хуçалăхĕ» ПУП директорне С.Дейнекина тата тĕп бухгалтерне В.Николаева уголовлă майпа явап тыттарнă. Суд вĕсем учреждение уйрăмах пысăк виçепе, 43 млн яхăн тенкĕлĕх, сиен кÿнине çирĕплетнĕ.

Унсăр пуçне 2010 çулхи августра «Чăваш вăрман хуçалăхĕ» ятарлă техникăн тата 138 единицине /тракторсемпе автомобильсене/ шутран кăларасси пирки килĕшсе татăлнă, вĕсене документсем тăрăх 1 млн /!/ тенкĕлле /вăтамран 1 единицăшăн 7,2 пин тенкĕ ытларах/ урăх харпăрлăха куçарма хатĕрленĕ.

«Чăваш вăрман хуçалăхĕ» ПУП балансĕнче юлнă патшалăх пурлăхне йÿнĕпе сутса пĕтерессине чарас тĕллевпе шăпах асăннă 111-мĕш хушăва кăларнă. Пурлăха Чăваш вăрман хуçалăхĕн балансĕнчен кăларман, çавна май çав хушупа предприятие мĕнле те пулин сиен кÿнĕ темешкĕн сăлтав çук.

2010 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнчен тытăнса 2011 çулхи февралĕн 22-мĕшĕччен «Чăваш вăрман хуçалăхĕ» ПУПра налук тĕрĕслевĕ иртнĕ. Предприяти тÿлемен налук виçи 9,9 млн тенкĕрен иртнине, 1,2 млн тенкĕ ытла пеня капланнине палăртнă. Çавăн пекех каснă вăрмансемшĕн федераци бюджетне тÿлемелли парăм 7,5 млн тенке яхăн пухăннă. Парăм пуррине кура «Чăваш вăрман хуçалăхĕ» вăрмансене хÿтĕлемелли тата çĕнетсе пымалли ĕçсене пурнăçламалли аукционсене хутшăнма, çавна май устав ĕç-хĕлне пурнăçлама пултарайман.

Çапла вара предприяти ĕçлеме, ĕçлекенсене шалу тата налуксем тÿлеме пăрахни - Чăваш вăрман хуçалăхĕн ертÿçисен ĕçĕн кăтартăвĕ, ку 111-мĕш хушупа сăлтавланман теме пулать.

Вулакансене çакна та каламалла: пиçсе çитнĕ тата ватă йывăçсене патшалăхăн вăрмансене хÿтĕлемелли тата çĕнетсе пымалли контракчĕсемпе килĕшÿллĕн касмалли килĕшÿсем тумалли мелпе Раççей Федерацийĕн кашни субъектĕнче тенĕ пекех усă курнă. Карелире, Воронеж, Владимир, Псков тата Ульяновск облаçĕсенче çак меслете 2013 çулта тин пăрахăçланă. Çав вăхăтрах ĕç тăвакан влаçăн вăрмансемпе ĕçлекен органĕсен ертÿçисем тĕлĕшпе прокуратурăсен енчен мерăсем йышăнман.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.