Комментари хушас

29 Чÿк, 2014

Вулама хăнăхтармашкăн пуян çÿлĕк çителĕксĕр

Çакна ашшĕ-амăшĕн, учительсен... асрах тытмалла. Черетлĕ командировкăна Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкасси еннелле пуçтарăннă чухне пĕр шухăш канăç памарĕ: чăвашла калаçакан ачасене хальхинче курайăп-ши? Тĕлĕнетĕн пулĕ те вулаканăм, хальхи вăхăтра тап-таса чăваш ялĕсенче те тăван чĕлхепе хитре-яка пуплекен çул çитмен çамрăксене тĕл пуласси иккĕлентерет.

Те манăн йăнăш шухăш ĕнтĕ ку - аслă çул хĕррипе вырнаçнă ялсенче пурăнакансем, сăнанă тăрăх, пуплеве чăвашла таса йĕркелессишĕн хыпсах çунмаççĕ. Чиричкасси Шупашкар-Хусан çул çумĕнчех вырнаçнă та... Телее, кунта тĕпленнĕ вăй питти ÿсĕмрисемпе çулланнă çынсем хăйсен калаçăвне темиçе чĕлхери сăмахсемпе çăрмаççĕ. Çамрăксемпе ачасем пирки вара çапла çирĕплетсе калаймăп. Акă шкул патне çитнĕ май чăвашла илемлĕн калаçни те, вырăсла шатăртаттарни те хăлхана кĕчĕ.

Чĕрĕк ĕмĕр каялла кăна уçăлнă Чиричкасси шкулĕ. Çакă ял администрацийĕн тĕп усадьбинче пĕлÿ çурчĕ пулмаллах тенипе çыхăннă пулăм. 2009 çулччен вăтам пĕлÿ паракан учреждени шутланнăскер паян никĕс шкул тĕллевĕ-тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. Хальхи вăхăтра кунта 8 ялтан пурĕ 68 ача ăс пухма çÿрет. Шкулчченхи пĕлÿ парас ĕçе те йĕркеленĕ - кăнтăрлахи ушкăнра 15 шăпăрлана воспитани параççĕ.

Килес çула Литература çулталăкĕ тесе палăртнăран вулавăш ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма кăмăл турăм. Паянхи кун ăна Надежда Витальевна Евдокимова ертсе пырать. Темиçе лава харăс туртса пыма тивет иккен пултаруллăскерĕн: вăл - пуçламăш классен /пĕрремĕшсемпе иккĕмĕшсен/ вĕрентекенĕ, библиотекарь, шкул сайчĕн администраторĕ. Пурте - яваплă должноçсем, анчах вĕсенчен хăтăлма йывăр: сахал йышлă шкулсен нуши - тĕрлĕ ĕç валли тулли ставка уйăрманни.

- Паллах, вулавăшра кăна пулас тăк вĕренекенсемпе мероприяти тата ытларах ирттерме май килĕччĕ. Хăвăрах ăнланатăр, çитĕнекен паянхи ăру кĕнеке вуласшăнах мар. Интернет уçлăхĕнче темĕн тĕрлĕ информаци те тупаççĕ те - анлă сарăлнă ăслăлăх кĕнекисемпе сахалрах интересленеççĕ. Çапах хамăрăн шкулти ачасен вулав культури сыхланса юлтăр тесе сахал мар тăрăшатпăр. Конференцисем, викторинăсем - ачасене илĕртмелли лайăх мелсем. Анчах акă мĕн пăшăрхантарать. Вырăсла кĕнеке тăрăх мероприяти йĕркелеме ансат: пĕр тĕрлĕ кĕнеке библиотекăна 20 таранах килет. Чăвашла хайлавсене вара чи нумаййи те 3-4 экземпляр кăна ярса параççĕ. Паллах, класĕпе е тепĕр чухне икĕ класпа вулав конференцийĕ ирттерес тесен ачасен хайлава черетпе вулама тивет - вăраха тăсăлать. Пĕр сăмахпа - кĕнекесемпе тивĕçтерессине лайăхрах йĕркелемелле, - калаçу пуçланнă-пуçланман хăйне пăшăрхантаракан ыйтăва хускатрĕ Надежда Витальевна.

Çамрăксем тăван чĕлхерен писсе пынин пĕр сăлтавĕ ашшĕ-амăшĕнчен килет. Чăн та, çемье йăх-несĕл тĕп туприне упраса хăварассишĕн çунать тĕк çав йăлана кам пăсма хăйтăр?! Пепкисене вартан тухсанах чĕлхине хуçса вырăсла вĕрентекенсем чăваш ялĕсенче йышлансах пыраççĕ. Çапла тăрмашнин кăтартăвĕ вара тăлланчăк: ача чăвашла та, вырăсла та таса калаçма хăнăхаймасть.

- Амăшĕ хăйĕн шухăшне ачине вырăсла тĕрĕс каласа çитереймест тĕк çитĕнекеннин аталанăвĕ кирлĕ шайра епле пулайтăр-ха? - Надежда Евдокимова хăй сăнаса пынипе те çакнашкал пĕтĕмлетÿ патне çитнĕ.

Кăсăклă тĕслĕх нумай илсе кăтартрĕ вăл. Савăнтараканни те пулчĕ. Акă унăн вĕренекенĕ Кирилл Попов килĕнче чăвашла калаçса ÿсмен пулин те /ашшĕ - Украина çынни/ шкулти кĕçĕн классен программине чăвашлах ăша хывма тăрăшать-мĕн. Чăваш чĕлхи предметне килĕштерет арçын ача, уроксене кĕтсех тăрать-мĕн. Чăвашла сăвă пăхмасăр каласси те иккĕмĕш класри çак ачашăн нимĕн те мар!

... Шăнкăрав пулчĕ те - вулавăша ачасем килсе кĕчĕç. Надежда Витальевнăна тăххăрмĕшсем чăвашла сывлăх сунчĕç, хăйсен калаçăвне çепĕççĕн пуçларĕç. Эпĕ вĕсене тăрăшсах сăнанине сисрĕ пулас Надежда Витальевна: «Кусем - манăн ачасем. Урăхла каласан - пуçламăш классенче эпĕ вĕрентнĕ. Халĕ те пĕр-пĕринпе çывăх эпир. Чи пахи - кĕнеке вулассинчен писмен-ха вĕсем», - терĕ кăмăллăн. Эппин, кĕнеке патне туртăнасси çÿлĕксен пуянлăхĕнчен кăна та мар, вулавăш хуçи кам пулнинчен те, пĕлÿ тĕнчине кам тата мĕнлерех ертсе кĕнинчен те килет-тĕр.

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.