Комментари хушас

29 Чÿк, 2014

Тăван килти пекех туяççĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин йывăрлăха лекнĕ хăйĕн çыннисене пăрахмасть, хÿтте илсе пурнăçне тулăхлатма, йывăр шăпине çăмăллатма тăрăшать: кирлĕ тĕк сиплевпе, реабилитаци мелĕпе тивĕçтерет, социаллă учрежденире тăван кил ăшшине парнелет.

Кÿкеçри ватă çынсемпе инвалидсен çуртĕнче пурăнакансем патшалăх пулăшăвне куллен туйса тăраççĕ. Паянхи кун тĕлне кунта 203 çын тĕпленнĕ. Вĕсенчен 193-шĕ - сусăр, 10-шĕ - аслă ăрурисем, 14-шĕ - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи тыл ĕçченĕсем, 2-шĕ - вăрçăра вилнисен тăлăх арăмĕ тата вĕсен çемйин членĕ. Çавна май кашнин тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла.

Паянхи условисенче социаллă пулăшупа тивĕçтерекен учрежденисен инфратытăмне йĕркелес тĕлĕшпе çирĕп ыйтаççĕ. Сусăрсене тата тухса çÿремешкĕн кансĕррисен йышне кĕрекен граждансене пăхса усрассине лайăхлатас, вĕсен пурнăç шайне ÿстерес тата хăтлăх кÿрес тĕллевпе кăçал интернат çуртне 2012-2020 çулсем валли палăртнă «Граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтересси» программăн «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» çумпрограммине ĕçе кĕртсе ятарлă оборудованипе пуянлатма палăртнă.

Асăннă проекта халĕ вăйра тăракан нормăсемпе тата правилăсемпе килĕшÿллĕн туса хатĕрленĕ, ун тăрăх инвалидсене тата тухса çÿреймен çынсене çуртра хăтлăхпа тата усă курнă чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли мероприятисене çирĕплетнĕ.

Интерната кĕмелли вырăна «чăрмавсăр хутлăх» мелпе майлаштараççĕ. Тĕп корпусра çĕнĕ пандус лартаççĕ. Коридорсенчи, холлсенчи çынсем иртсе çÿрекен, вĕсем тăтăшах пулакан çĕрте куçпа пăхса тата алăпа сĕртĕнсе пĕлмелли информаци паллисем, санитари пÿлĕмĕсене çитмелли палăртусем вырнаçтаратпăр.

Учреждение куç курманнисен тата япăх илтекенсен кăмăлне шута илсе ятарлă хатĕрсемпе - телефон аппарачĕсемпе, пулăшу тата палăртнă акцисем пирки хыпарламашкăн «чупакан йĕрке» йышши электрон таблопа - пуянлатма тĕв тунă.

Япăх илтекен çынсене общество вырăнĕсенче информаци илмешкĕн çăмăллăх кÿрекен хушма итлев хатĕрĕсенчен пĕри - индукци тытăмĕ, ăна акт залĕнче лартатпăр.

Аслă ăру çыннисемпе куç вăйсăррисене вăл е ку хутлăхра çул тупмашкăн çăмăл мар паллах. Кун пек чухне вĕсене çутă маякĕсем, куçпа пăхса уçăмлатмалли паллăсем пулăшĕç. Япăх куракансене информаци хатĕрĕсем пÿлĕме кĕмелли-тухмалли алăксене е вĕсем ăçта вырнаçнине кăтартĕç. Хыпарлав çийĕн çырса хунисене мăкăрăлчăк элементсемпе майлаштарĕç тата ăнлантарнине Брайль шрифчĕпе кăтартса парĕç.

Санитари тата çăвăнмалли пÿлĕмсенче харпăр хăйĕн ыйтăвне тивĕçтермешкĕн меллĕ пултăр тесе ятарлă оборудовани лартатпăр.

Унсăр пуçне çывăрмалли корпусра лифт улăштармалла: пÿрнепе сĕртĕннипе тата куçпа пăхса илекен информаципе начар куракансемпе япăх илтекенсем усă курма пултараслăхне ÿстерĕç. Кабинăна тытса пымалли панель çинчи пускăчсене ĕçлеттермешкĕн ансат, çакă кресло-кÿмепе çÿрекенсемшĕн те меллĕ.

Патшалăхăн 2012-2020 çулсем валли палăртнă «Граждансене социаллă хÿтлĕх парасси» программăн «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» çумпрограммине пурнăçа кĕртни - хевтесĕр çынсене тĕрлĕ объекта кăлтăксăр çитме тата пулăшупа чăрмавсăр усă курма май туса памалли, вĕсен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли условисем туса хуни.

Пархатарлă çак ĕçре куллен пулăшса, хавхалантарса, шăпана çăмăллатса пынăшăн интернат çуртĕнче патшалăх хÿтлĕхне тупнă çынсем Чăваш Республикин Правительствине, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине чĕререн тав тăваççĕ.

Юрий БАБАЕВ,

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин

«Кÿкеçри ватă çынсемпе инвалидсен интернат çурчĕ» бюджет учрежденийĕн ертÿçи

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.