Комментари хушас

29 Чÿк, 2014

Хĕл сиввинчен ăшăнма кĕрсен...

Кунта, Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкасси ял тăрăхĕнче, вĕсен çемйине пĕлмен çын çук. Алевтина Павловнăпа Викторин Иванович Ивановсем пĕрлешсе çемье чăмăртанăранпа кĕçех 55 çул çитет. Кил хуçи сакăр теçетке çултан иртнĕ, унăн мăшăрĕ çавăнталла талпăнать пулин те ватлăх амакĕсемпе тăлланса ларман-ха. Ĕмĕр тăршшĕпех картиш тулли выльăх тытнăскерсен кил хушшинче паян та янавар чылай. Ача-пăча йышлă çуратса ÿстернĕ те - çитĕннĕçемĕн вĕсем тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ. Валерий кăна, Çĕрпÿ хулинче тымар янăскер, тăван ашшĕ-амăшĕн килĕнче тăтăшах пулать.

"Лашапа ăсатрăмăр та..."

...Аля ун чухне пилĕк çулта пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи... 1942 çулта таврари мĕнпур вăйпитти арçын шăпи пекех унăн ашшĕн те фронта кайма ят тухать. Павел Николаевича инçе çула ăсатма мăшăрĕ Матрена Степановна икĕ хĕрĕпе - Альăпа тата Ритăпа - тухнă. Лаша юртнă май лăпкăн кăна ларса пыракан пĕчĕк чиперуксем ашшĕне çав самантра юлашки хут курса юласси çинчен шухăшлама та пултарайман ĕнтĕ. Вăрçă хирĕнчен таврăнайман Павăл.

- Анне пурĕ те 6 çул пурăнса юлайнă унпа. Аттене ăсатнă чухне варĕнче виççĕмĕш пепке - Владимир - ÿт илнĕ. Çапла, йăх тăсакан çуралнине кураймасăрах куçне хупнă çывăх çыннăмăр. Виçĕ ачине ура çине тăратма аннене çăмăл пулман паллах. Çапах та йывăрлăхсене арçынсăрах /урăх качча кайман/ парăнтарма вăй-хал çитерсе пынă. Тырă вырнă чухне пирĕн анне чи малта пыракансенчен пĕриччĕ. Ăна çăмăлрах пултăр тесе эпир те ĕçе ир кÿлĕннĕ. Çиччĕмĕш класс хыççăн фермăра ĕçлеме тытăнтăм: сысна, сурăх пăхаттăм, - аса илет ачалăхне ватă хĕрарăм.

Çапла вунтăваттăрах ĕç каçалăкне пуçлама тивнĕ Алевтина Павловнăн. Малалла вĕренсе аттестат илес шухăш-ĕмĕчĕ те пулнă - аслă классенче укçалла пĕлÿ панăран ăна пурнăçлама май килмен. Çапах та ачисене вĕрентес тĕллеве Матрена Степановна пăрахăçламан. Кĕçĕнни Владимир Йĕкĕрварта вăтам шкул пĕтернĕ. Ун хыççăн авиаци специальноçне илме аякри хулана тухса кайнă, летчик пулса тăнă.

- Эпир сахал вĕреннине саплаштараканĕ пулчĕ пуль шăллăм тетĕп вара шухăша путса. Чăн та, атте çук пулин те ял-йыш мухтанмалăх /Алевтина Павловна Шĕнер ялĕнче çуралса ÿснĕ. - Авт./ ывăл çитĕнтерме пултарчĕ анне, - палăртать Алевтина аппа.

 

Ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен иртмен

Шĕнер ялĕ Чиричкассипе юнашарах. Ĕлĕкренпех икĕ ял çамрăкĕсен хушшинче туслăх хуçаланнă. Пĕрисем теприсем патне улах-вăййа çÿресех тăнă. Апла пулин те Викторин Альăна хĕрсем патне кÿршĕ яла кайсан мар, тăван килĕнчех /!/ тĕл пулнă.

- Эпир, "Клисер" совхозра тăрăшакансем, хĕллехи вăхăтра аслă çул хĕррипе карта тытма тухаттăмăр, - аса илет мăшăрĕпе епле паллашнине 78 çулти кинемей. - Çула юр хÿсе лартасран çапла тутаратчĕç. Викторинсен килĕ çул хĕрринче, ял вĕçĕнчеччĕ /ун чухне Шупашкартан Хусаналла тăсăлакан çул Чиричкасси варрипе иртетчĕ/. Ĕçлесе ĕшенсен апат çырткалама е чей ĕçме, шăнса кайсан ăшăнма вĕсем патне кĕреттĕмĕр. Хăй вăл ун чухнех хуçалăхра шоферта ĕçленĕ. Ашшĕпе амăшĕ - Иван Матвеевичпа Мария Сергеевна - хĕрсене пикенсех сăнанă пулас: хăйсене юрăхлă пулас кин çук-и? Темшĕн мана куç хывнă. Тепĕр тесен çÿллĕ те хитре кĕлеткеллĕччĕ ун чухне - пăхмалăх пулнă-ха, - шÿтлеме те манмасть кил хуçи арăмĕ.

Çапла ашшĕпе амăшĕ хăйсем пĕр хĕре питĕ кăмăлланинчен пуçланать Викторинăн çемье историйĕ. Çывăх çыннисене хисеплекенскер хăйне вĕсем усал сунманнине ăнланса туххăмрах Альăпа паллашма васкать.

- 4 çул мăшăрăн тăван килĕнче пысăк йышпа пурăнтăмăр. Вăрçса-харкашса курман аслисемпе. Хуняма ачасене пăхма питĕ пулăшатчĕ. Пĕрле пурăннă чухне кăна мар, уйрăлса тухсан та. Эпир çак вырăнта тымар янă вăхăтра кунта таса уйччĕ, пĕр йывăç та çукчĕ. Халĕ акă хамăр та ватăлтăмăр - лартнă малтанхи хунавсем те палламалла мар лапсăрккаланчĕç, - вăхăтăн хăйĕн саккунĕсем пулнине çирĕплетеççĕ А.Иванова сăмахĕсем.

 

"Ĕмĕтĕме ачасем пурнăçларĕç"

Арçын хăйĕн пурнăç тивĕçĕсене пурнăçлани-пурнăçламаннине виçĕ самантпа хакласси йăлана кĕнĕ: çурт хăпартнипе, йывăç лартнипе тата ывăл çитĕнтернипе. Çакна шута илес тĕк Викторин Иванович - чăн-чăн арçын. Пурнăçĕнче миçе йывăç лартнине пĕлейместĕп - ачи вара йышлă: пиллĕкĕн вĕсем Ивановсен. Чи пĕлтерĕшли - пурте ашшĕпе амăшĕ чăннипех кĕтнисем: Вячеслав, Эльвира, Валентинăпа Валерий /йĕкĕрешсем/, Татьяна. Йĕкĕрешсен тĕлĕшпе кашни çемьен хăйĕн кăсăклă саманчĕсем пур - Алевтина Павловнăна та хăшне-пĕрне аса илме ыйтрăм:

- Ĕлĕк "йывăрлансан" та тухтăр патне пĕрмай кайман. Пĕртен пĕр хутчен район больницине çитрĕм те манăн йĕкĕр мар-ши тесе интереслентĕм. Ара, хырăм çав тери пысăкчĕ. Тухтăр йăл кулчĕ те пĕр енчен, унтан тепĕр енчен итлесе пăхрĕ - сăмах та шарламарĕ. Çуратма кайсан тин акушерка варта пĕр пепке кăна маррине систерчĕ. Ачасен пĕрпеклĕхсем пурри-çуккине питех уяман. Профессийĕсене пĕр евĕрлĕреххисене суйланă-ха. Валерик - Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне, Валя Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕчĕç, специальноçĕсене хăйсем кăмăлланипе алла илчĕç. Халĕ акă Вальăн хăйĕн ывăлĕ те çав аслă шкултах пĕлÿ пухать.

Пурнăçра нимĕн те ăнсăртран килсе тухмасть теççĕ. Çав вăхăтрах шăпа ăнсăртлăхсемпе çыхăнса çырăнса пырать. Ивановсен кĕçĕн кинĕ те Валя ятлă. Хăйсен хĕрĕ Хусанта вĕреннĕ вăхăтра Чиричкассирен инçех мар вырнаçнă Вăрманкасси пикипе çывăх паллашнă. Ара, ентешсемпе тăван ене килме-кайма аван вĕт. Пуйăсра шикленесси те çук. Çапла тĕрлĕ аслă шкулта вĕренекенсем çывăх туссем пулса тăнă. Пĕр Валя /паян вулаканăмăрсене паллаштаракан çемьере çурални/ тĕлне часах турă пÿрнĕ каччă тупăнать. Вăл та - йĕкĕреш хăраххи пекех Валерий. Çамрăксем пĕрлешме шут тытсан Вăрманкасси хĕрĕ туйра хăйĕн тантăшĕн хĕр çумĕ пулма килĕшет. Малашнехи хутшăнусен аталанăвĕшĕн вара харсăр туй арăмĕсем "айăплă". Сăпайлă хĕре вĕçертес темен вĕсем, хăйсен ялĕн кинĕ тума каварлашнă. Çапла шÿтрен пуçлансах çĕнĕ çемье чăмăртанать Çĕрпÿ тăрăхĕнче: Вăрманкасси хĕрне хăйĕн хĕр тусĕн йĕкĕреш хăраххи кăмăлласа качча илет. Шăпа темерĕн: хĕр туссен упăшкисем те пĕр ятлă-çке.

Валентина Васильевна - шăл тухтăрĕ, Çĕрпÿ тăрăхĕнчи çынсене сиплет. Кинĕ ятлă-сумлă пулнишĕн хунямăшĕпе хуняшшĕ те хĕпĕртеççĕ. Паллах, Валерий Викторинович та таврара ырăпа кăна палăрса тăрать. Тăван çĕрпе кăвапаран çыхăннă тейĕн: хулара хваттер пуррине пăхмасăр яла килсе ĕçлет. Вăкăрсем пăхать, çуллахи вăхăтра гектарĕ-гектарĕпе çитĕнтерсе утă янтăлать.

- Ачамсем пăрахмаççĕ, май пулсанах вĕçтерсе килеççĕ. Пысăкрах ĕçсене яланах эртелпе тăватпăр. Кашниех тата ялта çурт лартнă - тăван тăрăхран писмен эппин. Çакăншăн савăнатăп. 7 мăнук пирĕн, вĕсенчен кашниех мĕнпе те пулин пултаруллă. Акă вун пĕрмĕш класри Наташа /Валерин хĕрĕ. - Авт./ тĕлĕнмелле хитре ÿкерет. Ашшĕн портретне еплерех чаплă ăсталарĕ! Шансах тăратăп: пурнăçра ăна çитĕнÿсем кĕттермĕç. Станислав вара вăтăр та тултарман-ха, хăйĕн ĕçĕпе тĕнчен хăш кĕтесĕнче кăна пулса курмарĕ-ши! Тайгаран ман валли парнелĕх ылтăн кашăк илсе килнĕччĕ. Мăнукăмсем, ачасем пирĕн ĕмĕтсене пурнăçлакансем пулнăшăн хăпартланатăп. Телейĕ пултăрччĕ вĕсен - пире тата халĕ мĕн кирлĕ? - калаçăва вĕçленĕ май чунне уçрĕ Алевтина Павловна.

Ирина ПУШКИНА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.