Комментари хушас

17 Кăрлач, 2014

Вăрă шăтаслăхне мĕнле тĕрĕслемелле?

Çуркуннехи вăхăтра ĕçсем капланасран вăрăсен шăтаслăхне маларах тĕрĕслесен аван. Ăна тĕрлĕ меслетпе палăртма пулать,

  • Шултра вăрăсене /кавăн, пăрçа, хăяр,фасоль тата ытти те/ таса пăчкă кĕрпин икĕ сийĕ хушшине хурса, ăшă вырăнта /25-27 градус/ тытмалла. Шăтаслăх виçи «акнă» вăрăран миçе штук сăмсаланнинчен палăрать. Калăпăр, 10 вăрăран 7-шĕ шăтнă тăк культура вăррисен шăтаслăхĕ 70 процента яхăн пулать.
  • Вĕтĕ вăрăсене /купăста,кишĕр, укроп тата ытите/ нÿрĕ салфеткăсем хушшине хурса ăшă /23 градуса яхăн/ çĕрте тытмалла. Шăтаслăх виçине çÿлерех каланă пекех, миçе вăрă шăтнине шутласа, палăртаççĕ.
  • Пĕр-пĕр ушкăнри вăрăсенчен хăшĕсем шăтассине палăртма хутаçри вăрăсене 5-15 минута шыва ямалла. Ишсе тухнисем – начар, пушă, пăсăлнă вăрăсем.Тĕпне ларса юлнисем – паха вăрăсем. Кунта çакна асра тытмалла, томат, купăста, рудис вăррисене тăвар шывне ямалла. Пĕр стакан шыв пуçне 10 г тăвар илмелле.
  • Питĕ вĕтĕ вăрăсен шăташлăхне электричество туртаслăхĕпе пĕлме пулать, эбонит патака сăтăрса электризацилемелле, вăрăсен çийĕпе майĕпен шутармалла. Ун çумне чи вăйсăр, пушă вăрăсем çыпăçаççĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.