Комментари хушас

27 Чÿк, 2014

АНГИНА ХЫÇÇĂН

Ангинăпа чирлесе ирттернĕ хыççăн хăлха япăхрах илтме пуçланине асăрхасан фитотерапевтсем çак мелсемпе сипленме сĕнеççĕ.

  •  1 чей кашăкĕ миндаль çăвне вĕрекен шыв мунчинче 3-5 минут пиçĕхтермелле. Ăна каçхине çывăрма выртас умĕн хăлха шăтăкне ултă-сакăр тумлам ямалла. Унтан мамăк чикмелле, çиеле пĕр сий марля хумалла, çăм тутăр çыхмалла. Процедурăна черетпе тумалла: çăва пĕрремĕш кун - сылтăм хăлхана, иккĕмĕш кун сулахай хăлхана тумлатмалла. Курс - хăлха лайăхрах илтме пуçличчен.
  •  1 пай аптека прополис настойкине 4 пай тип çупа лайăх хутăштармалла. Çак хутăшра йĕпетнĕ пĕтĕрнĕ марльăна хăлха шăтăкĕсене чикмелле. Тăватă-ултă сехет тытмалла. Процедурăна икĕ кун сиктерсе тумалла. Курс - пĕр уйăх.
  •  2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ аир тымарне 1 стакан шурă эрехе ямалла. Тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла, кашни кун силлесе пăтратмалла. Сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах 1 чей кашăкĕ настойкăна 1 черкке шыва ярса ĕçмелле. Курс - 2 уйăх.

Асăрханăр! Çак рецептпа ача кĕтекен хĕрарăмсен, сăмсаран юн кайсан, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк пулсан, пÿрен çивĕч чирĕ, хырăмлăх язви, гипотони аптратсан сипленме юрамасть.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.