Комментари хушас

27 Чÿк, 2014

Хуратул, çăнăх, сахăр...

Мĕншĕн хакланнă - пĕлĕр

- Васка, тултар кĕлетне!

Выçлăх килет, пĕлетне? - çапла такмакласа-сăвăласа кÿршĕ йывăç чĕресе пусыпкă пушатать. Мана тĕсесе пăхать те çапла çавăрса хурать: «Эсир, хула çыннисем, пĕр кунпа пурăнатăр, эпир ялан саппаслă». Мĕн кăна çук кĕлетре: тырă миххисемпе юнашарах - тин авăртнă çăнăх, макарон, вир кĕрпи, рис, сахăр пачки-пачкипе. Эп мĕн пирки ыйтасса чухланăн хăех хуравлать: «Кам пĕлет саманине? Хаксем пĕлĕтелле кармашаççĕ. Алтайра пĕтĕм хуратул уйĕ юр пĕркенчĕкĕ айĕнче терĕç. Пĕлтĕр илсе хунă кĕрпе хутаççисене кĕве ан ертĕр тесе тимĕр кашăксем чиксе хутăм. Вăт, вĕрен, ачам...»

Çĕршывĕпе çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлнă сас-хура хăйĕн ĕçне тăвать иккен. Хуратул тавра пуçланнă шăв-шав лăпланман-ха, халĕ сахăр /лавккара çын пуçне 3-4 кг ытла виçсе памаççĕ/, тăвар тавра тĕрткелешни сисĕнет.

Халăха пăлхатма нумай кирлĕ мар. Ун нушине ăнланнăн хăш-пĕр йăрă коммерсант ялсем тăрăх визиткăсем валеçсе тухни çинчен пĕлтереççĕ вулакансем. «Сире апат-çимĕç, эрех кирлĕ-и? Кирек хăш вăхăтра киле леçсе паратпăр», - тенĕ унта. Пĕрре çеç шăнкăравла - сахăр миххине е «хаяр шĕвек» ещĕкне алкумнех килсе лартаççĕ. Пайтаçăсем çĕнĕ «сервис» сĕннĕ чухне лавккана лапăстатмастăнах. Саккунлă майпа ĕçлеççĕ-и тавар сĕнекен таксистсемпе бизнесменсем? Пĕлме хĕн. Вĕсем районсене эрешмен карти евĕр ярса илнĕ. Чаракан тупăнман, сертификат пур-и е çук-и - никам та тĕпчемен. Тавар пахалăхне тĕрĕслеме тивĕçлĕ тытăмсем те пур пирĕн. Вĕсем мĕн тĕлĕреççĕ-ши?

Вырăнти пайтаçăсем ытла та сĕмсĕрленни райпо лавккисен тавар çаврăнăшĕнче те сисĕнет.

- Аякри ялсенчи лавккасене хупасси патнех çитмен-ха, - терĕ Чăвашпотребсоюз ертÿçи Валерий Павлов. - Тупăш чакнăран çавăн патне пыратпăр пулас. Талăкĕпех сутă тăвакан хупахсен ĕçĕпе кам та пулин кăсăкланнă-и? Ĕçкĕçсене мĕнпе сăйлаççĕ унта? Темиçе çул каялла чылайăшĕнне эрех лицензине туртса илсе йĕрке тума хăтланнăччĕ. Хăшне-пĕрне хупрĕç. Çав хупахсем каллех «чĕрĕлнĕ» курăнать.

 

Халăх теме те ĕненет

Тÿнтер пулăмсем çинчен республикăри хаксен улшăнăвне сăнакан штабăн черетлĕ ларăвĕнче сăмах пулчĕ. «Хаяр шĕвек» çинче чарăнса тăмăпăр, куллен кирлĕ тавар хакĕ выляни ытларах канăçсăрлантарать паян халăха.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин лару-тăрăва кăткăслатма кирлĕ маррине палăртрĕ. Хуратул хакĕ хăпарнăшăн ниçта та пăлхав çĕклемен, лавккасенче ăна çын пуçне темиçе кг сутни те - вăхăтлăх пулăм. Декабрь вĕçнелле кĕрпе хакĕ йĕркеленсе çитес шанчăк пур. Хăш-пĕр пайтаçăсем çăткăнла хăтланнине вара тивĕçлĕ тытăмсем тĕрĕслеççĕ. Чăвашри суту-илÿ сечĕсенчи хаксен вылявне тĕрĕслесех тăрассине йĕркеленĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин каланă тăрăх - пĕтĕм шăв-шав октябрьте пахча çимĕç хакĕ хăпарнинчен пуçланнă. Унччен улма-çырлан ытларах пайне Испанирен кÿнĕ, халь - Турцирен. Вырăнти «Ольдеевская» агрофирма хăяр хакне виçĕ хут ÿстернине мĕнле ăнланмалла?

Апат-çимĕç хакĕ вăтамран 10 процент ÿснине çирĕплетет Статуправлени. Çав шутра - чăх, сысна какайĕ, тăварланă пулă, ĕне çăвĕпе хăйма, çăмарта. Çак продуктсене курттăммăн кÿрсе килекенсем улшăннипе вĕсемпе çийĕнчех калаçса татăлайман пулас. Сăмахран, халĕ пулла Мурманскпа Инçет Хĕвелтухăçĕнчен кÿреççĕ.

Çăнăх тата çăкăр хакĕ çав шайрах. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Алексей Самаркин пăшăрханма сăлтав çуккине цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Кăçал республикăри хуçалăхсем 50 пин тонна çĕрулми управа хунă. Ыраш тата тулă саппасĕсем çителĕклĕ. Апат-çимĕç фончĕ çăнăх саппасне 11 пин тоннăран чакармасть.

Лавккари сĕт мĕншĕн хакланнине унăн сутлăх хакĕ ÿснипе ăнлантараççĕ. Министр çумĕ пĕлтернĕ тăрăх - пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан тирпейлекен предприятисем сĕте хуçалăхсенчен тата халăхран 4 процент йÿнĕрех хакпа туянаççĕ. Тупăшăн пысăк пайĕ вĕсенче юлать. Малтанласа çĕршывĕпех хуратул, сахăр /халĕ тăвар/ пĕтет тата питĕ хакланать текен сас-хура хăйĕн хура ĕçне тунине йышăнмалла.

Халăх унччен сентре çинче ирĕклĕ выртнă кĕрпе таврашне шăлса тасатнă евĕр тустарнине кура сутуçăсем енчĕкне хулăнлатаççĕ. Октябрь-ноябрь уйăхĕсенче Раççейре хуратул вăтамран 27,5 процент ÿснĕ пулсан, Чăваш Енре хăйне евĕр рекорд - 70 процент ытла!

2010 çулта та çавнашкалччĕ. Хаксене юриех хăпартса янисене явап тыттарассипе хăратнăччĕ Дмитрий Медведев. Темиçе уйăхран кивĕ хаксем таврăнчĕç, анчах кама çупкă çитернине пĕлеймесĕрех юлтăмăр.

Сахăр хакĕ вылянине те вăхăтлăх пулăм вырăнне хураççĕ. Чĕртавар çителĕксĕррипе пире çывăх Сергач /Чулхула облаçĕ/ завочĕ пĕр тапхăр тулли хăватпа ĕçлеймен иккен. Мĕн пур производство калăпăшĕн 40 проценчĕ чухлĕ çеç продукци кăларнă. Халĕ завод кал-кал ĕçленине пĕлтереççĕ.

Çавнашкал ырă хыпар килинччĕ, вара халăх та арпашăнмĕччĕ. Тĕрĕслев службисем Федерацин суту-илÿ сечĕсенчи хаксен улшăнăвне куçран вĕçертменни лайăх-ха, çав хушăрах ялсенчи сутуçăсемпе пайтаçăсем тавара хăйсем пĕлнĕ пек ярăнтарма хăнăхнă. Вĕсене вырăнти влаç шăлĕ витмест-тĕр.

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.