Комментари хушас

27 Чÿк, 2014

Пĕрлехи йышăну кунĕнче

Декабрĕн 1-мĕшĕнче çĕршывĕпех иртекен йышăну кунне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн йышăнăвĕпе йĕркелеççĕ. Çак кун хăйсен ыйтăвĕсемпе пынă çынсемпе Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕсем, тĕрлĕ шайри депутатсем, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, юристсем тĕл пулĕç, хуравсене пĕрле шырĕç.

Чăваш Енре - Пĕрлехи йышăну кунĕнче сирĕн ыйтăвăрсене татма партин регион йышăну пÿлĕмĕнче çĕршывăн Федераци Канашĕн членĕ Г.Г.Николаева сенатор, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Р.К.Тихонов /иккĕшĕ те 10 сехетрен пуçласа/, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутат этикин комитечĕн председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Н.В.Малов /14 сехетрен пуçласа/, парти председателĕн Д.А.Медведевăн регионти общество йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи, чăваш парламенчĕн депутачĕ, травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Н.С.Николаев /12 сехетрен пуçласа/, Шупашкар хула пуçлăхĕ - «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Шупашкар хула уйрăмĕн секретарĕ Л.И.Черкесов /14 сехетрен пуçласа/ пулăшĕç.

Партин регион общество йышăнăвĕн пÿлĕмĕ Шупашкар хулинчи Ленинград урамĕнчи 32-мĕш çуртра /Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕ/, 106-мĕш офисра вырнаçнă. Шăнкăравласа та /8352/ 62-25-56, хăвăр пырса та черете малтанах çырăнмалла.

Ю.СТЕПАНОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.