Комментари хушас

27 Чÿк, 2014

«Хĕрарăм - илем çăлкуçĕ»

Хĕрлĕ Чутайри тĕп вулавăшра çакăн пек ятпа кĕнеке куравĕ уçăлнă. Ăна çывхарса килекен Анне кунне халалланă.

Экспозицире - паллă та пултаруллă хĕрарăмсем çинчен çырнă кĕнекесем, хаçат-журналти статьясем. Вĕсен йышĕнче - Елена Воронцовăн, Яна Дюковăн, Надежда Сагитовăн материалĕсем. Выставкăна паллă çынсен каларăшĕсем, поэтсен хитре сăввисем пуянлатаççĕ. Вĕсем этемлĕхĕн черчен çуррийĕн обществăри вырăнне туллин уçса параççĕ, унăн ĕç-хĕлне мухтаççĕ. Вулавăш фойинче «Аннен ылтăн аллисем» стенд-курав та вырăн тупнă. Кунта библиотекăра вăй хуракансен ĕçĕсемпе паллашма пулать. «Аннесем тĕрлĕрен пулаççĕ» курав вара расна профессиллĕ ача амăшĕсем çинчен каласа парать.

С.ИВАНОВА.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.