Комментари хушас

27 Чÿк, 2014

Çырăва пĕрле хатĕрлетпĕр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Патшалăх Канашне çулленех яракан Çырăва хатĕрлес тĕлĕшпе малалла ĕçлеççĕ. Çак документа хатĕрлеме йăлана кĕнĕ йĕркепе общество организацийĕсемпе граждансем хутшăнаççĕ. Вĕсенчен сĕнÿсем килеççĕ.

Республикăра пурăнакансем халăх эрехпе, спиртлă тĕрлĕ хутăшпа иртĕхнине хирĕç тăрасси, сывă пурнăç йĕркине сарасси Чăваш Ен Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри тесе шутлать. Акă Шупашкарти Станислав Раймов обществăра «Урăлăх моралĕ» йĕркелемелле текен шухăша тĕпе хурать. Çак тĕллевпе ăслăлăхпа меслетлĕх центрĕ туса хума сĕнеççĕ. Çак центр çавăн пекех ку енĕпе туса ирттерекен ĕç усă кÿнин мониторингне ирттерме, кашни çын пуçне мĕн чухлĕ алкоголь тивнин кăтартăвĕсене тата статистикăн объективлă пĕтĕмлетĕвĕсене тишкерме пултарать.

Чăваш Енĕн тĕп хулинче пурăнакан Марина Соколова вĕренÿ учрежденийĕсенче ятарлă уроксем ирттерме, массăллă информаци хатĕрĕсенче харпăр хăйне наркăмăшлантарнин сăлтавĕсене уçса паракан видео, аудио тата ахаль материалсем сарма, шкулсенче, вулавăшсенче, предприятисемпе организацисенче çитĕннисемпе пĕрле сывă пурнăç йĕрки мĕнлерех усă кÿни çинчен лекцисем, калаçусем, «çавра сĕтелсем» ирттерме сĕнет.

Çивĕч çак ыйту çинчен вĕренекенсем те хăйсен шухăшне пĕлтереççĕ. Уйрăммăн илсен, Тутаркасси вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Святослав Петров шкулти психолог урăлăх урокĕсене питĕ лайăх ирттерни çинчен пĕлтерет.

2014 çулта культура ыйтăвĕсене, наци ăс-тăнне аталантарассине, граждансенче, чи малтанах çитĕнекен ăрура Тăван çĕршыва юратас туйăма вăратассине уйрăмах тимлеççĕ.

ЧР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Куславкка хулинчи искусствăсен шкулĕн директорĕ Екатерина Казакова Министрсен Кабинетне район администрацийĕсен финанс пайĕсем музыка, ÿнер тата искусствăсен шкулĕсем валли ачасен йышне кура укçа-тенкĕ уйăрмалли сĕнÿсене еплерех пурнăçланине тĕрĕслесе тăма ыйтать.

«Эпир çĕршыври экономика лару-тăрăвне курса ĕç укçине ÿстерме ыйтмастпăр, çапах та çак методика сĕнĕвĕсем шкулсен пурнăç пахалăхне ÿстерме пулăшĕччĕç», - тесе çырать район Пухăвĕн депутачĕ Екатерина Георгиевна.

Мускав хулинчи «Ачасен ятарлă 6-мĕш çурчĕн» директорĕн çумĕ Вячеслав Ильин Раççей регионĕсенче чăвашсен ентешлĕхĕсен ĕçне анлăрах сарса яма сĕнет. «Кашни çыннăн хăйĕн шăпи, пурнăç çулĕ, çапах та хăй çуралнă, вĕреннĕ, ĕçленĕ, чи лайăх çулĕсене ирттернĕ тăван çĕре юратас туйăм ĕмĕр тăршшĕпех сыхланса юлать. Чăваш тăрăхĕнчи нумай ентешĕмĕре шăпа тĕнчипех сапаларĕ. Паян вĕсенчен чылайăшĕ Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхне кĕрекен, çывăхри чикĕ леш енчи çĕршывсенче пурăнать, паллах, пĕр чăмăра пĕрлешмелли майсем шырать», - хăйĕн шухăшне пĕлтерет Вячеслав Михайлович.

Граждансене социаллă хÿтлĕх парассине ÿстерес тĕлĕшпе сĕнÿ сахал мар килет. Уйрăммăн илсен Çĕмĕрле районĕнчи нумай ачаллă амăшĕ Татьяна Зайцева çемьесенчи ачасем шкул çулне çитменнисен вĕренÿ учрежденийĕсене çÿренĕшĕн тÿлевĕн 50% саплаштарма, çак çăмăллăхшăн республика бюджетĕнчен укçа уйăрма сĕнет.

Республикăра пурăнакан Валентина Рязанова «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илмешкĕн ĕç стажне чакарасси пирки ыйтать, Александр Петров инвалидсемпе тăлăх ачасене хÿтĕлес ĕçе вăйлатма сĕнет.

Шупашкарти Валентина Чернявская тата Светлана Макеева нумай хваттерлĕ çуртсенчи 1-2 хутсенче пурăнакансене паракан коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсен тариф политикине çĕнетсе улăштарас ыйтусене çĕклеççĕ. Владимир Ильин нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче автомобильсене лартмалли вырăнсем çителĕксĕр пулнине палăртать.

Çырăва хатĕрлес ĕç малалла пырать, сĕнĕвĕрсене, асăрхаттарнисене çак адреспа ямалла: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт* e-mail, pres0@cap.ru. «Çыру хатĕрлеме» тесе палăртмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.