Халăх фрончĕ - витĕмлĕ вăй
Ноябрĕн 17-18-мĕшĕсенче Мускавра Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн иккĕмĕш форумĕ иртнĕ. Унта Халăх фрончĕн активисчĕсем, Раççей Президенчĕн шаннă çыннисем, бизнес пĕрлĕхĕн, РФ Правительствипе ведомствăсен представителĕсем, политологсем хутшăннă. Форумра экономикăн пĕлтĕрхи тата кăçалхи аталанăвне, социаллă пурнăçăн тĕрлĕ пулăмне тишкернĕ, РФ Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕсене пурнăçлама мĕнле сăлтавсем чăрмантарнине сÿтсе явнă. Çавăн пекех çĕршыв Президенчĕ Федераци Пухăвне Çырупа тухма хатĕрленнĕ май унта сĕнÿсем кĕртнĕ.
Форума пирĕн республикăран Халăх фрончĕн уйрăмĕн çум председателĕ Николай Казаков, регионти ĕçтăвкомăн ертÿçи Николай Косыев, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн шаннă çыннисем - Афганистан вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи Геннадий Матвеев, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валерий Туркай, Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Валентина Теллина – хутшăннă. Общество хастарĕсем 5 дискусси площадкинче ĕçленĕ.
Вĕсем иртнĕ эрнере журналистсемпе тĕл пулчĕç.
«Çынсене кивĕ тата ишĕлекен çуртсенчен куçарасси питĕ калаçтарчĕ, - терĕ Николай Казаков. - Кăçалтан кунашкал çуртсем çине хăмасем çырса çапаççĕ. Унта çынсене хăçан, ăçта куçарассине палăртнă. Срока пăхăнмасан чиновниксен пĕр кунра 5 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивĕ. Халĕ «ишĕлекен çĕнĕ çурт» ăнлав та пур. Вăрланăран хăш-пĕр тăрăхра каяш материалсенчен çуртсем тăваççĕ. Вĕсенче пурăнма май çук. «Паллах, çакă йĕрке сыхлавĕн органĕсен çивĕч ыйтăвĕ», - терĕ кун пирки Владимир Путин. Мана çавăн пекех налуксене виçĕ çула çакнашкалах хăварма килĕшни савăнтарчĕ. Ку сĕнĕве çĕршыв Президенчĕ Федераци Пухăвне яракан Çырура та асăнса хăварĕ. Ял хуçалăхĕ пирки: «Пире мĕн кирлине рынок хăех палăртать», - терĕ вăл».
Валентина Теллинăпа Геннадий Матвеев «Социаллă тĕрĕслĕх» секцире ĕçленĕ. Ку форум малтанхинчен уйрăмрах иртнине палăртрĕç вĕсем. Халăх фрончĕн ĕçне хутшăнакансем экспертсем вырăнĕнче пулнă, РФ Президентне кăçал мĕн тунине каласа кăтартнă. Министрсем вара ыйтусене хуравланă. «Мана Наци медицина палатин ертÿçи Леонид Рошаль сăмахĕ килĕшрĕ, - терĕ Валентина Андреевна. - Вăл медицина ĕçченĕсен йышне оптимизацилени пирки калаçрĕ. Кун пирки граждансемпе те, медицина ĕçченĕсемпе те никам та канашламан. Мĕншĕн больницăсенче койка вырăнĕсене кĕскетнĕ, мĕншĕн ку е вăл сиплев учреждение хупнă? Çакна никам та татăклăн ăнлантарма пултараймасть. Çавăн пекех сывлăх сыхлавне укçа-тенкĕпе тивĕçтерес ыйту та пулчĕ. Кадрсем те çитмеççĕ. Аслă шкул хыççăн çамрăксем больницăсене ĕçлеме вырнаçмаççĕ, урăх отрасле каяççĕ. 2016 çултан пуçласа сывлăх сыхлавне çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕ кĕртĕç. Ултă çул вĕреннĕ хыççăн тухтăрсем медицина учрежденийĕсене ĕçлеме кайĕç. Виçĕ çул вăй хунă хыççăн интернатурăра, ординатурăра малалла пĕлĕвĕсене ÿстерме пултарĕç».
Медицинăпа санитари пулăшăвĕ пирки те хĕрÿ калаçу пулнине палăртрĕ Валентина Теллина. Форумра поликлиникăсене медицина хатĕр-хĕтĕрĕпе тивĕçтермелли, тухтăрсен пĕлĕвне ÿстермелли çинчен те калаçнă. Сывлăх сыхлавĕнче çивĕч ыйту чылай пулнине кура Владимир Путин 2015 çулта апрель уйăхĕнче ятарлă форум ирттерме палăртнă.
Геннадий Матвеева кашниех хăйĕн шухăшне уççăн калама пултарни килĕшнĕ. «Эпĕ сусăр çынсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекенсемпе курса калаçрăм. Инвалидсен ыйтăвĕ Раççейре пурне те пăшăрхантарать, анчах та вĕсене пĕр кунта татса параймăн», - пĕлтерчĕ Геннадий Петрович.
Патшалăх туянăвĕ пирки те хĕрÿ калаçу пынă. «Эпир пĕр обществăра, пĕр çемьери пек пурăнатпăр. Çавăнпа та пирĕн пĕр йĕркепе пурăнмалла», - çирĕплетрĕ шухăшне Геннадий Матвеев.
Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай «Общество тата влаç: тÿрĕ калаçу» секцире пулнă. Ăна миграци ыйтăвĕ шухăша янине каларĕ. Çакна РФ Президенчĕ Федераци Пухăвне çулсерен яракан Çырура палăр- тасса шанчĕ. Унсăр пуçне хаçат-журнала Раççейре салатас тытăм чакнине пĕлтерчĕ. 1500 çынна 1 киоск тивĕçет пулсан çакă лайăх кăтарту шутланать. Анчах кунашкал кăтарту Раççейре çук. Ку тĕлĕшпе Челябинск, Орел, Калининград хулисем тата Калуга, Челябинск облаçĕсем лайăх ĕçлеççĕ. Чи япăххи - Чечен Республики. Ку пулăма кунта вăрçă кĕрленипе сăлтавлаççĕ. Кунта 20 пин çынна 1 киоск тивĕçет.
«Пенси фончĕ хăйсен çурчĕсене юсаса çĕнетни е çĕнĕрен туни пирки хивре калаçу пулчĕ, - терĕ Валерий Владимирович. - Пĕр регионта Пенси фончĕ хăйĕн керменне тума 3 млрд та 700 млн тенкĕ тăкакланă. Перинаталь центрĕ валли вара - 2 млрд та 400 млн тенкĕ. Ача сачĕсене те пĕр проектпах тăваççĕ. Анчах вĕсен хакĕ тĕрлĕ регионта расна. Чăн та, ĕçлемелли нумай. Кăна Владимир Путин та каларĕ. «Пурте пĕрле канашласа ĕçлер», - терĕ вăл. Пирĕн регионти уйрăм ыттисенчен юлса пырать. Кÿршĕсем - Ульяновск облаçĕ тата Мари Эл - хастар ĕçлеççĕ. Вĕсенчен юлмалла мар».
Валентина ПЕТРОВА.