Комментари хушас

16 Кăрлач, 2014

Маша аппа парни

Канаш районĕнчи Кайри Ăнтавăш ялĕнче пурăнакан Вика Петровăшăн кăçалхи çул ыттисенчен пуринчен те ытларах асра юлĕ. Уншăн вăл - чи ăнăçли.

Ара, ăна кукамăшĕн йăмăкĕ каникулта Шупашкара хăй патне илсе кайрĕ. Тĕрлĕ вырăнта пулса курнă хыççăн вĕсем Пичет çуртне те çул тытрĕç, асли кĕçĕннине «Тантăш» хаçатпа «Тетте» журнал çырăнса пачĕ.

- Манран Çĕнĕ çул парни пултăр терĕм. Вулама кăмăллаканскер малашне юратнă кăларăмĕсемпе çыхăну тытасса шансах тăратăп. Кам пĕлет, тен, пĕррехинче хаçат лауреачĕ те пулĕ, - кăмăллăн калаçрĕ ĕмĕрĕпех пĕр заводра ĕçленĕ Мария Самсоновна Герасимова.

Шкулта вĕреннĕ чухне Мария Самсоновна та редакцие час-час çыру янă, заметкисем кун çути курсан çав тери савăннă. Мал ĕмĕтлĕ пике журналист пулма тĕллев лартнă. Шел, ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймен. Пĕччен çичĕ ачине ура çине тăратма ăшталанакан ашшĕн- чен инçе çула кайма укçа ыйтма ниепле те хăюлăх çитереймен. «Çук нухрата ăçтан тупса парайтăр-ха вăл?» - тенĕ пăшăрханса та шухăша путса.

Заводра вăй хунă вăхăтра та хаçатпа тачă çыхăну тытнă пике. Тĕрлĕ хайлав шăрçаласа редакцие ăсатнă.

- Шанчăкпа пурăнатăп. Тен, Вика журналист профессине суйласа илĕ? Ун пек пулсан тем пекехчĕ. Ак халĕ ăна кун кĕнеки илсе патăм, вуланипе кăна мар, тата та лайăхрах, илемлĕ çырма вĕрентĕр тетĕп-çке, - çаплах сăмах çăмхине сÿтет Мария Самсоновна.

- Маша аппана çакăн пек чаплă парнешĕн тав тăватăп. Эпĕ питĕ вулама кăмăллатăп, çавăнпа малашне кашни кĕçнерни куна чăтăмсăррăн кĕтме тытăнăп. Шăллăм та «Тетте» журнала алăран ямасса шансах тăратăп. Ялан кĕнеке вуланăран аннепе атте асăрхаттарма та тытăнчĕç юлашки вăхăтра. «Пĕр хускалми ларатăн. Капла сывлăху та хавшĕ, куç чирĕ те тупăнĕ тата. Ытларах урамра уçă сывлăшра пулмалла», - теççĕ час-часах. Вĕсем тĕрĕсех калаççĕ-ха, анчах чун апатĕнчен сасартăках епле хăпма пултарăп эпĕ? Çавăнпа вĕсем асăрхаман чухне вăрттăн пур пĕр вулатăп. Манăн питĕ çĕннине, хальччен илтменнине пĕлес килет-çке, - терĕ хĕр ача кăмăллăн. - Манăн алăра малашне Маша аппа парнеленĕ темĕн çинчен те хыпарлакан «Тантăш» хаçат та пулĕ. Шăллăм вара «Тетте» журналпа киленĕ.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.