Манăн чунăм таса
Шурă кирпĕчрен хăпартнă тăпăл-тăпăл çурт умĕнчи палисадникре хĕрлĕ георгинсем куçа йăмăхтарса лараççĕ. Сивĕ кĕр те вĕсене сиенлеймен-ха. Юнашар кĕл чечекĕ çын çÿллĕш ÿссе кайнă. Çеçкине тахçанах тăкнă ĕнтĕ. Хĕл енне ăна çĕр çумне вырттарса витсе хураççĕ.
Газ, такăр çул, пĕве...
22 çул ытла ертÿçĕ лавне туртнă хыççăн халĕ савăнсах хушма хуçалăхра вăй хурать Иван Никифоров. «Ĕçсĕр ларма пултараймастăп эпĕ», - терĕ хисеплĕ ĕç ветеранĕ.
Унăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Вăрçă пуçланнă çул ашшĕ вилсе кайнă. Иван Тури Çĕрпÿкассинчи пуçламăш шкула çÿреме пуçланă. Выçлăх алхасма пуçласан вĕренме пăрахсах амăшĕпе ялсем тăрăх ыйткаласа çÿрени те пулнă. Тăхăр çултах çăпата туса ăна Выл пасарĕнче сутнă, кĕнеке-тетрадь туяннă. Юман çăпанĕнчен чернил хатĕрленĕ. Пĕрремĕш Хурашаш шкулне пилĕк çухрăма çуран утнине тата ăçтан манăн? Хĕлле тул çутăлса çитичченех çула тухма тивнипе ача-пăча кĕлпе краççын хутăшĕ ярса çутнă консерв банкине йăтса пынă. Çакă умри çула çутатма кăна мар, кашкăр кашамансене хăратма та пулăшнă. «Вăрçă çулĕсенче ĕрчесех кайнăччĕ тискер чĕрчунсем. Çынсенчен те хăрамастчĕç, пирĕн умранах чупса иртетчĕç», - аса илчĕ ватă.
Вăтам пĕлÿ илес килни ăна Штанашри шкула илсе çитернĕ. Ун чухне вĕреннĕшĕн çулталăкне 150 тенкĕ тÿлеттернĕ. Вăл вăхăтра самай пысăк укçа.
- Анне Штанаша апат-çимĕç тултарса пыратчĕ. Эпĕ выçă ларасран йĕпе-сапаллă, сивĕ çанталăка пăхмасăр 12 çухрăм утнă вăл. Мана вĕрентсе кăларассишĕн вăй-халне, укçине шеллемен. Унăн ĕмĕтне шанăçа кăларассишĕн кайран аслă шкул та пĕтертĕм.
Иван Никифоров колхозник, комсомол ĕçченĕ, «Путь Ильича» колхоз ертÿçи, Тури Çĕрпÿкасси ял Совет ĕçтăвком председателĕ, колхозри партком секретарĕ пулнă. Тÿрĕ кăмăллă, хастар çамрăк ыттисене те хăй хыççăн туртнă.
- 1961 çулта, мана, 27 çулти çамрăка, «Путь Ильича» колхоза ертсе пыма хушрĕç. Халăхпа малтанхи хут çур аки ирттерме тиврĕ. Пăшăрханнипе çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймастăм, уй-хиртен кĕме пĕлмен. Хальхи пек техника çук вăл вăхăтра. Ака уйăхĕнче ака-сухана тухрăмăр та çу пуçланнă тĕле уй-хир ĕçсене йăлтах вĕçлерĕмĕр. Çав çул тухăç та ăнса пулчĕ. Ун чухне çĕр ĕçченĕсене шалу паман. Эпир вара пĕр ĕç кунĕ пуçне 20 пус хушса тÿлерĕмĕр. Удобрени вырăнне шурлăхлă вырăнсенчен торф кăларса ăна хире турттартăмăр. Вăрман хăртса тырă акма уй хатĕрлерĕмĕр. Кĕтÿ кĕтме вырăн сахалланса юлнăшăн çынсем кăмăлсăрланчĕç паллах. Колхозра 4 гектар çинче хăмла лартса хăвартăмăр. «Симĕс ылтăнран» пысăк тупăш илме тытăнтăмăр, - аса илет Иван Никифорович.
Ун хыççăн ăна «Марксист», «Свобода», «Аккозинское» хуçалăхсене те ертсе пыма тÿр килнĕ. Юлса пыракан предприятисене туртса кăларса республика шайне çĕклеме пултарнă вăл. Кирек ăçта та хăй хыççăн ырă йĕр хăварнă. Вăл тăрăшнипе çăкăр завочĕ, çĕвĕ цехĕ, сĕт-çу фермисем, мастерскойсем, хваттерсем хута кайнă, асфальт çулсем сарнă.
- Рынок тапхăрĕнчен чылай хуçалăх ишсе тухаймарĕ. Эсир вара йывăр вăхăтра та укçа-тенкĕ тупма пултарнă.
- Укçа енчен йывăрланма пуçласан хамăр продукцие вырнаçтарма çĕнĕ çулсем шырама пуçларăмăр. Ăна Казахстан таранах ăсатнă. Колхозниксене вăрман касма, ытти хулана заводсене ĕçлеме янă. Уншăн хуçалăха техника, йывăç тата ытти тавар килнĕ. Вĕсене сутса укçа тăваттăмăр. Бартерпа хуçалăх валли строительство материалĕсем, саппас пайĕсем улăштарса илеттĕмĕр.
- Эсир чылай яла газ, асфальт çул çитернĕ. Анчах хăвăр пурăнакан вырăна халĕ те такăр çул çитеймен-ха.
- Тури Çĕрпÿкассипе Анат Çĕрпÿкасси ялĕсене асфальт çулпа çыхăнтарайманнишĕн халĕ те кулянатăп. Çул тума техника тупса калаçса та татăлтăм. Вĕсем пирĕн тăрăхра ĕçе тытăннăччĕ ĕнтĕ. Икĕ ял хушшипе тăприне те хăпартса тухрĕç, анчах хăш-пĕр карма çăвар ирĕк паманнипе ĕçе вĕçлеймерĕм. Халăх та вĕсен сăмахĕ хыççăн кайса урам хушшине тракторпа çĕмĕрме килĕшмерĕ. Паян кунчченех ялта пурăнакансем пылчăк çăрса утаççĕ. Хăйсен йăнăшне тинех ăнланса илчĕç вĕсем, анчах чавса çывăх та çыртаймăн.
Иван Никифоров хăй ĕмĕрĕнче 20 ытла пĕве тутарнă. Çырма-çатрасен, пĕвесемпе аслă çулсен хĕррипе, урамсене йывăç-тĕм ларттарнă. Халĕ вĕсем вăрман пекех кашласа лараççĕ. Ырă пуçарăва ача-пăчана та явăçтарнă.
- Пĕрре района кайма тухрăм. Вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем хунавĕсене те лартса пĕтереймен, кĕтÿçсем вара вĕсем хыççăнах выльăх-чĕрлĕх кĕртсе янă. Тарăхсах кайрăм. Машинăна чарсах кĕтÿçсем патне чупрăм. Тытăçсах ÿкрĕмĕр, анчах ешĕл хунавсене пĕтерме памарăм.
Вăл ертсе пынă «Свобода», «Аккозинское» хуçалăхсем 90-мĕш çулсенче ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен Президентĕнчен дипломсемпе виçĕ трактор илме тивĕçнĕ. Ĕçчен çыннăн кăкăрне икĕ медаль илемлетет.
- Кирек ăçта ĕçлесен те шанăçа тÿрре кăларма тăрăшнă. Çĕршыв, халăх интересĕ яланах малти вырăнта тăнă. Ертÿçĕ пуканне хамăн ырлăхшăн, пайта курассишĕн йышăнман. Çитĕнÿпе пĕрлех такăнасси те пулнă. Çапах утса тухнă çула пĕтĕмлетсе çакна калăттăм: манăн чунăм ыттисен умĕнче таса, - пĕтĕмлетрĕ Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Никифоров.
Çемье тĕрекĕ
- Çемьере килĕшÿ те тату пулмасан çакăн пек çитĕнÿсем тунă пулăттăм-ши, калама йывăр, - сăмахлать ĕç ветеранĕ. - Килтен ир-ирех тухса кайнă та çĕрле çаврăнса çитнĕ. Ачасем эпĕ тухса кайнă чухне çывăрса юлатчĕç, таврăннă çĕре каллех çывăратчĕç. Кил-çурт, хушма хуçалăх, Зоя Алексеевна мăшăрăм çине тиеннĕ. Мĕнле ĕлкĕрсе пынă-ши вăл? - тет кил хуçи юнашар ларакан арăмĕ çине ăшшăн пăхса. Пĕлтĕр Никифоровсем ылтăн туйне паллă тунă. Виçĕ ывăл пăхса ÿстернĕ вĕсем. Шел, икĕ ывăлĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Аслă ывăлĕ, Володя, Чулхулари юхан-шыв училищинче вĕреннĕскер,19 çул тултарнă кун, сарăмсăр ÿксе вилнĕ. Кĕçĕнни, Сергей, Мускаври аслă шкултан, аспирантурăран вĕренсе тухнă. Унăн та кун-çулĕ вăрăм пулман, 40 çултан иртсен кĕтмен чире пула сасартăк пурнăçран уйрăлнă. Паян ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕ - Николай тата мăнукĕсем. Строитель ĕçне алла илнĕскер Шупашкарта тымар янă. Çапах ватăсене манмасть, пулăшсах тăрать.
- Иксĕре кăна кичем мар-им? - ыйтатăп вĕсенчен.
- Çук, хушма хуçалăхра тăрмашсах вăхăт иртсе каять. Ĕне, сысна, чăх-чĕп усратпăр. Çулла пахча ĕçĕ хушăнать.
И. Никифоров сакăр теçеткерен иртсен те общество ĕçне пăрахман: Тури Çĕрпÿкасси ял совечĕн депутачĕ, районти АПК ветеранĕсен ертÿçин çумĕ вăл. Никифоровсен пахчи пуян. Иçĕм çырли, панулми, сырлан йывăçĕсем ÿсеççĕ, хăмла çырли, хурлăхан тĕмĕсем сарăхса лараççĕ. Кунта та çирĕп, типтерлĕ хуçа пурри тÿрех курăнать. Кашни япала хăй вырăнĕнче. Пахча çимĕç, улма-çырла ăнса пулнă вĕсен. Акă кавăн самăр сысна çури пек сарăлса выртать. Ăна пĕччен вăй çитерейменнипе йăран çинчен иккĕн çĕклесе кĕнĕ.
Тараватлă кил хуçисемпе сывпуллашса çула тухатпăр. Пирĕнтен Иван Никифоров та юлмарĕ. Шупашкарта больницăра сывлăхне тĕрĕслеттересшĕн-мĕн: «Хамăра пăхса асăрхаса тăмасан чир-чĕр ураран çапса ÿкерет».
Лариса Никитина.