Комментари хушас

25 Чÿк, 2014

Ăшă - посредниксăр

2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен тĕп хулари потребительсен, ăшă энергине Шупашкарти 2-мĕш ТЭЦран тата «Тароупаковка» АУОн котельнăйĕнчен илсе тăраканскерсен, «ТГК-5» АУОн Мари Элти тата Чăваш Енри филиалĕпе ăшăпа тивĕçтермелли килĕшÿ тумалла. «Ку пире кирлипе тумалли ĕç мар, - палăртаççĕ энергокомпанире, - килĕшÿсене алă пусма федераци саккунĕ хистет, унпа килĕшÿллĕн хамăрăн потребительсемпе тытакан хутшăнусене йĕркелетпĕр».

Сăлтавĕ акă ăçта: Чăваш Енĕн тĕп хулин администрацийĕн 2014 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнче тунă 2001-мĕш йышăнăвĕпе Шупашкар хулине 2013-2028 çулсенчи тапхăрта ăшăпа тивĕçтермелли схемăна çирĕплетнĕ. Çак документпа килĕшÿллĕн «ТГК-5» АУО Шупашкар хулинче компани ĕçлекен зонăра ăшăпа тивĕçтерекен пĕрлехи организаци /ЕТО/ тесе йышăннă. Çав зонăна Шупашкарти 2-мĕш ТЭЦран тата «Тароупаковка» АУО котельнăйĕнчен ăшă парса тăракан тытăм чиккисемпе палăртнă.

Раççей Федерацийĕн Ăшăпа тивĕçтерессине йĕркелемелли правилисен /вĕсене РФ Правительствин 2012 çулхи августăн 8-мĕшĕнчи 808-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ/ 113 пункчĕпе килĕшÿллĕн организаци хăйне ЕТО статусне парсан ăшăпа тивĕçтермелли килĕшÿсен хăй енчен алă пуснă проекчĕсене ăшăпа тивĕçтермелли системăпа çыхăннă потребительсене ярса парать. Потребительсен вара документсене илнĕ хыççăн 15 кунра вĕсемпе паллашмалла, хирĕçлемелли сăлтавсем пулмасан вĕсене хăйсен енчен алă пусмалла та ăшăпа тивĕçтерекен пĕрлехи организацие ярса памалла. Хирĕçлемелли сăлтавсем пулсан вĕсене енсен 2014 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕччен пăхса тухмалла.

Энергетиксем пайăррăн асăрхаттараççĕ: Шупашкар хулинче ТГК-5 ĕçлекен зонăна кĕрекен, хальхи вăхăтра «Коммуналлă технологисем» ОООпа килĕшÿ туса ĕçлекен потребительсен 2014 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕччен «Коммуналлă технологисене» ăшăпа тивĕçтермелли килĕшĕве татни çинчен пĕлтерÿ ярса памалла. Çавна май генераци компанийĕнче çакна та шанаççĕ: потребительсемпе тÿрĕ килĕшÿсем туни тинех «потребительсен тата ăшăпа тивĕçтерекен организацисен хушшинчи ăнланмалла мар посредник» пăхăнăвĕнчен тухма май парĕ. Çав посредникăн 5-мĕш ТГКран илнĕ ăшă энергийĕшĕн тÿлемен парăмĕ çĕр-çĕр миллион тенкĕпе танлашать.

Анчах потребительсене мĕн кĕтет, çĕнĕ килĕшÿпе йĕркелекен хутшăнусем вĕсен ăшăшăн тÿлемелли тăкакĕсене пысăклатмĕç-и? Хаçат корреспонденчĕн ыйтăвне «ТГК-5» АУО филиалĕн директорĕн ăшă энергийĕ сутас енĕпе ĕçлекен çумĕ Светлана Жаркова иккĕленÿсĕр тата уçăмлă хуравларĕ:

- Ăшă тарифĕсене Чăваш Республикин Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин 2013 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнчи 61-23-24/т / йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ, - терĕ вăл. - Çак йышăнупа килĕшÿллĕн «ТГК-5» АУОн Шупашкарти потребителĕсемшĕн, ăшша «Коммуналлă технологисем» ООО сечĕсем тăрăх илекенскерсемшĕн, 2014 çулăн иккĕмĕш çурринче 1 Гкал ăшă энергийĕн тарифĕ 1109,63 тенкĕпе /НДСа шута илмесĕр/ танлашать. Çак тапхăртах «Коммуналлă технологисем» ОООпа ăшăпа тивĕçтермелли килĕшÿсем тунă потребительсемшĕн ăшă энергийĕн хакне НДСа шута илмесĕр 1 Гкалшăн 1215,75 тенкĕ шучĕпе палăртаççĕ. Куратăр ĕнтĕ, пирĕнтен тÿрремĕнех илекен гигакалорисем КТ посредник пулса тивĕçтерекен ăшă хакĕнчен самай йÿнĕрех. Çавна май, паллах, эпир потребительсемпе йĕркелекен çĕнĕ килĕшÿ хутшăнăвĕсем вĕсен ăшă энергийĕшĕн тÿлемелли тăкакĕсене чакарма пулăшасси куç кĕрет.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.