Комментари хушас

25 Чÿк, 2014

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи тăхăр уйăхри кăтартăвĕсем

Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче "Хыпар" издательство çурчĕн пресс-центрĕнче Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулчĕ, Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи тăхăр уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Эльвира Геннадьевна демографи, мăшăрлану, миграци лару-тăрăвĕ çинче чарăнса тăчĕ, çавăн пекех потребитель рынокĕнчи хаксемпе, тулаш суту-илÿ çаврăнăшĕпе, выльăх-чĕрлĕх йышĕпе çыхăннă темăна çутатрĕ, халăхăн 2015 çулхи микро тата Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕсен ыйтăвĕсене хускатрĕ.

Демографи лару-тăрăвĕ тата ĕçлев

Кăçал республикăра ача ытларах çуралассипе тата пурнăçран уйрăлакансен йышĕ чакассипе çыхăннă ырă пулăм малалла вăй илет. Тăхăр уйăхра иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 92 ача /0,7 процент/ ытларах çуралнă, вилнисен шучĕ 48 çын /0,4 процент/ чакнă. Йыш хăй еккипе хушăнасси 784 çынна /пĕлтĕрхи тăхăр уйăхра - 644/ çитнĕ.

Халăх йышĕ тĕпрен илсен хулара пурăнакансен шучĕпе пысăкланать. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕрпÿре, Канашра, Етĕрнере çут тĕнчене килекенсен хисепĕ пурнăçран уйрăлнисенчен иртсе кайнă. Ял территорийĕсене илес тĕк ку енĕпе Шупашкар, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче ырă улшăну пуррине палăртмалла.

Халăх йышĕ чакасси кăçалхи 9 уйăхра /-871/ иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен /-1072/ сахалланнă пулин те вилекен ялта çав-çавах нумай. Çухату Пăрачкав, Улатăр, Çĕмĕрле, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Куславкка районĕсенче, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче сисĕмлĕ.

Иртнĕ çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче çураласлăх кăтартăвĕ çемьери пĕрремĕш ача шучĕпе ÿснĕ пулсан, кăçалхи тăхăр уйăхра - иккĕмĕш тĕпренчĕксемпе /асăннă тапхăрта вĕсен тÿпи 1,9 процент пысăкланнă, пĕрремĕшĕсен вара иртнĕ çулхи 43,1 процентран 40,5 таран сахалланнă/.

Çапла вара Чăваш Республикинче çуралакансем нумайланнинче çемьене килнĕ иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасен тÿпи сумлă. Çакă чи малтанах Раççейре тата Чăваш Енре социаллă тĕллевлĕ политикăна пурнăçа кĕртсе пынипе çыхăннă.

Кăçалхи тăхăр уйăхра чир-чĕре, сусăрланнине тата наркăмăшланнине пула 55 пепкен кун-çулĕ çулталăка çитичченех татăлнă /пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 8 сахалрах/. Пĕчĕккисем вилесси пĕлтĕрхи тăхăр уйăхринчен 12,5 процент чакнă, чĕрĕ çуралнă 1000 ача пуçне 4,2-пе танлашнă. Синкер сăлтавĕ: перинаталь тапхăрĕнчи улшăну /29,1 процент/, медицинăпа çыхăнман пулăм /23,6/, амакпа çурални /20,0/.

Республикăра пурăнакансем вăхăтсăр вилни юн çаврăнăш тытăмĕн чирĕнчен, тулашри сăлтавран, çĕнĕ йĕркеленÿрен, сывлав, апат ирĕлтерекен органсен амакĕсенчен килнĕ. Юн çаврăнăш тытăмĕн чирĕсенчен пурнăçран уйрăлакансем сахалланни сисĕнет: кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче ку кăтарту иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 12,9 процент пĕчĕкленнĕ. Тулаш сăлтава пула вилнисем вара 100000 çын пуçне - 3,1, çĕнĕ йĕркеленÿпе 3,6 процент нумайланнă.

ЗАГС органĕсенче кăçалхи 9 уйăхра иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 26 мăшăр е 0,3 процент сахалрах хут уйăрттарнă, уйрăлакансен хисепĕ 250 е 7,4 процент нумайланнă. Урăхла каласан, чăмăртаннă 1000 çемьерен 488-шĕ арканнă /2013 çулта - 453/.

Миграци юхăмĕ чакса пырать: кăçалхи 9 уйăхра республикăна 10067 çын килнĕ, тулая 11406-ăн куçса кайнă, уйрăмлăх 1339 çынпа танлашнă /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 2934/.

Мигрантсенчен чылайăшĕ /61,4 процент/ хамăр республикăрах пурăнакан вырăна улăштарать.

Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн меслетлĕхĕпе килĕшÿллĕн Росстат ĕçлев ыйтăвĕсемпе уйăхсерен халăх хушшинче суйласа илсе тĕпчев ирттерет. Унта 15-72 çулсенчи граждансем хутшăнаççĕ. Республикăра çуллен 6000 ытла çынран ыйтса пĕлеççĕ.

Кăçалхи 3 кварталта Чăваш Енре пурăнакансенчен 692 пинĕшĕ е 56 проценчĕ экономика тĕлĕшĕнчен пуçаруллă пулнă. Вĕсенчен 662,8 пинĕшне /95,8 процентне/ - ĕçлĕ, 29,2 пинĕшне /4,2 процентне/ çÿлерех асăннă организацин критерийĕсене тĕпе хурса ĕçсĕр /вĕсен ĕç тата тупăш паракан вырăн пулман, хăйсем вара вырăн шыранă тата тĕпчев ирттернĕ эрнерех ĕçе кÿлĕнмешкĕн хатĕр/ тесе классификациленĕ. Ку кăтарту юлашки икĕ çулта кварталсерен пăхса тухнисен хушшинче - чи пĕчĕкки.

Ĕçлев службин органĕсенче официаллă йĕркепе регистрациленнĕ граждансен хисепĕ кăçалхи сентябрь уйăхĕн вĕçĕ тĕлне иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 577 çын чакса 3954-па танлашнă, ĕçсĕрлĕх шайĕ - 0,6 процент.

Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн меслетлĕхĕпе 2014 çулхи 3 кварталта палăртнă ĕçсĕрлĕх шайĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнче /ФАОра/ 7-мĕш вырăн йышăннă /пĕлтĕр - 8-мĕш/.

 

Пурнăç шайĕ

Халăхăн укçа тупăшĕ предпринимательсен усламĕнчен, тара тытса ĕçлекенсене тÿлекен шалуран /парăма коррекцилесе улăштарнă хыççăн шутласа панă ĕç укçинчен/, социаллă тÿлевсенчен /пенси, пособи, стипенди, страховани саплаштарăвĕ тата ытти/, вклад, хаклă хут, дивиденд йышши харпăрлăхран тата ыттинчен илнĕ тупăшран тăрать.

2014 çулхи 9 уйăхра кашни çын пуçне тивекен укçан вăтам тупăшĕ 7,4 процент ÿссе 15512 тенке çитнĕ. Чăн тупăш - обязательнăй тÿлевсемпе взноссене кăларнă хыççăн потребитель хакĕсен индексĕпе коррекциленĕскер - 3,1 процент пысăкланнă /2013 çулхи 9 уйăхра - 2,8/.

Ку енĕпе Чăваш Ен ФАО регионĕсен хушшинче 12-мĕш вырăн йышăнать.

2014 çулхи 3-мĕш кварталта кашни çын пуçне тивекен укçа тупăшĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен 2,5 хут пысăкланса уйăхра вăтамран 16833 тенке çитнĕ е пĕлтĕрхи çак вăхăтрин 10,4 проценчĕпе танлашнă.

Кăçалхи 9 уйăхра республикăра кашни çын пуçне уйăхра вăтамран 15438 тенкĕ е иртнĕ çулхинчен 5,3 процент ытларах пĕтернĕ.

Нухратăн 77 процентне - потребитель тăкакĕсене /япала туянма, пулăшăва саплаштарма, банк карточкипе усă курса чикĕ леш енче таваршăн тата пулăшушăн татăлма/* 8,4 процентне - обязательнăй тÿлевсене тата ытти взноса саплаштарма* 2,6 процентне - куçман пурлăх илме* 11,5 процентне - финанс активĕсене /граждансен перекет счечĕсене улăштарма, хаклă хут, ют çĕршыв укçине туянма, уйрăм предприниматель счетне пуянлатма, кредит парăмне татма, халăх кайăк-кĕшĕк тата выльăх-чĕрлĕх туянма/ янă.

Халăх тупăшĕ кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче тăкаксенчен 0,5 процент ытларах пулнă.

Асăннă тапхăрта уйăхри вăтам шалу 20240 тенке çитсе чи пĕчĕк ĕç укçин виçинчен 3,6 хут иртнĕ. Потребитель хакĕсен индексне шута илсе палăртнă чăн шалу кăçалхи 9 уйăхра 101,3 процентпа танлашнă.

Ку кăтарту уйрăм производствăра республикăринчен пысăкрах: электрооборудовани, электрон тата оптика оборудованийĕ тунă çĕрте - 28549,9* транспорт хатĕрĕсемпе оборудованийĕн производствинче - 22542,6* тимĕр шутланман минерал продуктсен ытти производствинче - 22313,5* хими производствинче 21826,2 тенкĕ. Çавăн пекех экономикăн уйрăм тытăмĕнче пысăк: финанс ĕçĕ-хĕлĕнче - 32793,7* строительствăра - 23129,2* электроэнерги, газ, шыв производствинче тата вĕсене валеçнĕ çĕрте - 22969,5* транспортпа çыхăнура - 20517,6* куçман пурлăх операцийĕсенче, арендăра тата пулăшу панă çĕрте - 20814,3* наука тĕпчевĕсенче тата вĕсене туса хатĕрленĕ çĕрте - 39954,3 тенкĕ. Пир-авăр тата çĕвĕ производствинче /10662,4/, ял хуçалăхĕнче /12446,1/, хăна çурчĕсемпе ресторансенче /13350,2/ вара республикăри вăтам шалуран пĕчĕк. Ĕç укçин чи пысăк /финанс тытăмĕ/ тата пĕчĕк /пир-авăр тата çĕвĕ призводстви/ виçисен хушшинчи уйрăмлăх 3,1 хутпа танлашать.

Çулталăк пуçланнăранпа шалу ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ чакни палăрать тăк, 2013 çулта ку кăтарту хăпарса пынă. 8 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх 108,5 процентпа танлашнă: вĕренÿре /116,3/, ял хуçалăхĕнче /114,0/, сывлăх сыхлавĕнче /113,0/ шалу республикăн иртнĕ çулхи çав тапхăрти вăтам кăтартăвĕнчен чылай пысăк пулнă.

Пĕлтĕр тата кăçал Раççей Федерацийĕн Президенчĕн социаллă тытăмра вăй хуракансен шалăвне ÿстерес енĕпе 2012 çулхи май уйăхĕнчи указĕсене пурнăçланă май бюджет организацийĕсенчи ĕç укçи ÿсĕмĕ республикăри вăтам кăтартусенчен пысăкрах. Сăмахран, кăçалхи пĕрремĕш çур çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх республикăри шалу 10,1 процент хăпарнă тăк, бюджет организацийĕсенче - 14,7.

ФАО регионĕсен хушшинче январь-август уйăхĕсенче шалу Тутар Республикинче чи пысăкки - 27331 тенкĕ, Мордва Республикинче чи пĕчĕкки - 19250.

Халăхăн пурнăç шайне шалăва вăхăтра тÿлени те витĕм кÿрет. Кăçалхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 6 организацин ку енĕпе 19,6 млн тенкĕлĕх е кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлнехипе танлаштарсан 6,8 хут пысăкрах парăм пулнă.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн кăтартăвĕсем тăрăх - 2014 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 354 пин пенсионер шутланнă, вĕсен йышĕ çулталăк пуçламăшĕнчинчен - 0,7, иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 1,3 процент хăпарнă. Пенсисен вăтам виçи 9810 тенкĕпе танлашнă е çулталăк пуçланнăранпа 8,9 процент пысăкланнă, пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен 1,8 хут ÿснĕ.

 

Таварсемпе пулăшусен хакĕсем

Чăвашстат республикăри таварсен тата пулăшусен хакĕсен шайĕ çинчен информаци пухса вĕсен никĕсĕ çинче экономикăн уйрăм секторĕнче хаксен индексне палăртать.

Кăçалхи 9 уйăхра экономикăн тĕрлĕ секторĕнче хаксемпе тарифсен ÿсĕмĕ пĕрешкел пулман. Инфляцин чи пысăк шайне строительство продукцийĕнче /12,3 процент/, чи пĕчĕккине юридици сăпатĕнче тăракансене çыхăну пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ çĕрте /1,7 процент/ палăртнă. Хаксем ял хуçалăх производствинче чакнă /-5,2 процент/.

Кăçал строительство отраслĕн продукцийĕ, потребитель таварĕсем тата пулăшăвĕ сисĕнмеллех хакланнă, çыхăну пулăшăвĕ вара йÿнелнĕ.

Таварсемпе пулăшусен потребитель хакĕсен индексĕ 2014 çулхи сентябрь уйăхĕнче иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕпе танлаштарсан апат-çимĕç 9,8 процент /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 4,3/ хакланнă май 106,1 процент пулнă. Апат-çимĕç шутланман тавар хакĕ пĕлтĕрхи пекех 3,2 процент хăпарнă. Пулăшу хакĕн ÿсĕмĕ 106 процента çитнĕ /2013 çулхи асăннă тапхăрта - 109/.

Апат-çимĕç таварĕсен потребитель хакĕн динамики çакна çирĕплетет: ăна 2014 çулхи сентябрь уйăхĕнче ытти çулта пахча çимĕçпе улма-çырлан çĕнĕ тухăçне массăллăн сутма тытăннă чухнехи евĕр йÿнетмен, вĕсем - 1,4, апат-çимĕç таварĕ 1 процент хăпарнă.

Çулталăк пуçланнăранпа апат-çимĕçрен сахăр /20,7 процент/, аш-какай /19,8/ сисĕнмеллех хакланнă.

Эрех-сăра, сĕт юр-варĕн, пулăн хакĕ 11,5-9,6 процент пысăкланнă, çу, пахча çимĕç /çав шутра çĕрулми/, макарон-кĕрпе, çăкăр-булка, çăнăх 6,5-3,9 процент хакланнă, çăмарта /19,1процент/ тата сыр /1,6/ йÿнелнĕ.

Апат-çимĕç шутланман тавартан çулталăк пуçланнăранпа табак /26,5 процент/, мотор топливи, медицина таварĕсем, строительство материалĕ /9,9-4,3/ хакланнă, телерадиотавар /0,8/ йÿнелнĕ.

Пулăшăвăн сăнаса тăракан тĕсĕсенчен ют çĕршыв туризмĕн /34,8 процент/, страхованин, вĕренĕвĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх /12,3-7,0/ пулăшăвĕсен хакĕ хăпарнă.

Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче апат-çимĕç таварĕсен потребитель хакĕсен индексне - аш-какай, пахча çимĕçпе улма-çырланне лимон, банан, груша, апельсин хакланни витĕм кÿнĕ. Иçĕм çырлипе панулми /20,9 тата 2,5 процент/ йÿнелни рынокри лару-тăрăва ырă улшăну кĕртеймен. Сентябрьте сĕт юр-варĕн хакĕ вăтамран - 0,9, ача-пăча апатланăвне кĕртнĕ типĕтнĕ сĕт хутăшĕн, йогуртăн, тăпăрчăн 1,0 процент хăпарнă.

ФАО субъекчĕсенчи инфляци шайĕ дифференциллĕ: Оренбург облаçĕнчи 5,5 процентран Мордва Республикипе Ульяновск облаçĕнчи 6,9 таранах. Пирĕн республикăра - 6,1 процент. ФАО субъекчĕсенчи апат-çимĕçĕн уйрăм таварĕн хакне илес тĕк, Чăваш Енре çăкăр- йÿннисен, сĕт - хаклисен, сысна ашĕ тата çăмарта - вăтаммисен шутĕнче.

Малтанласа палăртнă тăрăх - таварсемпе пулăшусен потребитель хакĕсен ÿсĕмĕ кăçалхи октябрь уйăхĕнче иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕпе танлаштарсан 106 процента çитмелле е 1,4 пункт пысăкрах пулмалла.

Вунă уйăхри кăтартусемпе республика ФАОра - инфляци шайĕ пысăк маррисен йышĕнче.

 

Ял хуçалăхĕ

2014 çулхи 9 уйăхра тĕрлĕ категори пĕрлĕхĕсенче малтанхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларассин калăпăшĕ 27 млрд тенкĕрен иртмелле, продукци производствин индексĕ 104,9 процент пулмалла.

Кăçалхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 572 пин тонна /малтанласа шута илнĕ виçепе/ е иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 40 процент нумайрах тырă, 546 пин тонна çĕрулми /2,1 процент ытларах/, 101,0 пин тонна пахча çимĕç /3,3 процент ытларах/ пухса кĕртнĕ. Производство калăпăшне тухăçа ÿстернипе пысăклатма май килнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне палăртнă шутлав тăрăх гектартан - 20,5 /иртнĕ çул - 17,4/, çĕрулми 166,3 /164/ центнер тухнă.

2014 çулхи 9 уйăхра республикăри тĕрлĕ категори хуçалăхĕнче ашлăх 70 пин тонна выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк /чĕрĕ виçепе/ çитĕнтернĕ, иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 5,1 процент ытларах. Тĕпрен илсен ăна ашлăх ÿстерекен выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕкĕн 65 процентне тытакан ял хуçалăх организацийĕсем хатĕрленĕ. Ку енĕпе ашлăх кайăк-кĕшĕк ÿстересси иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 6,4 пункт хăпарса 36,3 процента çитнĕ, мăйракаллă шултра выльăхăн вара 32,6 процентран 30,4 таран чакнă.

Сĕт туса илесси иртнĕ çулхи шайрах юлнă /ÿсĕм - 0,01 процент/, çăмарта 17,6 процент сахалрах хатĕрленĕ.

Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ пĕлтĕрхинчен 0,3 процент пысăкланса 205 пин пуçа çитнĕ, сыснасем 10,7 процент /190 пин пуç/, сурăхсемпе качакасем 3,3 процент /170 пин пуç/ чакнă. Выльăх йышне илес тĕк ĕне-выльăхăн - 64, сыснасен - 35, сурăхсемпе качакасен 96 проценчĕ уйрăм çынсен хуçалăхĕнче шутланаççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче кăçалхи 9 уйăхра кашни ĕнерен 3661 килограмм сĕт /иртнĕ çулхи асăннă тапхăрта - 3505/, кашни чăхран 226 /234/ çăмарта илнĕ.

 

Промышленноç тата хими производствисем

Республикăри промышленноç организацийĕсем кăçалхи 9 уйăхра 108,9 млрд тенкĕлĕх тавар тиесе янă, хăйсен вăйĕпе ĕç тата пулăшу пурнăçланă. Промышленноç производствин индексĕ 104,5 процентпа танлашнă, çав шутра: çĕр айĕнчи пуянлăх кăларас енĕпе - 124,5, туса кăларакан производствăра - 105,8, электроэнерги, газ, шыв производствинче тата вĕсене валеçессинче 94,5 процент.

Промышленноçăн тиесе янă продукцийĕ тата тивĕçтернĕ пулăшăвĕн калăпăшĕн 86 проценчĕ туса кăларакан производствăпа çыхăннă, çав шутра 82,7 проценчĕ ĕç-хĕлĕн 6 тĕсĕпе: электрооборудовани, электрон тата оптика оборудованийĕ енĕпе* апат-çимĕçпе, çав шутра ĕçмепе тата табакпа* транспорт хатĕрĕсемпе тата оборудованийĕпе* хими производствипе* металл шутланман ытти минерал продукчĕсемпе, машинăсемпе тата оборудованипе.

Кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсемпе вĕсенчен 4-шĕнче производство ÿсĕмĕ вăй илнĕ: машинăсемпе оборудовани тăвас енĕпе - 22,7, транспорт хатĕрĕсем тата оборудовани тĕлĕшпе - 12,9, металл шутланман ытти минерал продуктсемпе - 10,4, электрооборудовани, электрон тата оптика оборудованийĕпе 7,9 процент. Хими производствинче - 13,2, апат-çимĕç тунă çĕрте вара 1,8 процент чакнă.

Электрооборудовани, электрон тата оптика хатĕрĕсем кăларасси аталанса пырать. Виçев, тĕрĕслев, тĕпчев, навигаци, управлени тата ытти тĕллевлĕ приборсемпе хатĕрсем тăвасси - 24,3, изоляци пралукĕсемпе кабель хатĕрлесси - 18, электричество валеçекен тата йĕркелекен аппаратура кăларасси 3,2 процент ÿснĕ. Тиесе янă продукцин 89,8 проценчĕ çак виçĕ тытăм çине тиенет.

Ырă ÿсĕм металл шутланман минерал продукчĕсен производствинче те - бетон, гипс, цемент хатĕрлес çĕрте - çирĕпленсе пырать, вĕсен производстви - 9,8, кирпĕч хатĕрлесси 54,1 процент ÿснĕ /çакăнта 2013 çулта хута янă "Кетра" строительство материалĕсен завочĕн" тÿпи сумлă/.

Керамика изделийĕсем кăларас енĕпе кăçалхи 9 уйăхра производство 6,5 процент чакнă.

Хими производствинче ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем туса кăларасси - 22,3, химин тĕп япалисене хатĕрлесси 2,2 процент чакнă, сăрăпа лак кăларасси 5,1 процент ÿснĕ.

 

Строительство

Республикăн строительство комплексĕ кăçалхи 9 уйăхра 25,9 млрд тенкĕлĕх /е иртнĕ çулхи çав вăхăтри кăтартăвăн 99,4 проценчĕ чухлĕ/ ĕç пурнăçланă тата пулăшу панă. Пĕлтĕрхи шайран юлнин сăлтавĕ - çул-йĕр тăвасси чакни.

Социаллă тытăмăн хута янă объекчĕсен шутĕнче - Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне, Елчĕк районĕсенчи сменăра 30 çынна йышăнма пултаракан ФАПсем.

Унсăр пуçне шкул çулне çитменнисен 262 вырăнлă учрежденийĕсене туса пĕтернĕ, çав шутра - Куславкка хулинче малтанхине реконструкциленĕ /170 вырăнлă/, Канаш районĕнче çĕнĕрен /92 вырăнлă/ çĕкленĕ.

Вăрнар поселокĕнче 3,1 пин тăваткал метр лаптăклă каток, Канаш районĕнче 486,0 тăваткал метрлă спорт залĕ тата 861,0 тăваткал метр çинче спортăн тÿрем вырăнти сооруженийĕсене тунă.

Кăçалхи 9 уйăхра 464,5 пин тăваткал метрлă 6,9 пин хваттер çĕкленĕ. Хута янă çурт-йĕр лаптăкĕ 1,5 процент ÿснĕ. Организаци-застройщиксем иртнĕ çулхи 9 уйăхринчен - 40,9 процент ытларах, уйрăм çынсем 27,7 процент сахалрах çурт лартнă. Организаци-застройщиксем çĕкленĕ çурт-йĕр тÿпи 59 процента çитнĕ. Пурăнмалли пĕр тăваткал метр лаптăк хакĕ 30238 тенкĕпе танлашнă.

2014 çулхи 9 уйăхра 1000 çын пуçне çурт-йĕр хута ярас енĕпе ФАО субъекчĕсен хушшинче Чăваш Ен 5-мĕш вырăна тухнă.

 

Суту-илÿ тата общество апатланăвĕ

Вак суту-илĕвĕн пĕтĕмĕшле çаврăнăшĕ мĕнпур çăлкуç тăрăх /тавара хăйсем тĕллĕн пасара тата ярмăрккана илсе тухса сутнин эксперт хаклавне тĕпе хурса/ кăçалхи 9 уйăхра 95,7 млрд тенкĕпе е иртнĕ çулхи çав тапхăртин 101,5 проценчĕпе танлашнă.

Вак суту-илÿ çаврăнăшĕн тытăмĕнче апат-çимĕç шутланман тавар тÿпи иртнĕ çулхи 9 уйăхри 53,1 процентран кăçал 51,1 таран чакнă. Суту-илÿ тытăмĕнче тавар реализацилесси пĕлтĕрхи январь-октябрь уйăхĕсенчи 22,6 процентран кăçал 24,9-а çитнĕ. Сеть суту-илĕвĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче федерацин шутланаканнисем - 83 процент.

Вак суту-илÿ организацийĕсенче тавар саппасĕ тĕлĕшпе сисĕмлĕ улшăнусемех пулман: октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе хуни 45 кун татти-сыпписĕр сутмалăх çитнĕ.

Общество апатланăвĕн çаврăнăшĕ асăннă тапхăрта 6,3 млрд тенкĕпе танлашнă е иртнĕ çулхи 9 уйăхринчен танлаштаруллă хаксемпе 2,5 процент хăпарнă.

Республикăра пурăнакан кашни çын пуçне вак тавар çаврăнăшĕн - 77,2 пин, общество апатланăвĕн 5,1 пин тенки тивнĕ.

ФАО регионĕсен хушшинче ку кăтартусемпе Чăваш Ен 12 тата 7-мĕш вырăнсене сыхласа хăварнă.

 

Тÿлевлĕ пулăшу

Кăçалхи 3 кварталта республикăра пурăнакансене 29,4 млрд тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшу панă. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен чăн хаксемпе - 6,9, танлаштаруллисемпе 0,03 процент пысăкрах.

Тÿлевлĕ пулăшăвăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 68 проценчĕ тăватă тытăм - коммуналлă /23,8/, çыхăну /16,6/, транспорт /16,4/, тата йăла /11/ - çине тиенет. Вĕсенчен йăла пулăшăвĕ енĕпе /3,8 процент/ кăна ÿсĕм пур, çав шутра: транспорт хатĕрĕсене, машинăсемпе оборудование техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăрассипе тата юсассипе - 17,7 процент. Йăла пулăшăвĕн калăпăшĕн тытăмĕнче вĕсен тÿпи 22 процентран иртет.

Халăха тÿлевлĕ пулăшу парас енĕпе Чăваш Ен ФАО субъекчĕсен хушшинче 11 вырăнта.

В.СМИРНОВА хатĕрленĕ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.