Комментари хушас

25 Чÿк, 2014

«Чунăм шкулах туртать...»

Дмитрий Егоров евĕрлĕ çынсене чăвашсем «ача-пăча кĕтÿçĕ» теççĕ. Вырăссен тата тăванла ытти халăхăн та çавна майлах ахăр, вĕсен паллă педагогĕсен йышĕнче - Я.Коменский, К.Ушинский, А.Макаренко, В.Сухомлинский... Кун çинчен ентешĕмĕр «Ачасене халалланă чĕрем» кĕнекинче тĕплĕн каласа панă.

- Çук, çук, темĕн ан шухăшлăр: хама Василий Александрович Сухомлинскийпе танлаштарма пултараймастăп. Çур ĕмĕрĕ тĕлне вăл халăха кирлĕ 50 кĕнеке çырса кăларнă. Антон Макаренко пекех 52 çулта çĕре кĕнĕ.

Вĕрентÿçĕн ĕçĕ çăмăл мар паллах. Çапах халĕ те, 90 çул тултарсан, чунăм шкулах туртать, - тет педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ Дмитрий Егоров доцент.

Унăн хастарлăхĕнчен чăннипех тĕлĕнетĕп: пĕр çулталăкра кăна республикăри 120 ытла шкулта ачасемпе Улатăр, Канаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар тăрăхĕсенче тĕлпулу ирттернĕ. Калаçусен тĕп шăнăрĕ - хамăра кун çути парнеленĕ çынсене сума сăвасси. «Аннĕре юрататăр пулсан Тăван çĕршыва та юратăр», - час-часах аса илтернĕ Чăваш Енĕн мухтавлă амăшĕсене халалланă 5 кĕнеке авторĕ.

Вĕрентекен пулас ĕмĕтпе вăл ачаранпах çунатланнă. Шкул хыççăн пархатарлă тĕллевне пурнăçа кĕртес тесе Канашри педагогика училищине çул тытнă. Пĕве кĕмен çамрăк пулнипе ăна унта йышăнма тăхтаса тăнă. Ăнтăлăвĕ вышкайсăррине кура ырă çынсем пулăшнипе пĕлÿ çуртĕнче ăс пухма тытăннă-тытăннах.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухнă çул диплом илнĕскер фронта хăй ирĕкĕпе кайма шут тытнă. «Çулу çитмен-ха, кăшт тăхта», - тесе кăларса янă ăна çар комиссариатĕнчен. Çамрăк специалист вара тăван районĕнчи Аслă Пинерти тулли мар вăтам шкулта ачасене вĕрентме тытăннă. Анчах нумайлăха мар - 1942 çулхи август уйăхĕнче 17-ри каччă фронта тухса кайнă. Дмитрий Егорова Ленинградри М.В.Фрунзе ячĕллĕ Ленин орденлĕ, Хĕрлĕ Ялавлă çар çыхăнăвĕн аслă училищине янă. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн вăрçăн тертлĕ те тумхахлă çулĕпе тăшмана анăçалла хăваланă. Паттăрлăхпа хастарлăхшăн II степеньлĕ Тăван çĕршыв вăрçин орденне, вуникĕ, çав шутра «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», медале тивĕçнĕ.

Çĕнтерĕве чăваш каччи Братиславăра /Чехословаки/ кĕтсе илнĕ. Сăмах май, ашшĕ Егор Христофоров çак хулашăн пынă çапăçура 1945 çулхи январь уйăхĕн 26-мĕшĕнче пуç хунă.

Демобилизаци йĕркипе 1947 çулта тин киле таврăннă кĕçĕн офицер. Тÿрех юратнă ĕçне кÿлĕннĕ - тăван тăрăхри Анаткас шкулĕнче ачасене вĕрентме тытăннă. Пултарулăхне кура çамрăка районти çутĕç пайне куçарнă, ăна ертсе пыма шаннă. Каярахпа партипе совет органĕсенче ĕçленĕ. Сăмах май, 1953 çулта вăл Хусан педагогика институчĕн истори факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ.

1961 çулта Дмитрий Егоровича Чăваш АССРĕн çутĕç министрне çирĕплетнĕ. Çак вырăнта та пултарулăхĕпе палăрса тăнă, республикăри вуншар шкулăн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетмешкĕн, вĕренÿ тытăмне çĕнĕ варкăш кĕртмешкĕн тÿрремĕнех хутшăннă. Тепĕр ултă çултан И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне куçнă, аслă преподавательтен проректора çити çĕкленнĕ.

Шăпах çав çулсенче эп унпа паллашнăччĕ: Дмитрий Егорович пуçламăш класра вĕренекенсене хатĕрлекен факультет деканĕччĕ, ку йĕркесен авторĕ - кафедра пуçлăхĕччĕ.

Вăтăр çул ĕçленĕ вăл аслă шкулта. Çак тапхăрта чăвашсен паллă педагогĕ Спиридон Михайлов /Янтуш/ çинчен кĕнекесем çырнă, унпа çыхăннă темăна малалла тишкерсе 1969 çулта В.И.Ленин ячĕллĕ Мускав патшалăх педагогика институтĕнче диссертаци хÿтĕлесе педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ пулса тăнă.

Нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Дмитрий Егорович правительство наградисене тивĕçнĕ. Вăл - ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧАССР аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ăна «Раççей халăх учителĕ» ятпа, «Халăх вĕренĕвĕн отличникĕ», «СССР çутĕç отличникĕ» паллăсемпе чысланă, Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутатне икĕ хутчен суйланă.

Д.Е.Егоров Раççейре чи малтан «Амăшĕн мухтавĕн музейне» тата ачасене амăшне хисеплеме, юратма хăнăхтарас енĕпе воспитани паракан лаборатори йĕркеленĕ. 1983 çулта уçнă хăйне евĕр музее 250 пин ытла çын пырса курнă. Çамрăксене пурнăç çулĕ çине кăларас енĕпе тунă çитĕнÿсемшĕн вĕсене 1988 çулта ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп хучĕпе, аслă шкулсен музейĕсен Пĕтĕм Союзри смотрĕн кăтартăвĕ тăрăх II степень Дипломпа чысланă. Çакăнта, паллах, Дмитрий Егоровичăн тÿпи питĕ пысăк.

Дмитрий Егорович 2009 çулта Шупашкарта иртнĕ «Халăх хисепĕ» конкурсăн «Çулталăк çынни» номинацийĕнче лауреат пулса тăнă, 2010 çулта Мускаври Çĕнтерÿ парадне хутшăннă.

Дмитрий Егорович Егоровпа курнăçмассерен пĕр шухăш канăçсăрлантарать: тепри, 30-40 çулти, хевтесĕр ватă евĕр ĕç-пуçа питех кÿлĕнесшĕн мар, хăяккăн выртсах хăйма çиме ĕмĕтленет. Ку вара канăç мĕнне пĕлмест. Пĕлĕшĕм 90 çулта та маттур, сатур. Ăна çирĕп сывлăх, телей, лайăх кăмăл-туйăм сунатпăр.

Егор ВАСИЛЬЕВ-БУРЗУЙ

профессор

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.