Тĕлĕке те кĕрет ыраш уйĕ
Вун тăватă çултах суха тума кăларса янă Хветуçа.
- Эх, ирхине тăрас килместчĕ те. Нихăçан та тăраниччен çывăрса курман. Кунĕпех Четрик хирĕсенче ыраш-тулă акнă. Кĕркунне лаша кÿлсе Шупашкара тырă, çĕрулми леçме кайнă. Шаннă вĕт-ха мана, хăрамасăрах кăларса янă инçе çула, - аса илет ача чухнехине Хветуç аппа.
Пĕррехинче хулана килсен лаша валли илсе тухнă апат пĕтсе çитнĕ. Çухалса кайман хĕрача, теприн çуни çинчен пĕр çĕклем утă илсе панă. «Выçă лашапа яла каялла епле çитĕн? Вăрçасса та пăхса тăмарăм çав. Ман ытама утти нумай та кĕреймен, çителĕклĕ илсе тухма та пĕлмен çав», - тет кинеми.
Хĕр çулне çитсен Канашра тракториста вĕреннĕ Хветуç. Тракторпа хир тăрăх çÿренĕ çулсене аса илсен сăнĕ те çуталчĕ хĕрарăмăн.
«Киле çитсен вăй çуккипе пуçа минтер çине хунă-хуман çывăрса каяттăм. Ирхине каллех çĕкленÿллĕ кăмăлпа хире васкаттăм. Эх, ĕçре телей тупнă эпир! Йывăр, çапах та хитре пулнă çамрăклăх. Халĕ те ылтăн пучахлă ыраш уйĕсем тĕлленеççĕ», - чунне уçать кинеми. Пĕр çул ака-суха тунă хыççăнах умне çĕнĕ саппун çĕлесе çакнă, хитре тутăр туяннă. Мĕнешкел савăннă! Капăр тумтире уявсенче кăна тăхăннă. Вăл вăхăтри чăваш хĕрарăмĕ пасартан çĕнĕ тутăр илсе туяннишĕн те тем пек хĕпĕртенĕ тени тĕрĕсех-мĕн.
Çурăм шăмми кукăрăлнипе аптрать халь Хветуç аппа. Авăнсах аннă кинеми. Ытла та çамрăкла хуçăлма тивнĕ çав. Кĕрлĕ-çурлă тырă акакан хăйне пăртак та шеллемен, 90 килограмм таякан михĕсене те пĕчченех йăтнă.
- Пĕррехинче куккана асăнма Сĕнтĕре каймаллаччĕ. Бригадир ярасшăн пулмарĕ. Эпĕ унта пулнă хушăра никам та тырă акман. Кайран çак ĕçе пĕчченех тума тиврĕ. Итлекен çине пĕрмай тиеççĕ. Эпĕ нихăçан та хирĕç калайман. Вĕри апат та çитермен пире. Хамăрпа пĕрле çăкăр, çур литр сĕт чиксе кайнă та - çапла кун каçнă, - каласа кăтартать ĕлĕкхине Феодосия Ивановна.
Тул çутăлнă-çутăлман хире тухса кайса тĕттĕмленсен çеç киле таврăннипе пахчаçимĕç акайманни, ĕнине кĕтĕве ярайманни те пулнă пурнăçĕнче. Хур чĕпписене ултă çултанах пĕчĕк хĕрĕ пăхнă. Упăшки те колхоз ĕçĕнчен часах пушанайман. Мăшăрĕпе тату пурăннă Хветуç.
- Питĕ ĕçченччĕ вăл манăн. Ватăлсан та ахаль ларман. Çĕмĕртрен лăпă туса сутатчĕ, çемьешĕн çунатчĕ, - ырăпа çеç аса илет упăшкине кинеми. - Вун икĕ çултах пир тĕртме тытăннă. Çĕрĕн-кунĕн станок умĕнче ларса ывăнсах çитеттĕм. Халь те хам тĕртсе тунă пусма-тавар туллиех, ниçта хума пĕлместĕп. Мăшăра юлашки çула ăсатма килнисене пурне те пир валеçсе тухнăччĕ, - каласа кăтартать Хветуç аппа.
Йăлăхтарсах çитернĕ станока тытнă та пĕр кунхине çунтарса янă, кăмака хутса сăра вĕретнĕ.
Феодосия Ивановна пĕчĕк ялта хĕрĕпе Тамарăпа пурăнать. Икĕ пăру, сурăх тытаççĕ. Ахаль лармасть 83 çулти кинеми. Эпир килнĕ чухне те çурăм хÿтти çыхатчĕ. Тĕрленĕ алшăллисемпе çыхнă пĕчĕк палассем пÿрт туллиех унăн.
- Çулла пахчаран кĕме пĕлмест. Икĕ туяпа чашлаттарса çÿрет анкартинче. Çумкурăк тымарне çĕçĕпе тăпăлтарса кăларать. Ниçта пĕр йытпырши, пиçен тупаймăн ун хыççăн. Утта капана хывма та тухать, - сăмах хушрĕ йăпăртлăха каçнă хăйматлăх хĕрĕ те.
Хветуç аппа хусканусем тунине тĕлĕнсе сăнарăм. 80 çултан каçнă тееймĕн, ал-урине енчен енне çавăрттарать кăна. Кашни кунах 15-20 минут зарядка тума хăнăхнă вăл. Ал-ура, сыпăсем ыратнипе аптракансене массажпа сыватать. Пулăшу ыйтма килекенсене пĕрне те хирĕçлемест.
Хĕрĕ Тамара мăшăрĕпе телей курайман. Эрех ĕçсе вунă çул нушалантарнă упăшкинчен уйрăлнă вăл. Пĕччен арçын çавăн хыççăн нумаях та пурăнайман.
- Чун сивĕнчĕ унран. Кайран урăх никампа та çемье çавăрас темерĕм. Аннене пăхса пурăнатăп халь. Унран сăваплăраххи нимĕн те çук. Турри çапла çырнă пуль. Пире пĕртте кичем мар, - терĕ ăшă кăмăллăскер.
Хĕллехи вăрăм кунсенче тунсăхламаççĕ амăшĕпе хĕрĕ. Ал ĕçĕ тăваççĕ. Иккĕшĕ те хаçат-журналпа, кĕнекепе туслă. Хăйсем лайăхран кÿршисем те ырă çынсем.
- Тăван уй-хирте, уçă сывлăшра иртрĕ çамрăклăх. Уншăн пĕртте шеллеместĕп. Çăкăр ÿстересси - пархатарлă, сăваплă ĕç. Çут çанталăк вăй пачĕ мана, çавăнпа халĕ те чупса çÿретĕп пуль, - тесе ăсатрĕ мана кинеми.
Елена АТАМАНОВА.
Красноармейски районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.