Комментари хушас

22 Чÿк, 2014

Çĕнтерÿçĕсене чыслаççĕ

Ноябрĕн 22-мĕшĕнче 14 сехетре Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн ученăйсен канашĕн ларусен залĕнче /Шупашкар, Мускав проспекчĕ, 29, 1 корпус/ Махмуд Кашгарский ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери калавсен 3-мĕш конкурсĕн /ăна Евроази Писательсен союзĕ ирттерет, штаб-хваттерĕ Турцире вырнаçнă/ чăваш тапхăрĕн çĕнтерÿçисене чыслаççĕ. Кăçал конкурса 14 патшалăхпа халăх представителĕсем хутшăннă.

Чăваш писателĕсем çак тупăшура пуçласа вăй виçнĕ. Конкурсăн чăваш тапхăрне паллă литературовед, филологи наукисен докторĕ, поэт тата писатель Виталий Родионов профессор ертсе пынă. Жюри йышĕнче - Борис Чиндыков писатель, ученăй, кĕнекесен авторĕ Надежда Иванова доцент, Николай Ларионов журналист /Патăрьел/, чăваш тата тĕрĕк наци юхăмĕсен хастарĕ Алексей Глухов /Тольятти, Самар/.

Конкурсăн чăваш тапхăрне Чăваш Енри, Тутарстанри тата Чĕмпĕр облаçĕнчи 7 писатель 8 калавпа хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсен ятне Илле Иванов /Шупашкар/, Елена Мустаева /Чĕмпĕр/, Евгений Турхан /Хусан/ тивĕçнĕ.

Çĕнтерÿçĕсене чыслама Евроази Писательсен союзĕн делегацийĕ килет, унăн ертÿçи - доктор, писатель Якуп Омероглу доцент. Делегаци йышне çавăн пекех Турцин Хусанти генеральнăй консулĕ Тархан Дильмач, Турцири Эскишехир хулин кĕпĕрнаттăрĕ Азим Гюнгор Туна, унăн заместителĕ Нурлах Хаджи Калканчы, канцеляри ертÿçи Харун Йылдырым, «Эскишехир - Тĕрĕк тĕнчин культура тĕп хули-2013» агентство правленийĕн членĕ Ахмет Кот кĕнĕ. Асăннă хула чăвашсемшĕн ют мар. Унти университетсенче тĕрлĕ çулта чăваш студенчĕсем тÿлевсĕр вĕреннĕ, пирĕн ученăйсем, музыка, ташă, художество пултарулăхĕн ăстисем конференцисемпе фестивальсене хутшăннă. Турци хулин ертÿçисем тата генеральнăй консул Шупашкара пуçласа килеççĕ, Якуп Омероглу вара кунта пĕрре кăна мар пулнă, чăваш халăхĕн историйĕ, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ тĕлĕшпе унăн публикаци те чылай.

Виталий РОДИОНОВ,

профессор

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.