Комментари хушас

22 Чÿк, 2014

Ирĕке усалланса ан таврăнччăр

Тĕрмене лекни «пĕтнĕ çын» тенине ан пĕлтертĕр.  Вĕсем хăйсен ят-хушаматне хаçатра асăнассине хирĕç, телекурав операторĕ видеокамерăна хăйсен еннелле тĕллесен те пуçĕсене пĕкеççĕ - экран çине лекесшĕн мар. Ăнланмалла ĕнтĕ, тăванĕсем тĕрме-колонире вĕт - мухтанмалли-мăнаçланмалли сăлтав мар. Çапах судпа айăпланса йĕплĕ карта леш енне лекнĕ çывăх çыннисен шăпи зала пухăннисенчен кашнинех пăшăрхантарать - çакă Федерацин айăплава пурнăçлакан службин республикăри управленийĕн ертÿçисем вăхăтлăха ирĕклĕхсĕр юлнисен тăванĕсемпе йĕркеленĕ тĕлпулура куç кĕрет сисĕнчĕ.

Сăмах май, çакнашкал тĕлпулусене йĕркелессине ФСИН управленийĕ йăлана кĕртнĕ ĕнтĕ. Вĕсем усăлли пирки иккĕленÿ çук: Айăплава пурнăçлакан служба ристансен çывăх çыннисемпе çапла тачă çыхăну тытни икĕ еншĕн те лайăх - пĕрне ĕçре пулăшать, тĕрлĕ сăлтава пула ирĕклĕхсĕр юлнисене вара йĕплĕ карта леш енчи пурнăçа кăштах та пулин çăмăллатма май парать.

Республикăра 9 колони, 2 СИЗО. Управлени пуçлăхĕн çын прависем енĕпе ĕçлекен пулăшуçи Иван Велихов пĕлтернĕ тăрăх - халĕ Чăваш Енри юсанмалли учрежденисенче ирĕклĕхсĕр хăварнисен йышĕ 6,6 пине яхăн çынпа танлашать. Иртнĕ çул вĕçĕнче кăна 7,4 пине яхăн çын пулнине шута илсен - йыш палăрмаллах чакни куç кĕрет. Çак шутра 2,1 пин ытла хĕрарăм.

Айăпланнисен хăйсене каçармашкăн ыйтма ирĕк пур. 1-мĕш колонире кăна кăçал 14 çын каçарма ыйтса çырнă. Ыйтăва юсанмалли учрежденире татса памаççĕ - ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ятарлă комиссире пăхса тухаççĕ, унтан Мускава яраççĕ. Чăн та, кăçал Чăваш Енри колонисенчи пĕр çынна та каçарман, пĕлтĕр çакнашкал майпа пĕр çын ирĕке тухнă.

Юсанмалли учрежденисенче пĕлÿ илме те пулать - 10 вĕренÿпе консультаци пункчĕ ĕçлет. «30 çула çитменнисен тулли вăтам пĕлÿ çук тăк - вĕсен хăйсен кăмăлĕ пулмасан та вĕренмелле. 30 çултан аслăраххисем - хăйсен ирĕкĕпе кăна», - терĕ Иван Анатольевич. Хальхи вăхăтра асăннă пунктсенче 750 çын вăтам пĕлÿ илет, çав шутра 648-шĕ - 30 çул тултарманнисем. Çакă та, паллах, колонисене мĕнлерех контингент лекнине, йышра çамрăксем нумаййине çирĕплетет.

Шел те, ристансем тĕрме-колонире йĕркене пăсни те чылай - кăçал 240 тĕслĕхе шута илнĕ. Çав шутра - спиртлă шĕвексемпе, наркотик хутăшĕсемпе усă курни, хулиганла ĕçсем, колони сотрудникĕсене хăратни е пăхăнманни, юраман япаласем упрани, ĕçе тухма хирĕç пулни тата ыт.те. Йĕркене пăсни кăна мар, преступленисем те пулаççĕ. Кăçалхи январьте айăпланнă П. дежурнăй пулăшуçине çапнă. 4-мĕш колонире тепĕр ристан камерăна ухтарассине хирĕç пулнă май юсанмалли учреждени сотрудникне урипе тапнă. Тата тепри сотруднике пăвма тăнă. Кашни тĕслĕхрех уголовлă ĕç пуçарнă май ристансен айăплав вăхăтне тăснă. Темиçе уйăхлăха кăна мар - 2-3 çуллăхах.

Çапах чи «шавлă» преступлени - судпа айăпланнă Р.Сидоров йĕплĕ карта леш енчен тарни. 3-мĕш колонири çак пăтăрмах, паллах, пакунлă çынсенчен чылайăшĕшĕн хакла ларчĕ - çирĕп явап тытрĕç. Таркăн тĕлĕшпе те çĕнĕ приговор паллă ĕнтĕ - унчченхи приговор вăхăчĕ çумне тата 3 çул хушăннă.

Çапла хăтланса Сидоров республикăри колонисенче айăплав вăхăтне ирттерекен мĕн пур çынна сиенлени те вăрттăнлăх мар. Калăпăр, ристансен ирĕке отпуска каймалли право пур. Анчах, И.Велихов палăртнă тăрăх, «асăннă пăтăрмах хыççăн отпусксем тĕлĕшпе йывăртарах». Урăхла каласан пĕриншĕн пурте явап тытнин сĕмĕ те палăрать.

Тăванĕсене çывăх çыннисен колонисенчи пурнăç условийĕсем кăсăклантараççĕ. Калăпăр, «лайăхлатнă условисем» текен ăнлав пур - вĕсемпе кам усă курать? Управлени ертÿçисем палăртнă тăрăх - кам режима пăхăнать, пур енĕпе те йĕркеллĕ, общество ĕçĕнче хастар, çавсем лайăхлатнă условисенче пурăнма пултараççĕ. Кам йĕркесĕр - вĕсене çирĕп режим условийĕсене куçарасси те часах. Çавна май ирĕкри çывăх çыннисем ристансене «ăс пани», йĕркеллĕ пулма сĕнни пĕлтерĕшлĕ - çакă вĕсем ирĕкре тĕл пулассине çывхартма та пулăшать.

Ахальтен мар ĕнтĕ çулланнă пĕр хĕрарăмпа самай çивĕч калаçу пулчĕ. Унăн хĕрĕ Елена Х. Улатăрти колонире. Амăшĕ каланă тăрăх - юсанмалли учреждени

администрацийĕ ăна сăлтавсăрах хĕсĕрлет имĕш. ИК администрацийĕн представителĕн явап тытма тиврĕ - хăйне тата ĕçтешĕсене çапла тÿрремĕнех айăпланине пăхмасăр вăл лăпкă калаçрĕ: «Х.-па чăннипех нумай ĕçлеме тивет. Пирĕн пата вăл карантинран килчĕ - СИЗОра чухнех унти сотрудниксемпе хирĕçнĕ. Еленăн пултарулăхĕ пур, аслă юридици пĕлĕвĕллĕскер вĕт, анчах вăл хăйне евĕрлĕ çын - хăйне ыттисенчен çÿллĕрех тытать. Культура мероприятийĕн сценарине çырнă та - тÿрех хавхалантарма ыйтать. «Сирĕн кунти йĕркесене ĕçкĕçсемпе наркомансем пăхăнччăр, эпĕ вара пăхăнмастăп» - акă мĕнлерех позици. Çакă ăна питĕ чăрмантарать. Апла пулин те эпир унпа ĕçлеме, пĕр чĕлхе тупма тăрăшăпăр».

Тепĕр хĕрарăм хăйĕн çывăх çыннипе йĕплĕ карта леш енчи тĕлпулăва кайсан кĕмĕл хĕресне хывтарнипе кăмăлсăрланчĕ: «Çапла тума юрать-и вара?» Иван Велихов хуравĕ ку хутĕнче те уçăмлă пулчĕ: «Тĕлпулăва хаклă йышши металран тунă япаласем илсе кĕме юрамасть - йĕрки çапла, вăл эпир шухăшласа кăларнăскер мар».

Тĕлпулăва килнĕ çамрăк арçын çывăх çыннине ирĕкрен апат-çимĕç ытларах пама чарни кăмăлсăрлантарать. Ку енĕпе те - çирĕп нормăсем: «передачăсем» 20 килограмм таран - унтан ытла пулма пултараймаççĕ. Ристансем хăйсен çумĕнче эмелсем упрама пултарайманни пирки те çавнах каламалла - юрамасть!

Çапла ĕнтĕ, йĕплĕ карта леш енче курорта е санаторие кайнă çынсем мар вĕт - преступниксем. Саккуна пăснă - çавăншăн явап тытаççĕ. Анчах приговор вăхăчĕ вĕçленсен ирĕке тухаççĕ - пирĕн вĕсемпе юнашар пурăнма тивет. Унтан пушшех усалланса, патшалăха, влаçсене, обществăна кÿренсе ан тухчăр - асăннă йышши тĕлпулусем çак тĕллеве пурнăçлама та кирлĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.