Комментари хушас

22 Чÿк, 2014

Туслăх çулĕ такăрланать

Волгоград облаçĕнчи Камышин хулипе районĕ сирĕн республикăри Йĕпреç районĕпе туслă çыхăну тытма тытăннăранпа пилĕк çул иртрĕ. Çак тапхăрта вĕсем пĕр-пĕрин патĕнче темиçе те пулма ĕлкĕрчĕç. Камышинсен делегацийĕн йышĕнче эпĕ те икĕ çул каялла Пучинкери «Камай уйĕн урхамахĕ» ятпа иртекен хресчен лашисен турнирĕнче пулнăччĕ.

Çавăн чухне чăвашсем ĕç выльăхĕсене хисепе хурса хакланине курса тĕлĕннĕччĕ. Чăваш салипе юнашарах вырнаçнă ем-ешĕл улăхра çав кун каç пуличченех тăванлăхпа туслăх концерчĕ пычĕ. Халăх таланчĕсемпе пĕрлех мана та сцена çине тухма, йышлă халăх умĕнче Григорий Пономаренко композиторпа Маргарита Агашина поэт çырнă «Растет в Волгограде береза» юрра шăрантарма тиврĕ.

Ку юрра авторĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçса пуç хунă салтаксене халалланă. Сталинграда нимĕçсен чуринчен ирĕке кăларма пирĕн çĕршыври нумай нациллĕ халăхсен ывăлĕ-хĕрĕ хутшăннă, вĕсен хушшинче вара чăвашсем те сахал мар пулнă. Сăмаха вăрçă çине çитертĕмĕр пулсан çакна пайăррăн асăнса иртни вырăнлă пулĕ: Тăван çĕршыв вут-çулăмра çуннă чухне Чăваш çĕршывĕ, унăн тĕлĕнмелле ырă кĕтесĕ - Йĕпреç çĕрĕ - пирĕн мухтавлă кăйкăра, аманнă хыççăн икĕ урасăр юлнă Алексей Маресьева тараватлăн йышăннă. Фронт çывăхĕнчен кунта куçарса килнĕ вĕçев шкулĕнче пулас Совет Союзĕн Геройĕ иккĕмĕш хут вĕçме хăнăху илнĕ. Алексей Маресьев Камышин хулинче çуралса ÿснĕ. Пире Чăваш Республикипе тата Йĕпреç районĕпе туслă çыхăну йĕркелесе яма пулăшас ĕçре легендăна кĕрсе юлнă вĕçевçĕ калама çук пысăк вырăн йышăнать.

Камышин хулинчи историпе тавра пĕлÿ музейĕнче халĕ Алексей Маресьевăн паттăрлăхне сăнлакан кĕтес пур, икĕ çул каялла вăл «чăн-чăн этем» Йĕпреç поселокĕнче пурăннă вăхăта çутатса паракан документсемпе пуянланчĕ. Куншăн эпир чи малтан Йĕпреçри этнографи музейĕн директорне Александр Майорова тата педагогика ĕçĕн ветеранне, Маресьевăн Чăваш çĕрĕ çинчи пурнăçне тĕплĕн тĕпченĕ Нарспи Васильева тавра пĕлÿçе чун-чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. Вĕсемех пире Борис Полевойăн Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă «Чăн-чăн этем çинчен çырнă повеçне», Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев чăвашла куçарнă кăларăма парнелерĕç.

Тепĕр икĕ çултан Алексей Маресьев çуралнăранпа 100 çул çитет. Эпир юбилее хатĕрленме тытăнтăмăр та ĕнтĕ. Камышин хулипе районĕнчи шкулсенче Паттăрлăх урокĕсем, культура учрежденийĕсенче çарпа патриот юррисен фестивалĕ иртĕç, вĕренекенсем Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пурнăçĕсене шеллемесĕр кĕрешнĕ ентешĕсем çинчен çырнă сочиненисен конкурсне хутшăнĕç. Вулакансем çакна та пĕлччĕр: Камышин çĕрĕ Тăван çĕршыва Маресьевсăр пуçне тата Совет Союзĕн виçĕ Геройне панă - И.Ф.Базаровпа И.А.Лазарев тата Н.П.Дякин кăтартнă паттăрлăх çинчен пирĕн тăрăхри кашни çынах лайăх пĕлет.

... Йĕпреçсем Алексей Маресьев ятне чыслăн упрани район центрĕнчи тĕп урам ун ячĕпе хисепленни, вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми çакни мана савăнтарчĕ. Вăрçă паттăрĕн таса сăнарĕ пире ÿлĕмрен те туслăх çулне такăрлатсах тăмаллине ас тутарĕ.

Анна ДЕРЯБИНА,

Камышин муниципалитет районĕн культура пайĕн пуçлăхĕ.

Волгоград облаçĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.