Комментари хушас

22 Чÿк, 2014

«Кĕмĕл ĕмĕрте» - кĕрхи курав

Наци библиотекин «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче Чăваш художникĕсен союзĕн кĕрхи куравĕ уçăлнă. Унта Ильинкăра иртнĕ çуллахи пленэрта ÿкернĕ ĕçсене тăратнă.

Асăннă союзăн куравне пĕр­ремĕш хут хутшăнакансем те пур. Сăмахран, Тутарстанри Аксу районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Виктор Артемьевăн 15 живопиçне асăнмалла. Маларах унăн ятарлă куравĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче тата Çĕнĕ Шупашкарти ÿнер музейĕнче иртнĕччĕ.

Ноябрь уйăхĕнче союз членĕ Виталий Яковлев 65 çул тултарнă. Экспозицин пысăк пайне унăн живопиç произведенийĕсем йышăнаççĕ.

Вернисажра выставка кураторĕ Лариса Скворцова, Чăваш художникĕсен союзĕн правленийĕн председателĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Валентин Федоров, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Геннадий Дубровин, искусствоведени кандидачĕ Юрий Викторов, Михаил Воробьев культуролог тата искусствовед, ыттисем сăмах каланă. Уява яланхи пекех юрăçсемпе музыкантсем илем кÿнĕ.

Тимĕр АКТАШ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.