Комментари хушас

20 Чÿк, 2014

Тĕп хуларан - Дипломпа

Ача-пăча юррисен паллă авторĕ Юрий Энтин ертсе пынипе Мускаври Балакирев ячĕллĕ ача-пăча ÿнер шкулĕн концерт залĕнче "Чунга-чанга" фестиваль иртнĕ.

Финала хутшăннисен йышĕнче пирĕн ентеш, Комсомольскинчи ача-пăча ÿнер шкулĕнче вĕренекен Ксения Гришина та пулнă. И.Спиридонова класĕнче музыка енĕпе пултарулăхне аталантаракан хĕрача фестивальре икĕ юрă шăрантарнă. "Вечная музыка", "Ария Русалочки" - Е.Крылатов композиторпа Ю.Энтин çырнă çĕнĕ хайлавсем. Халĕччен вĕсене никам та юрламан. Ксенийăна жюри уйрăмах тимлĕн итленĕ. Тăрăшуллă чăваш хĕрачине I степень Дипломпа чысланă.

Мускав хулипе облаçĕнчи, Новосибирск, Курган, Тверь, Самар тăрăхĕнчи солистсемпе ансамбльсем хутшăннă фестивальтен çĕнтерÿпе таврăннă çамрăк ентешĕмĕре эпир те чунтан саламлатпăр.

В.МИРСКАЯ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.