Комментари хушас

20 Чÿк, 2014

Çырăва кĕртме сĕнеççĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Патшалăх Канашне çулленех яракан Çырăвне хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак документа хатĕрлеме общество организацийĕсемпе граждансем хутшăнаççĕ.

Пĕрремĕш сĕнÿсем пур та ĕнтĕ. Акă ЧР Вĕренÿ институчĕн доценчĕ Альбина Волкова çамрăксен политикине пĕрмаях тимлеме, çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕн аталанмашкăн условисем туса пама чĕнсе калать. Ун шухăшĕпе - ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтармалла, тÿлевсĕр кружоксем, секцисем уçмалла, патшалăхăн вĕсен йĕркелÿçисене пулăшмалла. Шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли сехетсем вырăс тата ют чĕлхесем валли уйăракан сехетсенчен сахалрах пулмалла мар.

Петр Краснов республикăра лайăх тÿлекен ĕç вырăнĕсем йĕркелессине малти вырăна кăларса тăратмаллине палăртать. Çавна май «ăслă çынсем лайăх тÿлекен регионсене каяссине» чарса лартма пулать. «Кирек мĕнле кăткăс, питех те йывăр ĕçре те пысăк укçа-тенкĕсĕр, хăватлă оборудованисĕр пуçне пирĕн тĕп пуянлăх - çынсем, кадрсем», - тесе çырать вăл.

ЧР тата РФ Журналистсен союзĕн членĕ Владимир Долгов çывăх çулсенче Шупашкарта транспорт çÿрессине аталантармалли проекта пурнăçа кĕртмеллине палăртать. Уйрăммăн илсен - Çĕнĕ Кăнтăр тата Çурçĕр Хĕвел анăç микрорайонĕсене, çавăн пекех 9-мĕш пилĕк-çуллăх проспектне Университет урамĕпе чи кĕске маршрутпа çĕнĕ Сад микрорайонĕпе Эльмен урамĕ урлă çыхăнтармалла.

«Çак проекта 1980 çулсен вĕçĕнчех хатĕрленĕ. 2019 тата 2020 çулсенче эпир пысăк икĕ юбилее - Шупашкар - 550, Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине - паллă тăвăпăр. Чăваш Ен тата Раççей Правительствисем тивĕçлĕ йышăнусем кăларнă. Самантпа çÿлерех илсе кăтартнă проекта пурнăçлама усă курмалла, унсăрăн çак ĕçе тума йывăр килĕ. Уйрăм тата ют çĕршывсен инвесторĕсемпе ĕçлемелле. Тĕслĕхрен, Китайрисемпе тата Турцирисемпе. Вĕсен официаллă делегацийĕсем çак кунсенче Чăваш Енре пулчĕç, республикăра инвестици хывмалли вырăнсене тишкерчĕç», - хăйĕн шухăшне пĕлтерет ĕç ветеранĕ, Шупашкар хула Канашĕн депутачĕ пулнăскер.

Оксана Семеновăна Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнчи Тĕп урама çутатассине йĕркелесси интереслентерет. «Çынсен пĕчĕк ачисемпе ача садĕнчен е лавккаран таврăннă чухне хăйсен çурт подъезчĕсене алăпа хыпашласа шырама тивет. Пĕртен-пĕр йывăç юпа çине хăть пĕр лампочка вырнаçтарма питĕ йывăр-ши, питĕ тăкаклă-ши? Инкек пуласса кĕтмелле-и?» - тĕлĕнет районта пурăнаканскер.

Вăл каланă тăрăх - республикăра демографи политикине тивĕçлипе тытса пынипе ялта ача çураласси ÿснĕ. Анчах та çавăнпа пĕрлех ачасен канăвне йĕркелес ыйту çивĕч. «Урамра ача нумай, вылямашкăн условисем çук, пĕртен-пĕр карусель çеç, вăл та тахçанах юрăхсăра тухнă. Паллах, ачасем нимĕнсĕрех хăйсене выляма вырăн тума пултараççĕ, анчах та эпĕ ачасен хăрушлăх кăларса тăратман лапамĕнче хăрушлăхсăр вăйăсем йĕркелемелле тесе шухăшлатăп. Пире çивĕч çак ыйтусене татса пама пулăшăр! Малтанах питĕ пысăк тав», - тесе çырнă республика Пуçлăхĕ патне Оксана Семенова.

Çырăва хатĕрлесси малалла пырать. Хăвăрăн сĕнĕвĕрсене, асăрхаттарăвăрсене çак адреспа яма пултаратăр: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт, pres0@cap.ru «Çырăва хатĕрлеме» тесе çырмалла.

А.КУЗНЕЦОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.