Комментари хушас

20 Чÿк, 2014

Мĕн пуррипе çырлахма тивет Бюджет тупăшĕ, шел те, пĕчĕкленет

Ытларикун Правительство çуртĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 25-мĕш сессийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Унăн кун йĕркинче - 11 ыйту, анчах сессин пĕрремĕш кунĕнче парламентарисем вĕсен пĕр пайне кăна тишкерчĕç, ыттисене иккĕмĕш тапхăрта пăхса тухĕç, вăл ноябрĕн 27-мĕшĕнче уçăлĕ.

Çапах тĕп ыйтăва, республикăн виçĕ çуллăх бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне, депутатсем ытларикунах сÿтсе яврĕç, ăна пĕрремĕш вулавпа йышăнчĕç. Бюджет тавра чăннипех çивĕч калаçу пулчĕ.

Ăна тишкерме пуçличчен вара Юрий Попов спикер сăмах илчĕ. Вăл палăртнă тăрăх - кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче республика нумай енĕпе ÿсĕмлĕ ĕçленĕ, çав шутра промышленноç производствин индексĕ 104,5% танлашнă. Çавна май РФ Правительстви палăртнă рейтингра Чăваш Ен ытти субъект хушшинче 14-мĕш вырăн йышăнни, куншăн республикăна 160 млн тенкĕ ытла парса хавхалантарни ăнсăртран мар. «Çак укçана чиновниксен ĕç укçи е мунча строительстви валли яма пулатчĕ, калăпăр, вăл Патшалăх Канашĕн аппаратне 3 çул тытса тăма çитетчĕ. Анчах ЧР Пуçлăхĕ унпа Шупашкарта садик тумашкăн усă курма йышăнчĕ», - терĕ Юрий Алексеевич.

Мунча тенĕрен, ку темăна сессире оппозицири депутатсем каярахпа та темиçе хут çĕклеме тăчĕç. Сăмах Правительство çуртĕнче тăвакан мунча-сауна пирки пынине вулакан чухларĕ-тĕр. Вăл нумайăшне калаçтарнине курах-тăр спикер çак темăна тÿрех хупас терĕ пулас та - ăнăçлах пулаймарĕ пек. Спикер хайхи саунăна «ертÿçĕсен те канма ирĕк пур» тесе тÿрре кăларнине зал кулкаласа-пăшăлтатса йышăнчĕ. Чăнах та, право пур - никам та хирĕçлемест, анчах çак правăпа мĕншĕн налук тÿлекенсен шучĕпе усă курмалла?

Юрий Алексеевич шăв-шав çĕкленĕ тепĕр темăна та хускатрĕ. Шупашкар районĕнче вырăнти влаçсем райадминистрацин çĕнĕ çуртне тăвас тĕллевпе авăрланнă - çакăн пирки сăмах пуçарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх - районта ытти ĕç те пайтах, çавна май «администрацин çĕнĕ çуртне тума иртерех. Вырăнти депутатсенчен нумайăшĕ çакăн пирки пĕлменнине шута илсен - пушшех». Спикер йывăр ыйтусен шутĕнче Çĕмĕрле пирки те каларĕ: «Унти лару-тăру питĕ çивĕч. Парăмсем 100 млн тенке яхăнах капланнă». Сăмахне пĕтĕмлетнĕ май вара октябрьти пăрлă çумăра аса илчĕ, çав лару-тăрура пурте пĕр чăмăр пулса инкекпе кĕрешни ăнăçу кÿнине çирĕплетсе парламентарисене те пĕрлĕхе туйса ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Бюджет проекчĕпе финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Унăн докладĕнче вун-вун цифра янăрарĕ - кашнине асăнни кирлех мар-тăр, çапах тĕп кăтартусемпе паллаштармаллах. Республикăн 2015 çулхи бюджечĕн тупăш пайне министр 33,4 млрд яхăн тенкĕ шайĕнче çирĕплетме сĕнчĕ. Шел те, çакă кăçалхи бюджетринчен пĕчĕкрех - унăн 91,2% тан. Пĕтĕмĕшле виçере çитес çул хамăрăн тупăшсен пайĕ 22,9 млрд шайĕнче пулмалла. Ку виçе кăçалхинчен 6,3% пысăкланасса кĕтеççĕ.

Тăкаксем - 36,8 млрд тенкĕ патнелле. Çак виçен 30% - вĕрентÿ, 20,5% - сывлăх сыхлавĕпе социаллă политика валли. Çавна май çитес çул бюджечĕ самай пысăк дефицитлă, анчах ку виçе кăçалхинчен пĕчĕкрех пулать.

Проектра бюджетăн тупăш пайĕ пĕчĕкленнине Светлана Александровна экономикăри лару-тăрăвăн уйрăм саманчĕсемпе пĕрлех Мускав каялла тавăрса памалла мар тÿлевсен виçине палăрмаллах чакарнипе те сăлтавларĕ. Анчах федераци бюджетĕнчен халĕччен çирĕплетнĕ виçесем кăна килĕç тени те вырăнсăр, чылай статьяпа «çÿлте» тăкаксене туллин валеçмен-ха, çавна май хушма укçа пулатех, ĕç-пуç уçăмлансан çав тÿлевсемпе тÿрлетÿсем кĕртсе бюджета пуянлатма май пулĕ.

Спикер малтанах пурне те пĕр шухăшлă пулма чĕнсе калани вара тÿрре тухмарĕ. Парламентри «яланхи ораторсем» ку хутĕнче те пĕрин хыççăн тепри трибуна умне тухрĕç. «Яланхи» тени йĕкĕлтевлĕрех илтĕнет пуль-ха та, çапах вĕсене кирек мĕнле хакласан та чылайăшĕн сăмахĕнче тĕшши, конструктивлăх тени пур. Пĕрне, сăмахран, Шупашкарăн Çĕнĕ хула текен микрорайонĕн строительстви ниепле те вăй илсе каяйманни пăшăрхантарать, тепри ĕлĕкрех хăмла туса илес енĕпе Раççейĕпе кĕрленĕ Чăваш Енре çак отрасль пĕтсе ларни кулянтарать, виççĕмĕшне бюджетра тĕп хуларан Лапсара, аслă çул çине тухакан автоçул «развязкине» тума укçа уйăрманни тарăхтарать, ытти ыйту та пайтах. Коммунистсен, эсерсен, РЛДПн Патшалăх Канашĕнчи фракцийĕсен представителĕсем бюджет проектне тÿрлетÿ-хушăм кĕртмешкĕн каялла тавăрса пама сĕнчĕç.

Анчах вĕсене хуравлакансем парламентарисен хушшинчех тупăнчĕç. Вячеслав Александров, Петр Краснов, Кияметдин Мифтахутдинов депутатсен шухăшĕпе - бюджет вĕсене те нумай енĕпе тивĕçтермест, анчах «укçа нихăçан та çитмест - мĕн пуррипе çырлахмалла» - çапларах пулчĕ пĕтĕмлетÿллĕ шухăш. Сасăлав парламентăн пысăкрах йышĕ вĕсем майлă пулнине кăтартрĕ: 34 депутат бюджет проектне йышăнассишĕн сасăларĕ, 9-шĕ хирĕç пулчĕ.

 

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.