Комментари хушас

19 Чÿк, 2014

«Аслă ăру пек тăрăшасчĕ»

Елчĕк районĕнчи Ленин ячĕллĕ хуçалăх хăй вăхăтĕнче миллионер колхозсен йышне кĕнĕ. Унăн ячĕ таврара кĕрлесе çеç тăнă. Анчах пасар реформисен тапхăрĕнче хуçалăх вăй-халĕ самаях хавшанă. Пилĕк çул каялла ăна Валерий Падуев ертсе пыма тытăннă. Йывăр лав вырăнтан тапраннă ĕнтĕ.

Асăннă хуçалăх тыр-пул ÿстерет, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерет. Маларах вара çĕрулмипе те ĕçленĕ. Ятарлă техника, ĕçченсем çитменрен çĕрулми çитĕнтерессине пăрахăçланă. Паянхи кун тĕш тырă, куккурус, выльăх валли курăк акса илет.

Юлашки çулсенче çĕр ĕçченне çанталăк ура хума пуçларĕ. Кăçалхи шăрăха пăхмасăр Аслă Елчĕксем гектартан 25 центнер тĕш тырă пухса илнĕ ?республикăра вăтам тухăç - гектартан 22 центнер%. Паллах, тыр-пул сортне çулсерен улăштарни, минерал удобренийĕсемпе пĕлсе усă курни тухăçа ÿстерме пулăшнах. «Пÿлмесене тултартăмăр, выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр.

Унсăр пуçне 1000 тонна яхăн сутмалăх та юлчĕ», - терĕ Валерий Петрович. Хăй çавăнтах тулă лайăх сутăнни пирки хушса хучĕ.

Кĕрхи культурăсене хуçалăх 310 гектар çине акса хăварнă. Ытларах тыр-пул туса илес тĕллевпе май пур таран çĕнĕ сортсене ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ. Сăмахран, кăçал акса хăварнă «Башкирская 10» кĕрхи тулă элита вăрлăх шутланать. Унăн лаптăкĕ 60 гектар йышăнать. Çитес çул урпа вăрлăхне те улăштарма шухăш тытнă ертÿçĕ.

Калаçăва выльăх-чĕрлĕх çине куçарнă май сысна пирки сăмах хускатрăмăр. Пĕр вăхăт аш-какай йÿнелнине пула: «Тупăш парать-и?» - ыйтрăм кăсăкланса. «Паллах, - пулчĕ хурав. - Халĕ аш-какай хакĕ самай ÿсрĕ. Вăл çакнашкал тăрсан сысна шутне 1000 пуçа çитересшĕн. Хальлĕхе 800-е яхăн. Ял халăхĕ те ашлăх сыснана пирĕн патран туянать. Хамăр ĕçченсене йÿнĕ хакпа сутатпăр. Унсăр пуçне вĕсене утă-улăм паратпăр, техникăпа тивĕçтеретпĕр».

Хальхи вăхăтра кунта витесене юсаса çĕнетме тытăннă. Çăвăрлаттармалли пÿлĕмсем йĕркелеççĕ. Ĕçе декабрьте вĕçлесшĕн. Кăçал çавăн пекех ĕне ферминче сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă, пăру витине çĕнетнĕ. Кашни çулах мĕн те пулин туни пурнăçпа тан утнине пĕлтерет.

Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ - 450 яхăн. Вĕсенчен сăвăнаканни 160 пуç. Ĕне выльăх шутне те çулсеренех ÿстереççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр 25 пуç хушăннă пулсан, кăçалхи тăхăр уйăхра - 9. 2010 çулта çанталăк шар кăтартнă вăхăтра та ĕне выльăх шутне чакарман Аслă Елчĕксем. Сĕт хуçалăха самаях тупăш кÿнине каларĕ ертÿçĕ. Халĕ унăн хакĕ ку тăрăхра - 19 тенке яхăн ?пĕр литрĕ%.

Асăннă хуçалăх кăçалхи тăхăр уйăхра 547 тонна сĕт суса илнĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 114 процент ытларах. Аш-какай туса илесси те ÿснĕ.

Техника туянма та май тупать хуçалăх. Юлашки пилĕк çулта трактор-комбайн çителĕклĕ илнĕ. Ĕçченсен шалăвĕ те вăтамран 12 пин тенкĕпе танлашать. «Малтанхи çулсенче йывăрччĕ, - аса илет иртнине Валерий Петрович. - Ĕçлеме çын çукчĕ, пур ĕçе те алă вăйĕпе пурнăçламаллаччĕ. Ют çĕршыв çыннисене илсе килес патнех çитнĕччĕ. Çитменнине хуçалăхăн парăмĕ те самаяхчĕ». Çак пăтăрмахсене тÿссе ирттернĕскер ыранхи куншăн пăшăрханмасть вăл. Мĕншĕн тесен ун çумĕнче шанчăклă çынсем. Паян хуçалăх Олег Патшин, Виталий Долгов трактористсемпе, Николай Горшковпа Николай Падуев, Геннадий Вастулов комбайнерсемпе, Татьяна Печковăсем ?иккĕн вĕсем%, Ольга Полканова дояркăсемпе, Александра Молоствова, Александра Кузьмина, Зинаида Капсулова сысна пăхакансемпе чăннипех мухтанать. Вăхăтра ĕç укçи илни, хуçалăх вĕсене утă-улăмпа, тĕш тырăпа тивĕçтерни тата ытти ĕçе пурнăçлама пулăшни ял çыннишĕн темрен паха.

Самана урăх çулпа чуптарнă май хăш-пĕр хуçалăх малтанхи ятне улăштарчĕ. Асăннă ял хуçалăх кооперативĕ вара халĕ те Ленин ячĕпех хисепленсе тăрать. «Пире ят чăрмантармасть. Хăй вăхăтĕнче миллионер колхоз пулнă вăл. Пирĕн те аслă ăру пек тăрăшса, хавхаланса ĕçлесчĕ. Районта малта пыракан хуçалăхсемпе танлашасчĕ», - пĕтĕмлетрĕ шухăшне Валерий Падуев.

Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.