Комментари хушас

18 Чÿк, 2014

Итлеве пăрахăçланă

«Хыпарăн» çуллахи номерĕнче Канаш райадминистрацийĕн залĕнче Канаш районĕпе хули валли йăлари хытă каяш полигонĕ тăвас ыйтупа общество итлевĕ иртни çинчен пĕлтертĕмĕр. Анчах Сиккасси ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри вăл саккунпа килĕшсе тăни пирки иккĕленнĕ, судран общество итлевĕ йĕркене тивĕçтерменнине çирĕплетме ыйтнă.

Тÿре полигон ыйтăвĕ район халăхĕшĕн, уйрăмах Сиккасси ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн, пысăк пĕлтерĕшлине, ăна район халăхĕ сÿтсе явнине шута илсе ларăва тĕплĕн хатĕрленсе ирттернĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ общество итлевне саккуна пăхăнса йĕркелемен тесе пĕтĕмлетнĕ.

ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Евгений Юшин пĕлтернĕ тăрăх - çывăх вăхăтра районта пурăнакансен общество итлевне тепĕр хут йĕркелеме палăртĕç, Сиккасси ял тăрăхĕнчи люцерна уйĕнче полигон тăвас ыйтăва каллех сÿтсе явĕç. Райадминистраци ăна татса парассишĕн тăрăшать, анчах Сиккассисем проекта хирĕç.

Иртнĕ хĕлле вĕсемпе юнашар вырнаçнă Комсомольски районĕнчи Александровка, Дубовка ялĕсенче, Киров поселокĕнче пурăнакансем икĕ район тата Канаш хули валли тума палăртакан полигона хăйсен çĕрĕнче тăвассине хирĕç сасăларĕç. Федераци хыснинчен полигон тума 232 млн тенкĕ уйăрма, автотрассăран унта кĕмешкĕн çул тума шантарни те çынсене илĕртмерĕ.

 

Николай ПЕТРОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.