Комментари хушас

18 Чÿк, 2014

Кашкăрсене ĕрчеме памастпăр

Йĕпреç районĕнче 2013 çулта - 224, 2014 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 229, ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 230 ытла хăнтăра шута илтĕмĕр. Юлашки тапхăрта вăл кăштах хушăнчĕ. Сăлтавне шыв-шур таврашĕнче хăва, çÿçе, тирек, ăвăс çителĕклĕ пулнипе, тирĕ сутăнман пирки браконьерсем нумай тытманнипе ăнлантаратпăр.

Вăрмансăр районсемпе танлаштарсан Йĕпреç енре пăши, хир сысни йышлăрах. Пĕрремĕшне 2013 çулта - 143, 2014 ç. - 167, иккĕмĕшне - 130, кăçал 227 шутларăмăр.

Улатăр вăрманĕнче - 6, Йĕпреç тăрăхĕнче 1 упа хĕл каçма шăтăк чавать. Унта юр тултарма пуçласан кĕрсе выртать. Иртнĕ ĕмĕрте утаман нумайрахчĕ. Этем канăçсăрлантарма пуçласан чылайăшĕ пурăнма Улатăр чăтлăхĕпе Атăл йăлăмне куçрĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче районта -1, республикăра 16 кашкăра шута илнĕ. Сунар объектне кĕрекен чĕрчунсене, унта кĕменнисене, килти выльăха тытаççĕ. Сунар вырăнĕн арендаторĕсем, ял çыннисем кашамана пачах пĕтерме ыйтаççĕ. Çавăнпа ĕрчеме памастпăр.

Тилĕ йышне те чакаратпăр. Выльăхра уртаракан чир тупсан çăмламас чĕрчуна пертерме сунарçăсене явăçтаратпăр. 2014 çул пуçламăшĕнче хĕрлемес 86 пулнă /2013 çулхи февраль уйăхĕнче - 94/. Çу каçиччен хисепĕ вăтамран виçĕ хут ытла ÿсме пултарнă. Сунар тапхăрĕ пуçланчĕ. Шутне пĕчĕклетĕпĕр. Пурăш пĕлтĕр 19 пулнă, кăçалхи çуркунне 24-шĕн йĕрне куртăмăр. Шыв-шур таврашĕнче ăна валли хурт-кăпшанкă нумай. Çапах вăл йышланаймасть. Браконьерсем, тилĕсем ĕрчеме памаççĕ.

Пирĕн вăрманти хăш-пĕр юханшыв сивĕре те шăнмасть. Вĕсенче 9 ăтăртан кая мар хĕл каçать. Асăрханă йĕрсенчен 20 шашкă пурăннине пĕлетĕп. Пĕлтĕр вăрман сăсарĕ 102 пулнă, кăçал - 70. Республикăри 9 çÿлевĕçрен пĕри - пирĕн. Çу каçиччен вăл пĕр çура çитĕнтерме пултарнă. Çапла-ши? Хуравне юр çинчи йĕр тăрăх пĕлĕпĕр. Йĕпреç енре çÿлевĕç валли апат пур. Вăл йывăç туратĕнчен сиксе анса шур мулкача чĕрнисемпе çаклатать. Хĕлле 649 шур мулкаччĕ. Хир мулкачĕ 51 çеçчĕ. Вăл уçă уй-хире, улăх-çарана кăмăллать. Пакша - 499, сăвăр-байбак – 29. Пĕвесемпе юханшывсенче ондатрăна ĕрчеме май çителĕклĕ. Халĕ унпа сунарçăсем те кăсăкланмаççĕ. Çавăнпа вăл çуллен йыш хушать. Кăçал 979 шутларăмăр.

 

Анатолий КАСКОНОВ,

ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин аслă инспекторĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.