Комментари хушас

15 Чÿк, 2014

Шартлама сивĕрен шикленмесĕр

Геннадий Максимовăн «Вăхăта парăнман юрату» кĕнекинчи «Атăлти хĕрессем» повеçĕ пирки темиçе сăмах

1979 çул малтанхи кунранах Чăваш çĕрĕнче нихăçан пулман аллă градуса çывăх сивĕсенчен пуçланчĕ. Кăрлачăн пĕрремĕшĕнче автобуссем çÿреме пăрахрĕç, пуйăссем, кустăрма тĕнĕлĕ çинчи çу шăнса пăрланнă пирки, чарăна-чарăна ларчĕç.

Ĕçе январĕн иккĕмĕшĕнче тухрăмăр. Сивĕ кăшт çеç тамалнăччĕ, анчах та унăн ури веçех хуçăлманччĕ-ха. Эпĕ ун чухне Комсомольски район хаçатĕнче редакторта тăрмашаттăм. Редакцире ĕçлекенсен хушшинче инçетри ялсенче пурăнакансем те пурччĕ.

Пÿлĕмсене уçа-уçа пăхатăп, çав килмен те ку килмен, килменни аван-ха, автобуссем çÿремеççĕ, çуран тухса пит-куçа тăм илтерни кăна тесе çурма сасăпа калаçкаласа илетĕп.

Коридор вĕçĕнче çамрăк каччăна асăрхарăм. Ара, ку Геннадий Максимов-çке-ха, хаçата тăтăш çырса тăракан ялкор. Çĕнĕ çултан ăна ĕçе илме калаçса татăлнăччĕ. Вырăнти радио валли кăларăмсем хатĕрлеме çын кирлĕччĕ. Çынни хăвăрт тупăнаймарĕ. Радиопа пĕлтермелли хыпарсене хаçатра ĕçлекенсем çур çула яхăн хатĕрлесе тăчĕç. Анчах çак шартлама сивĕре çирĕм çухрăмри Нĕркеçрен мĕнле çитме пултарнă-ха вăл? - шухăш вĕçрĕ пуçра.

Çав кунран пуçласа Геннадий журналист ĕçне кÿлĕнчĕ. Радиокорреспондентăн ытларах хăйĕн пуçарăвĕпе ĕçлемеллеччĕ. Вăл хатĕрленĕ хыпарсене никам та тишкермен, редакцилемен. Вунсаккăрти çамрăка ку енĕпе çăмăлах та пулман-тăр ĕнтĕ. Çапах та вăл радиокăларăмсем хатĕрленисĕр пуçне район хаçатĕнче пичетлеме статьясем, очерксем, тĕрленчĕксем çыратчĕ. Вăл хайланă япаласем тирпейлĕччĕ, тимлĕхпе палăрса тăратчĕç. Райхаçатăн хăйĕн йĕрки, хăйĕн саккунĕсем. Вăл кĕске, пĕр евĕрлĕрех хыпарсем ыйтать, чĕлхе тĕлĕшĕнчен те унăн тиркевĕ çукрах. Максимовăн илемлĕ очеркĕсемпе тĕпчевлĕ статйисене вырăн сахал пирки шăла çыртсах кĕскетме тиветчĕ. Çамрăк журналист çакăншăн кÿренетчĕ пулĕ те, анчах нимĕн те шарламастчĕ.

Кайран вăл Вăрнарти совхоз-техникума кайса агронома вĕренчĕ, Украина Республикинче салтакра пулчĕ. Çартан таврăнсанах Геннадий райхаçатăн ялхуçалăх пайне ертсе пыма пуçларĕ, Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕчĕ. Вăл общество ĕçĕнче те пысăк хастарлăхпа палăрса тăратчĕ. Хăй те сиссе юлаймарĕ пулмалла, кĕтмен çĕртенех çамрăксем ăна комсомол райкомĕнче яваплă ĕçе кÿлчĕç. Апла пулсан та район хаçачĕпе тытакан çыхăнăва çухатмарĕ, унăн материалĕсем содержани тĕлĕ-шĕнчен унчченхинчен те тарăнрах та çыпăçуллăрах пулнипе çеç уйрăлса тăма пуçларĕç. Республика телекуравĕпе радио кăларăмĕсене час-часах хутшăнчĕ.

Вăхăт иртет - кун юлать. Геннадий Максимов Каçал тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ хĕрпе пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа чĕрĕк ĕмĕр ытла иртрĕ ĕнтĕ. Аслă хĕрĕ, Людмила, ашшĕ çулĕпе кайрĕ, Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕреннĕ хыççăн ултă çул телекуравра ĕçлет.

Чим-ха, таçта мала сиксе каяр мар. «Сăмах пултăр татăклă, кĕпçе пултăр сыпăклă», - тенĕ чăваш литературин классикĕ Илле Тăхти хăйĕн пĕр сăввинче. Пирĕн те сăмахăмăр татăклă пултăр. Çакна каласа хăварам: вăхăт çитсен, иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсен вĕçĕнче, Геннадий Аркадьевича Шупашкара чĕнсе илчĕç, Чăвашрадиора, патшалăх телевиденийĕнче ĕçлеме çураçтарчĕç. Мана çамрăк çыннăн хăюлăхĕ тĕлĕнтеретчĕ, телевизор экранĕ умне вăл республикăн ун чухнехи пуçлăхĕсене чĕнсе илсе вĕсене çивĕч интервьюсем партаратчĕ, çамкисем çине тар кăларттаратчĕ.

Тăхăрвуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче вăл республикăри аграрисен «Хресчен сасси» хаçачĕн тĕп редакторĕн заместителĕ пулса тăчĕ.

Çав тапхăрта эпĕ те Шупашкара куçса килсе тĕплентĕм. Геннадий Максимовпа тепĕр ăстрăм пĕрле ĕçлерĕмĕр: хальхинче эпĕ «Хресчен сассин» пай редакторĕччĕ. Вăл вăхăтра Г.Максимов тин çеç вăтăр çултан иртнĕ çамрăкчĕ-ха. Икĕ çула яхăн пĕр пÿлĕмрех ĕçлесе лартăмăр. Тĕп редактор яваплă материалсене çырма Геннадине хушатчĕ, аграри хаçатĕнче ун чухне журналистсем виçĕ-тăватă çынран ытла пулман. Яваплăхне кура Максимова эпир «редакцин асав шăлĕ» теттĕмĕр. Çав çулсенче çивĕч публицистикăсăр пуçне вăл илемлĕ литература произведенийĕсем çырассине те вăйлатрĕ.

1994 çулта Геннадий Аркадьевича «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн заместителĕ пулма çирĕплетрĕç, ĕçĕн яваплăхĕ те, капашĕ те ÿсрĕ. Тăхăрвуннăмĕш çулсен варринчен пуçласа «Хыпарăн» пĕрремĕш ачи - «Çамрăксен хаçачĕ» - çуралчĕ. Геннадий виçĕ çул хушши çак хаçат редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пычĕ. Сăмах май, асăннă хаçат паян та ăнăçлă тухса тăрать, тиражĕ сакăр пин экземпляра яхăн.

Журналистикăна хăйĕн тĕп ĕçĕ вырăнне хурсан та Г.Максимов илемлĕ литература ани çине хăюллăнах кĕчĕ. Тăхăрвуннăмĕш çулсен вĕçĕнчен тытăнса «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче унăн «Сталин грамоти», «Çĕрлехи ташă», «Ачаллă хĕрарăм», «Шур пир çинчи ĕмĕлке», «Вăхăта парăнман юрату» калавĕсемпе повеçĕсем çапăнса тухрĕç. Вулакансем çав произведенисен çивĕчлĕхне тата илемлĕхне лайăх туйса пысăк кăсăклăхпа кĕтсе илчĕç. 2005 çул пуçламăшĕнче «Чăваш Ен» издательствăра виçĕ пин экземпляр тиражпа «Сталин грамоти» кĕнеке пичетленсе тухрĕ, халăх хушшинче хăвăрт саланчĕ.

Геннадий Аркадьевичăн тепĕр кĕнеки - «Çĕрĕллĕ хура кушак» - 2009 çулта халăх патне çитрĕ. Кĕнекере виçĕ повĕç тата икĕ калав. «Çĕрĕллĕ хура кушак» тата «Кулак ачи» повеçсем ансат сюжетлă, анчах калама çук кăсăклă. Вĕсемпе паллашнă чухне вулаканăн: «Автор тепĕр страницăра мĕн çинчен çырнă-ха», - текен шухăш çуралать, çапла вара кĕнекене вуласа тухмасăр та пăрахаймастăн. Куллен туса пымалли «Хыпарти» ĕç кĕнеке çырма чăрмантаратех çав. Максимовăн «Çĕрĕллĕ хура кушакĕнче» «Кулак ачи» повеçĕн малтанхи пайĕ пичетленнĕ. Ку кĕнеке тухнăранпа вăхăт пилĕк çула яхăн иртрĕ. Иккĕмĕш пайне çырса пĕтерме майсем тупма пулатчех-ха ĕнтĕ. Анчах хаçатри кулленхи ĕç литература анинче сулмаклă утăм тума чăрмантаратех çав. Профессионал-писатель пулма та май çук. Шалусăр епле пурăнăн? Кĕнеке тухнă хыççăн пуспа анчах килекен гонорар çăкăр туянма та çителĕклĕ мар. Тĕп ĕçре тăрмашмасан пенси илме çул çитмен çыннăн мĕнле ал çавăрса ямалла? Издательствăра мар, урăх типографире çапăнса тухнă литературăшăн гонорар та памаççĕ. Ирĕксĕрех хаçат редакцийĕнче кута хĕстерсе ларса унти шалупа пурăнас пулать.

Ят илнĕ чăваш писателĕн «Танец в ночи» кĕнеки вырăс вулаканĕ патне çитни - лайăх пулăм. Повĕçсемпе калавсене чăвашларан вырăсла ăста прозаик, опытлă тăлмачă Николай Максимов куçарнă. Вырăсла икĕ повĕç, пилĕк калав куçарăннă. Кĕнеке виçĕ çул каялла пичетленсе лавккасемпе библиотекăсене хăвăрт çитрĕ, автор тата издательство адресĕпе лайăх хыпарсемпе сĕнÿ чылай килнĕ. Çыру яракансем Геннадий Максимовăн ытти хайлавне те вырăсла куçарса пысăкрах тиражпа кăларма ыйтаççĕ.

Чăваш патшалăх издательстви калăпланса кăларнă тепĕр кĕнеки - «Вăхăта парăнман юрату» ятлăскер - кăçал çулталăк пуçламăшĕнче тухрĕ. Ун пирки тĕплĕнрех сăмахласшăн. Унта виçĕ повĕç тата пĕр калав пичетленнĕ. Уйрăмах икçĕр ытла страницăран тăракан «Атăлти хĕрессем» повĕç пирки чарăнса тăрас килет. Повĕç малтан «Тăван Атăл» журналăн 2010-2012 çулсенче тухнă темиçе номерĕнче пичетленчĕ. Ку произведени сюжет аталанăвĕпе, автор харкамçăсен сăнне-питне уçса панипе, сăнарсен тытăмĕ тĕлĕшĕнчен романа питĕ çывăх. Унта ялти шкулта нумай çул ĕçленĕ Николай Павлович Платонов ветеран сăнарĕ урлă событисен аталанăвĕн çулне-йĕрне, тĕрлĕ проблемăна татса парас енĕпе ĕç-пуç еплерех пулса пынине автор тĕплĕн кăтартса парать.

Килти лару-тăрăва тишкерсе пăхас пулсан Николай Павлович пĕччен тăрса юлнă пек курăнать. Унпа юнашар Маккай ятлă йыттисĕр пуçне урăх никам та çук. Платоновăн арăмĕ Мария Петровна икĕ çул каялла çут тĕнчерен уйрăлнă. Ывăлĕ Прохор, кинĕ Лича, мăнукĕ Андрей çĕр айне чирсĕр-мĕнсĕр, пĕр кĕтмен çĕртен сарăмсăр кĕрсе выртнă. Николай Павловичăн амăшĕ Анна Наумовна, ашшĕ Павел Сергеевич вилни нумай çул пулать. Пурте вĕсем Атăлăн сулахай çыранĕ хĕрринче вырнаçнă Айлăмкас масарĕнче выртаççĕ. Николай Павловичăн такси шоферĕнче ĕçлекен Олег ятлă ывăлĕ, Йошкар-Оларан качча илсе кин тунă мари хĕрĕ, ялан пулăшса тăракан кÿршĕ хĕрарăмĕ Варвари, фельдшер пункчĕн пуçлăхĕ Галя, вăрçă ветеранĕсем Блинов, Карпов, Табаков, Яковлев пур. Повĕçри ĕç-пуç вăтăр виçĕ çул каялла, Шупашкар тĕлĕнчи Атăла пĕвеленĕ чухне, пулса иртеççĕ. 1981 çул, çурла уйăхĕн юлашки кунĕсем. Ирхине Айлăмкасси çыннисем масар карти çумĕнче Николай Павлович пекех пĕччен тăрса юлнă Илларион Васильевич Ларионов ветеран виллине тупаççĕ. Ларионов инкек-синкеке пула мар, ватти çитнипе вилнĕ. Ял çыннисем питĕ туслă, пĕрле пуçтарăнса ветерана масар çине илсе кайса пытараççĕ, пĕрле пуçтарăнса ăна асăнаççĕ.

Платонов хăй вăхăтĕнче учитель анчах мар, Айлăмкасри шкул директорĕ те пулнă. Яла юлнă сайра çынсем умĕнче сумлăхпа, чыслăхпа палăрса тăрать. Шкулта вăл географи те, истори те вĕрентнĕ. Совет Союзĕнче тÿрем вырăнсенчи юханшывсем çинче ГЭСсем туни ăна иккĕлентерет. «Ытти çĕршывсенче ГЭСсене сиксе юхакан шывсем çинче тăваççĕ-çке-ха. Пирĕн мĕншĕн çакна шута илмеççĕ?» - шухăшлать вăл. Çуралса ÿснĕ яла урăх çĕре куçарма тивни те хытă пăшăрхантарать ăна. Ял масарĕ шыв айне пулса юласси çинчен шухăшласан вара çÿçĕ-пуçĕ вирелле тăрать. Чуна çывăх тăванĕсен вил тăприйĕсене сыхласа хăварма май çук-çке-ха!

Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çулĕсенче ку проблема совет литературинче те вăй илнĕччĕ. Валентин Распутинăн «Матерăпа сыв пуллашни» /«Прощание с Матерой»/ роман пурччĕ. Унта çурçĕрти пĕр юханшыв çинче ГЭС тунă чухне Матера ятлă яла шыв илни, унти çынсем ялпа сывпуллашни çинчен питĕ ĕненмелле çырса кăтартнăччĕ. Литературăна юратакансем ку произведени пирки чылай вăхăт тавлашрĕç. Геннадий Максимов повеçĕнче трагизм «Прощание с Матерой» шайнех çитеймест, анчах унтинчен вăйсăртарах тесе калама та май килмест.

Хушса çакна та калам: ГЭС тунă чухне вун-вун ял-поселок шыв айне пулнин синкерне халĕччен, Геннадий Максимовччен, чăваш писателĕсенчен пĕри те çырса кăтартман. Сăмахăмсене «Атăлти хĕрессем» кĕнеке авторĕ те «Самант» журнала панă интервьюра /2014, июль. 7 // çирĕплетет: «ГЭС туни çинчен журналистсемпе писательсем мĕн çырнă-ха тесе пĕтĕм статья-хайлава Наци библиотекинче тупса вуларăм. Питĕ тĕлĕнтĕм: вĕсенче хавхаланса «параппан» çапни, урра-урра кăшкăрни çеç. Шыв айне пулакан вун-вун ял-поселок халăхне урăх вырăнсене еплерех куçарни вара пачах та çук. Атăл леш енче пурăннисем каланă тăрăх - пĕр çемье те тĕпленнĕ, ĕмĕр-ĕмĕр пурăннă тăрăхран ÿппĕн-теппĕн хăпса тухман, хирĕçÿллĕ самантсем те пулнă».

Кăмăл-сипет принципĕсен хуçи Николай Павлович Платонов мораль тĕлĕшĕнчен хăй йышăннă тĕллевсенчен каялла чакмасть, мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçлать - Айлăмкасран çĕнĕ вырăна куçса каякан юлашки çын пулса юлать.

Вăтăр виçĕ çул каялла пулса иртнĕ ĕçсене илемлĕх шайне хăпартса çырма кирлех-ши тесе ыйтма пултарать вулакансенчен хăшĕ-пĕри. «Кирлех!» - тесе хуравлатпăр эпир. Мĕншĕн тесен Атăл ГЭСĕ паян кун та вĕçленсе çитмен объект шутланать. Шыва кирлĕ шая хăпартассине паянхи куна та татса парайман-ха. Ку ыйту Мари Эл Республикин, Чулхула облаçĕн çыннисене ытларах пăшăрхантарать, чĕрисене хускатать, чунĕсене лăскать.

Повĕçре сăнарсен тытăмĕ йĕркеленсе кайни, автор ĕнентерÿ мелĕсемпе пĕлсе усă курни, характерсене уçса пама пĕлни Геннадий Максимовăн писатель ăсталăхĕ ÿссе пынине кăтартать. Çапах та икĕ-виçĕ вырăнта журналистикăра усă куракан сăмах çаврăнăшĕсем куç тĕлне пулчĕç: «Вăрçă хыççăн пĕр хушă... ял Канашĕнче те вăй хучĕ» /28 стр./, «Мунча, кĕлет тунă чухне те кил хуçине пысăк витĕм кÿчĕ» /34 стр./, «... çитмĕл пилĕк тĕрлĕ пулăран миçе тĕсĕ упранса юлĕ» /47 стр./. Анчах та вĕсем повĕçĕн шайне нимĕн чухлĕ те чакараймаççĕ. Çĕнĕ хайлавра çырса кăтартнă пулăмсем - аркатмасăр нимех те тума вĕренейменни, ашшĕсемпе ачисен ĕмĕрхи ыйтăвĕ халĕ те çивĕч тăни, этемлĕхĕн пахалăхĕсем тутăхни, икĕпитлĕхпе сутăнчăклăх вăй илни, чун-чĕре пуянлăхне шăпăр шăтăкне пăрахса укçапа мула пуççапма тытăнни, «çын мĕн калĕ» ăнлав шупкаланни, влаçрисем çуллă калаçса, çăтмахри пек пылак пурнăç шантарса халăха каллех шĕвĕртсе хăварни - вулакана кăсăклантараççех, шухăша яраççех.

Геннадий УТКИН,

Раççей Писательсен союзĕн членĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.