Чире сипличчен - асăрхаттар
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станцире 25 çын вăй хурать. 19-шĕ сиплев ĕçне тÿрремĕн хутшăнать, вĕсенчен 11-шĕ - аслă, пĕри - тулли мар аслă, ыттисем ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ. Станци тытăмне Атнар, Мишеркасси, Уйпуç, Хурашаш ялĕсенчи ветучастоксем тата Тралькассипе Штанашри ветпунктсем кĕреççĕ. Вĕсем тĕрлĕ тытăмри ялхуçалăх организацийĕсенчи тата районти 70 ял халăхĕн 10 пин ытла шултра выльăх, 4 пин сысна, ытти чĕрлĕх сывлăхĕшĕн яваплă.
Тĕрлĕ сăлтава пула выльăх та этем пекех чирлет. Çын мĕн ыратнине уççăн калать, чĕрчун - пĕлтереймест, çавăнпа диагноз лартма çăмăл мар. Вĕсен чир уйрăмлăхĕсене кашни веттухтăрăн лайăх пĕлмелле.
Ветспециалистсем хăйсене çирĕплетсе панă планпа диагностика тĕпчевĕ йĕркелеççĕ, чирпе кĕрешессине вăйлатас тĕллевпе организма вакцинацилеççĕ. Ваттисем: "Чире сипличчен - асăрхаттар", - тенĕ. Çак сăмахсене асра тытса ветеринарсем профилактика мероприятийĕсене тăтăшах ирттереççĕ. Вăйра тăракан правилăсене пăхăнса экспертиза тунă хыççăн выльăха тата унран илекен продукцие сутма хуçисене ирĕк паракан документ çырса параççĕ. Ветлабораторие ку чухнехи оборудованипе пуянлатсан аш-какайпа сĕтĕнне çеç мар, пыл тата ытти çимĕç пахалăхне тĕрĕс палăртма ветсанэкспертиза тĕплĕнрех ирттерĕпĕр.
Станци çумĕнчи аптекăра сиплев препарачĕсем /вăл зооветтавар, инструментсем сутмасть/ туянма май пур. Пирĕн специалистсен мĕнпур ĕç-хĕлне лицензиленĕ.
Çакна пусăмласах палăртасшăн: хăш-пĕр çын выльăха вакцинацилессинчен пăрăнать. Çавна май ерекен чирсене таврара сарăлма майсем туса парать. ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсем мурпа кĕрешсе нухрат нумай тăкаклани ăна нивушлĕ шухăшлаттармасть-ши?
Кашни ялтах ветсанитари мероприятийĕсем ирттерме ятарласа вырăн уйăрсан тем пекехчĕ. Унта биопрепаратсем вырнаçтарма сĕтел, станоксем, ут кăкарчăкĕ пулччăр. Çакă ветеринарсен ахаль те йывăр ĕçне самаях çăмăллатĕ. Вара выльăх тытакан ял çынни те тухтăрпа тĕл пулма хаваспах килĕшĕ.
Лев ГУЩИН,
ветстанци пуçлăхĕ.
Илья КЛОЧКОВ сăнÿкерчĕкĕ