Комментари хушас

15 Чÿк, 2014

Ентешпе тивĕçлипе мухтанатпăр

Пирĕн республикăран паллă конструкторсем тухнă-и?

А.СУББОТИН.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

Чăваш çĕрĕ Раççее пултаруллă конструкторсем сахал мар панă. Çĕнĕ йышши хĕç-пăшал тунă çĕрте те, мирлĕ продукци хатĕрленĕ чухне те палăрнă вĕсем.

Чи талантлисенчен пĕри - Алексей Иванович Судаев. Вăл 1912 çулта Улатăр хулинче çуралнă. Çав çулхинех унăн ашшĕ, телеграф линине пăхакан механик, Хусана куçнă. 1924 çулта вăл вилсен Судаевсен çемйи каялла Улатăра таврăннă.

Алексей Судаев каскалама, детальсем пухма ашшĕнчен хăнăхнă. Хăех детекторлă радиоприемник тунă. Чулхулара строительсен техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Ăна Кăнтăр Уралти чукун çул çинчи Бакал станцине ĕçлеме янă. Икĕ çулта талантлă çамрăк тем тĕрлĕ рационализатор сĕнĕвĕ панă, вĕсенчен иккĕшне /платформăсене пневматика мелĕпе ÿпĕнтермелли механизма тата рельссем вырăнтан куçасран сыхланмалли меслете/ техникăри çĕнĕлĕх тесе йышăннă. Ăслай енĕпе ĕçлекен комитет унăн тепĕр икĕ сĕнĕвне çаршăн питĕ кирлĕ тесе хакланă, вăл шухăшласа кăларнă бензинометра тата инфрахĕрлĕ пайăркапа усă курмалли пулемета лайăхлатма сĕннĕ.

А.Судаев Чулхулари индустри институчĕн механика факультетĕнче вĕреннĕ, 1938 çулта Хĕрлĕ Çарăн артиллери академине хĕç-пăшал факультетне куçнă.

Академире пĕлÿ илнĕ хыççăн Судаева хĕç-пăшал хатĕрлекен полигона янă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан конструкторсен учрежденине Челябинска куçарнă. Специалистсенчен чылайăшĕ çĕнĕ йышши автоматсем хатĕрлеме приказ илнĕ.

Автоматсене малтан пистолет-пулемет тенĕ, А.Судаев конструктор ятне панă. 1942 çулта Тĕп артиллери управленийĕ çĕнĕ йышши ПП тăвакансен конкурсне ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Алексей Иванович хăй хатĕрленĕ автомат конструкцине полигонра тĕрĕслесе пăхнă. Ăна питĕ лайăх хак панă, конструктора Мускава чĕнсе илнĕ. Çав çулхи ака-çу уйăхĕсенче иртнĕ конкурсра çар конструкторĕсем 7 тĕрлĕ автомат тăратнă. А.Судаев конструкцине чи лайăххи тесе йышăннă. Икĕ çулта çак автомата Совет Çарне 765373 штук хатĕрлесе панă.

Ентешĕмĕре 1944 çулта инженер-майор званине панă. Совет Çарĕн хăватне çĕкленĕшĕн ăна Ленин, I степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă. 1946 çулта унăн ĕçне СССР Патшалăх премийĕпе хакланă.

Шел, пирĕн республикăран тухнă талантлă конструктора нумай пурăнма пÿрмен - 1946 çулта А.Судаев чирлесе кайнă. 34 çул тултарас умĕн темиçе кун маларах вилнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.