Комментари хушас

15 Чÿк, 2014

Юрий Исаев: “Никамăн та халăха вĕрентме ирĕк çук”

1969 çулхи февраль уйăхĕн 13-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. 1987-1989 çулсенче Оренбург хулинче хĕсметре пулнă. 1995 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литературин факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Тепĕр пилĕк çултан çак университетрах юрист профессине алла илнĕ.

1993 çулта ЧПУн студентсен профсоюзĕн комитечĕн ертÿçине суйланă. 2004 çулта Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулма чĕнсе илнĕ. 2006 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацине куçнă, унăн ертÿçин çумĕ пулнă. 2009 çулта ЧР Президент Администрацийĕн ĕçĕсен управленине ертсе пыма шаннă. 2010 çултанпа - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ.

60 ытла ăслăлăх ĕçĕн авторĕ, çак шутра - пилĕк монографи, вĕрентÿ пособийĕсем тата ăслăлăх статйисем. 2002 çулта диссертаци çырса хÿтĕленĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.

- Сирĕн ĕç биографине пăхатăп та - яваплă тĕрлĕ вырăнта вăй хунă эсир. Ăслăлăха епле кĕрсе кайрăр?

- Студент чухнех ăслăлăхпа интересленме пуçланă. Çак уçлăха "туртса кĕрекенсен" шутĕнче - Петр Яковлевич Яковлев фонетист. Вăл тĕрлĕ ыйтупа тĕпчев статйисем хатĕрлеттеретчĕ. В.Андреев доцент диплом ĕçĕ çырма хавхалантарчĕ. Интереслĕ çын. Кайран В.Сергеев профессор ертсе пынипе диссертаци хÿтĕлерĕм. Кайран вара тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме май килчĕ. Мĕншĕн çапла килсе тухрĕ-ха? Хваттер çукчĕ. Çемье пур, ачасем ÿсеççĕ. Лайăхрах пурăнма май паракан пĕр çул çеç кураттăм, нумайрах ĕçлемелле. Пĕр вăхăтра виçĕ çĕрте ĕçлеттĕмччĕ. Профком председателĕ, преподаватель, каçхине - университетăн культура керменĕнче. Киле çур çĕр иртсен таврăнаттăмччĕ. Халĕ шухăшлатăп та - ун чухнехи пурнăç питĕ интереслĕ пулнă. Тата çав тапхăр паянхи ĕç-хĕл пахалăхĕн никĕсĕ те пулса тăчĕ.

- Гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертÿçин наукăпа та ĕçлемелле, администратор та пулмалла. Çак ĕç-хĕле пурнăçлама ăçтан вăй-хал тупатăр?

- Пĕтĕмпех пĕр тĕвве çыхса калăпламалли ĕç темелле-ши ăна. Хăйне евĕр уйрăмлăх чылай унăн. Ученăйсем - анлă тавракурăмлă, аналитикăлла шухăшлакан çынсем. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупас тесен хăвăн пур енĕпе те вăйлă пулма тăрăшмалла. Çак принципа тĕпе хуратăп эпĕ куллен.

Институт историйĕ питĕ пуян. Чăваш автономине туса хурсанах, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче, йĕркеленнĕ вăл. Асăрхăр, ун чухнехи патшалăх çыннисем мĕн таран ăслă шухăшланă. Чи малтан ăслăлăха çул панă. Кайран вара пединститут, ытти учреждени уçăлнă. Институт аталанăвĕн чи лайăх вăхăчĕсем - 60-80-мĕш çулсем. Ун чухне чăваш ученăйĕсем пысăк проектсене пурнăçлама вăй çитернĕ. Василий Димитриевич Димитриева ырăпа асăнмалла. Учреждение ертсе пыма пуçласан пĕр-икĕ уйăхран ăна ĕçе каялла илсе килтĕм. Кунта вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайичченех ĕçлерĕ. Юлашки çула та институтран ăсатрăмăр. Усăллă нумай сĕнÿ панă вăл, чылай пулăшнă. Пирĕн патра хăватлă ученăйсем ĕçлеççĕ, Виталий Петрович Иванов, Михаил Григорьевич Кондратьев, Иван Иванович Бойко, Алексей Александрович Трофимов, Николай Иванович Егоров, Виталий Григорьевич Родионов, Виталий Иванович Сергеев тата ыттисем те. Вĕсене мĕнпур чăваш пĕлет. Çак институтра ĕçлеме турă пÿрнĕшĕн питĕ савăнатăп. Наукăшăн, институтшăн, кунта ĕçлекенсемшĕн вăй çитнĕ таран тăрăшма яланах хатĕр.

- Мурманскра ĕçлесе пурăнакан ентеш Раççей ăслăлăхĕ пирки сăмах пуçарсан "тарăн авăр умĕнче тăрать" йышши танлаштарупа усă курнăччĕ. Гуманитари ăслăлăхĕ хальхи вăхăтра мĕнле лару-тăрура?

- Чăваш гуманитари ăслăлăхĕ пирки аплах каламалла мар пулĕ. Пĕтĕм япалан хăйĕн картлашки пур. Пĕрин çинче тăпăртатса тăратпăр, вăй илетпĕр те малалла хăпаратпăр. Вĕçĕнче малтанхи вăхăтри япаласем кивелсе çитнине ăнланса илетпĕр. Çав тĕлте айккине пăрăнса кайма е çÿлелле хăпарма пулать. Шăла çыртса çĕнĕлле ĕçлеме тăрăшатпăр. Искусство, истори, чĕлхе пĕлĕвĕ, социологи, археологи... Вĕсенчен кашниех хăйне евĕрлĕ тапхăрсемпе çитĕнÿ туса пыраççĕ.

- Хальхи вăхăтра ăслăлăхăн мĕнле ыйтăвĕсемпе ĕçлетĕр?

- Интернет уçлăхĕ пулăшнипе чăваш халăхĕн ăсне, культурине, искусствине ытти халăх патне çитерсе вĕсене пирĕн халăх сирĕнпе тан е хăватлăрах та-и тесе пĕлтересси - паянхи тĕп тивĕçсенчен пĕри. Çакă хăйне майлă политика паллах. Тата тепĕр тĕллев вăл - манăçнă хăш-пĕр пулăма халăха каялла тавăрса парасси. Чăвашăн этнопедагогики питĕ вăйлă. Этеме çын пулма, пурнăç тума, ачасене çитĕнтерме, хутшăнусене çирĕплетме - пĕтĕм пурнăçа, тĕнчене йĕркелеме вĕрентекен ăс упранать халăх сăмахлăхĕнче. Ĕмĕрлĕх пуянлăх вăл. Ăна халăх патне çитерме май паракан проекта - 50 томлă "Чăваш халăх сăмахлăхĕ" - пурнăçлатпăр.

- Тăван халăх пуласлăхĕ кашни чăвашах пăшăрхантарать. Куратăп, туятăп - сирĕншĕн те пĕлтерĕшлĕ вăл, уншăн сахал мар ырă ĕç тăватăр. Чăвашлăх ĕçĕпе хăçан хĕмленме пуçларăр. Мĕнле майпа пырса тухрăр çак çул çине?

- Халăха юратман çын хăйне евĕрлĕ маргинал вăл. Ниме тăман çын пек кăна туйăнать. Мĕнпе кăна аппаланса пăхмарăм, ăçта кăна çаврăнса çÿремерĕм пулĕ. Анчах пурнăç кустăрми мана 40 çул тĕлнелле чуна ыраттараканни патнех илсе çитерчĕ. Атте-аннен, асаттесен каçалăкĕ хирте пулнă. Тырă акнă, вырнă... Манăн каçалăк вăл - наука, халăхăн мăнаçлăхне, пултарулăхне тĕпчесе кăтартса парасси.

Халăха вĕрентме никамăн та - ăсчахсен те, прокурорсен те, судьясен те... - ирĕк çук. Ученăйсем те, ыттисем те сĕнме çеç пултараççĕ. Çакна халăх йышăнать-и е çук-и - унăн кăмăлĕ.

- Юлашки вăхăтра чăваш чĕлхин орфографи тата пунктуаци ыйтăвĕ тепĕр хут çĕкленчĕ. Ăсчахсем ку енĕпе мĕн сĕнме пултараççĕ?

- Çырура аталаннă чăваш чĕлхин орфографи, пунктуаци историйĕ питĕ пăтăрмахлă, тавлашуллă. Унăн кун-çулĕнче питĕ нумай улшăну пулнă. Çапах та 1994 çулта çирĕплетнĕ орфографипе пунктуаци йĕркине, ман шухăшпа, пачах пăрахăçламалла мар. Каялла таврăнмалла тени иртнĕ пурнăçа таврăнма хăтланни пулать. Малтан пулнă пурнăçа таврăнма çук. Вăл истори шайĕнче кăна юлать. Пирĕн халĕ тавлашусене конкретлă предмет çине куçарса коррекци тăвасси пирки калаçмалла. 60 страницăллă документа Патшалăх Канашĕ йышăннă. Тавлашу пĕр страницăллă уйрăм - сăмахсене пĕрле е уйрăм, е дефиспа çырасси - пирки пырать. Ытти пайсене никам та хирĕçлемест. Эппин, йĕркеллех. Пурин сĕнĕвне те шута илсе, пурне те итлесе обществăри çак тавлашуллă ыйтăва татса парассишĕн хама яваплă тесе шухăшлатăп. Çавăнпа килес çул конференци йĕркелесе пĕрле е уйрăм çырассине уçăмлатасшăн. Анчах та каялла тавăрмалла тенипе килĕшес килмест. Çапах та 20 çул шкулта ачасем çĕнĕ правилăсемпе вĕреннĕ. Халĕ киввине йышăнсан вĕсем хирĕçлеме пуçлаççĕ. Каллех пăтранса каятпăр. Чĕлхен нормисене, саккунĕсене пăхăнса тăнăçлăх тупмалла.

- Статистика шелсĕр, юлашки çулсенче чăваш халăхĕн йышĕ палăрмаллах чакнине кăтартать вăл. Вăхăт иртнĕ май Çĕр пичĕ çинчен тĕппипех çухалмăпăр-и?

- Паллах, çăмăл вăхăтра пурăнмастпăр. Культура талккăшĕ пĕрĕнсе, чĕлхе функцийĕсем сахалланса пыраççĕ. Чи позитивлă вăхăт вăл - 1989 çул. Ун чухне халăх шучĕ 1 млн 900 пине яхăн пулнă. Халĕ чакса пыратпăр. Ку юхăм чăваш халăхне çеç пырса тивмест. Сăмахран, тутарсем вунă çул хушшинче 200 пине яхăн чакрĕç. Нумай-нумай чĕлхе çухалчĕ. Çакăн сăлтавĕ иккĕ, урăх халăх шутне куçни тата сахал ача çуратма пуçлани.

Мĕн чухлĕ халăх нумайрах пĕлÿ илет çавăн чухлĕ сахалрах ача çуратать. Калăпăр, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-50-мĕш çулĕсенче аслă пĕлÿллĕ çын сахал пулнă. Ун чухне чăваш хĕрарăмĕ нумай ача çуратнă. Хальхинчен пĕрре те лайăх пурăнман. Паян лайăх вĕренме, пурăнма, карьера, услам тума услови çителĕклĕ. Анчах çакăн пек саманара ытларах хамăр пирки шухăшлама пуçлатпăр. Эгоизм туйăмĕ çиеле тухать. Община ăс-тăнĕ индивидум ăс-тăнне куçать. Ку процеса чараймастпăр. Ученăйсем куçăм тапхăрĕнче ăс-тăна ирĕлсе çухаласран сыхлакан меслетсем сĕнме çеç пултараççĕ.

Савăнмалли те çук мар. Интернет уçлăхĕнче чăваш халăхĕпе çыхăннă сайт питĕ нумай. Мана «Чăваш халăх сайчĕ», «Ирĕклĕ сăмах», "Чăвашсем илемлĕ халăх” сайтсем питĕ килĕшеççĕ. "Чăваш Республики” тесе акăлчанла çырни те пур. Чăваш ачисем хăйсем тĕллĕн никам хистемесĕр, никам укçа парасса кĕтмесĕр çакăн пек ĕç пурнăçлаççĕ. Çапла майпа çынсене хăйсене кирлине тупма майсем туса параççĕ. Ытти халăх çыннисем те пăхаççĕ вĕсене. Эппин, пирĕн шанăç пур. Маларахри çулсенче халăхăн вăйне йĕркелесе пынисен ĕçĕ харама кайман. Вĕсен ĕçне Интернетра аталантарса пыраççĕ.

Кашни халăх пурнăçĕнче кризис тапхăрĕсем пулса иртеççĕ. Хальхи вăхăт пирĕншĕн хăйне евĕрлĕ йывăрлăхлă. Çак тапхăра чăтса ирттерсен халăхăн вăй-халĕ, шăнăрĕ çирĕпленĕ. Малашлăх пур. Раççей Федерацийĕнче чĕлхе политикине йĕркеллĕ тытса пыраççĕ. Чăваш халăхĕ пысăк праваллă. Вĕсемпе усă курма кăна пĕлмелле. Тĕслĕхрен, Шупашкар хулинче вырăсла çырма, калаçма никам та хистемест. Тăван чĕлхене хисеплеменрен, хăшĕ-пĕри чуххăмланнăран çапла пулса тухать.

Ытти çĕршывра наци тата чĕлхе политики питĕ çирĕп. Унта пĕтĕмĕшле тĕп чĕлхе пур. Ыттисем валли пулăшмалли нормăсем кăна. Вак чĕлхесене йывăртарах. Пирĕн патра условисем лайăхрах. Конституци Чăваш Республикине "патшалăх” тесе ят пама чармасть. Анчах пирĕн депутатсем виç-тăватă çул каялла Чăваш патшалăхĕ тесе калама пăрахрĕç. Çакăншăн патшалăха мар, хамăра айăпламалла. Халăх интересĕсене хÿтĕлеме пултаракан депутатсене суйлама пĕлместпĕр.

- Ĕçлекен çынна сума сунин пĕлтерĕшне мĕнре куратăр. Сирĕн ĕçе мĕнле наградăсемпе палăртнă?

Тата тепĕр пурне те самай шухăшлаттарма тивĕç факт, Г.Тафаев историк чăваш пуласлăхне тата халăх аталанăвне Чăваш Республикине пĕтернинче курать. Унăн шухăшĕпе - Раççей Федерацийĕнчи наци республикисем Украинăри хăйне манерлĕ «вăрттăн» вăрçă вучахĕсем пек. Çавăнпа та вăл наци республикисене пĕтерсе, вĕсене ытти субĕектпа пĕрлештерсе кĕпĕрнесем туса хума сĕнет. Çапла тусан Раççейре наци ыйтăвĕсем те тухса тăмаççĕ.

Пирĕн институт ирттернĕ социологи ĕçĕсенче чăвашлăха тытса пыракан икĕ пĕлтерĕшлĕ сăлтав куç умне тухать, 1. Тăван чĕлхе пиçĕлĕхĕ. 2. Чăвашсем пурăнакан талккăш. Çапла вара эпĕ унăн шухăшĕсемпе пĕртте килĕшместĕп, çине тăрсах сивлетĕп.

- Манăн патшалăх наградисем çук. Хальлĕхе, тен, 45 çулта çеç пулнипе те-и, награда интереслентерсех каймасть. Мана халĕ ытларах ĕç кăсăклантарать.

- Юрий Николаевич, эсир çуралса ÿснĕ Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнчен паллă нумай çын тухнă. Темĕнле хăйне евĕрлĕ сиплĕх тапса тăрать тейĕн кунта. Мĕнле шухăшлатăр, тăван ял хăвачĕ пур-и сирĕнте?

- Çапла, пирĕн ял питĕ пысăк. Юлашки вăхăтра, паллах, çын йышĕ кăштах чакрĕ. Малтанхи çулсенче шкулта ултçĕр-çичçĕр ача вĕреннĕ. Пысăк йышра конкуренци пысăк. Çакă çынна аталанма хăват парать. Кунсăр пуçне Патăрьел районĕнче тĕрлĕ халăх пурăнать, тутар-мишер, ирçе, чăваш, вырăс... Халăх менталитечĕ ăçта ытларах - унта каллех конкуренци вăйлăрах. Çавна пулах ĕнтĕ пирĕн патри çынсем тăрăшуллă. Ĕçлеме юратаççĕ. Пултаруллă. Сăмахран, И.Калентьева спортра "çăлтăр” пулса тăчĕ. Искусствăра В.Чекушкин, К.Чекушкина палăрчĕç. Р.Сарпи, А.Юрату литература картинче хăйсен вырăнне тупнă. Çар çынни нумай, В.Иванов, А.Алексеев, И.Захаров тата ыт. те. Ял хуçалăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿ тунисем те йышлă – Л.Силиванов, Н.Михайлов. Темиçе теçетке ытла спорт мастерĕсене хатĕрленĕ В. Бородкина та асăнмаллах. Вĕсем пирĕншĕн - ырă тĕслĕх.

Совет самани вăхăтĕнче педагогсем пултаруллă çынсене çитĕнтерме пулăшакан хăйне евĕр никĕс хывса хăварнă. Хальхи коллектив та çавна тĕпе хурса ĕçлет, ачасене тĕрĕс воспитани парать. Тăван ял историйĕ питĕ кăсăк. Интересленсе кайрăм унпа. Килес çул халĕччен ниçта та пичетленмен тавра пĕлÿ, этнографи материалĕсемпе усă курса кĕнеке кăларасшăн. Тăван ял умĕнчи хăйне евĕр парăмăн пĕчĕк пайне çапла майпа татасшăн.

- Ачалăх мĕнпе асра юлчĕ?

- Ачалăхăм ĕçре пиçĕхнĕ. Пиллĕк-улттăра чухнех хире сухан, çĕрулми, кăшман уйне илсе тухнă. Ÿсерехпе кролик ĕрчетме пуçларăмăр. 60-70 нутри, 150-160 кролик усрарăмăр пĕр вăхăтра. Атте вăрман хуçалăхĕн утарĕнче ĕçлеме пуçларĕ, 130-140 вĕлле пăхатчĕ вăл. Эпĕ те пыл хурчĕсемпе кăсăкланса кайрăм. Вăрман пурнăçĕ мана питĕ илĕртетчĕ. Кăшт ĕçлесе илес тесе утă та çулса типĕтсе сутаттăмăр, вăрман та каснă. Пĕр ĕçрен те пăрăнман. Пĕчĕкрен ĕçлеме хăнăхни наукăра нумай пулăшать. Ытларах вăй хуратăн - тухăçĕ пысăкрах. Ăслăлăх ĕçĕсем маншăн кăна мар вĕт, ыттисемшĕн те интереслĕ.

- Çар - пурнăç шкулĕ теççĕ. Салтак çулĕсем сире мĕне те пулсан вĕрентрĕç-и?

- Ача чухне алă-урана вăйлă амантнăччĕ. Çавна пула комисси стройбата яма йышăнчĕ. Салтакра отделочник, штукатур, каменщик профессийĕсене алла илтĕм. Çар аэродромĕ, офицерсем валли хваттерсем, авиаци училищин казармисене тунă... Электрикре, çулталăк нормировщикре ĕçлерĕм. Кашни салтак мĕн чухлĕ ĕç пурнăçланине шута илсе шалу, налуксене шутласа параттăм. Пирĕншĕн патшалăх та сахал тăкакланнă. Эпир хамăр шутран апат çинĕ, тумтир туяннă. Ытти те хамăр шутран пулнă. #ркенменнисем киле укçа илсе каятчĕç. Юлхавраххисем парăмлă тăрса юлатчĕç. Хăшĕ-пĕри служба кунĕсем вĕçленсен те парăмĕсене татма ик-виçĕ уйăх ĕçе çÿретчĕç.

- Хăвăрăн йăх историйĕпе кăсăкланман-и. Ăçтан тымарланса тухать вăл?

- Исаевсен йăхĕ - хăватлă йăх. Пирĕн йăхран пултаруллă, тĕрлĕ çĕрте ырăпа палăрнă çын сахал мар тухнă. Тĕслĕхрен, пирĕн йăха тĕпченĕ Александр Исаевăн мăнукĕ Инна Воронова доцент ял хуçалăх академийĕнче вĕрентет, эпĕ наукăра ĕçлетĕп...

- Ача-пăчан тивĕçĕ - ÿссе çитсен ашшĕ-амăшне пулăшасси. Çак шухăша тĕрĕс тесе шухăшлатăр-и. Çывăх çыннăрсем патне яла час-часах çÿретĕр-и?

- Ĕмĕртен пыракан ăс-тăна, воспитание тата ыттине пирĕн чун патне атте-анне çитернĕ. Çакна нихăçан та манмалла мар. Çывăх çыннăмăрсене ялан асра тытмалла. Атте - 72-ре, анне - 64-ра. Эпир атте-аннене итлесе ÿснĕ. Вĕсен сăмахĕ паян та маншăн çирĕп. Ачасене те аслисене хисеплеме вĕрентетпĕр. Пирĕн хĕр 21 тултарать. Ывăл 10-мĕш класа каять. Мăшăрăмпа эпир пĕр вăхăтри çынсем. Пĕрешкел шухăшлатпăр, пĕрешкел тавракурăм. Ламран лама пыракан авалхи йăла-йĕрке аттепе аннене, тăвансене юратма, пĕрле пурăнма, пулăшма хистет.

- Талăкра миçе сехет ĕçре ирттеретĕр. Ĕçпе канăва епле шайлаштаратăр?

- Ĕç кунĕ сакăр сехетре пуçланать. Каçпа çиччĕсенче киле çитетĕп. Анчах çакăнпа ĕç кунĕ вĕçленмест маншăн. Наука проблемисем кирек хăçан та, кирек ăçта та канăç памаççĕ. Пултарулăх ĕçĕ çавăн пек ĕнтĕ вăл, хыçранах çÿрет. Килте манăн пĕчĕк ĕç пÿлĕмĕ пур. Унта вăхăта чылай ирттеретĕп.

Спорт валли те вăхăт тупатăп. Юлташсемпе футболла вылятпăр. Ытларах çуран çÿреме тăрăшатăп. Канмалли кунсенче пĕччен чупатăп, васкамасăр. "Контур” патне тухатăп та Чантăр ялĕ патне лапăстатса кайса килетĕп. Çурт путвалĕнче пĕр пÿлĕм илтĕм. Унта инструментсене усратăп. Тепĕр чухне каскалатăп, ал ĕçĕпе аппаланатăп.

- Кулленхи пурнăçра мĕн хавхалантарса пырать сире?

- Пурнăç йĕрки пăсăлманни. Аттепе анне мана çуратса йĕркеллĕ ÿстернĕ, воспитани панă. Эпĕ халĕ пурнăçа вĕсем пек йĕркелесе пыратăп. Мăшăрăмпа иксĕмĕр хамăрăн ăса ачасене пама тăрăшатпăр. Ĕмĕртен пыракан çак çаврăм пăсăлман. Тепĕр чухне мĕнле пулать-ха. Çын çуралать, аталанать е вилет... Е инкек пулать. Çакă - пурнăç йăли-йĕрки пăсăлни. Трагеди. Турра шĕкĕр, хальлĕхе пурте йĕркеллех. Атте-анне ырă-сывă, çемьере тăнăçлă. Çакă пурнăçра нумай-нумай ĕç тума хистет.

- Çемье сирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăнать?

- Çемье - пурнăç шăнăрĕ. Çемьесĕр çын йĕркеллĕ ĕçлеймест, пурăнаймасть. Унăн вăй-хăвачĕ те çук.

- Ачасене воспитани парасси хĕрарăм е арçын тивĕçĕ?

- Пĕр тан пулмалла. Мăшăрпа пурнăç çине пĕр пек пăхса, пĕр ĕç туса ачасене воспитани паратпăр. Нихăçан та ку сан е ку ман ĕç тесе уйăрман. Яланах пĕрле тунă. Çемье çавăртăмăр, пирĕн нимĕн те пулман. Никам та, "Акă, ме, ил!" - тесе каламан. Çÿлтен пысăк тупра йăтăнса анасса та кĕтсе ларман. Атте-анне пулăшнă ĕнтĕ. Хваттере, ыттине хамăр ĕçлесе илнĕ.

- Чăваш Енре ÿсекен йывăç-тĕм халăх пурнăçĕпе çыхăнса тăнине тĕпчесе çырнă кĕнекене пăхса тухнă хыççăн эсир çутçанталăкпа питĕ туслине туйса илтĕм. Çаплах-и?

- Çынпа çутçанталăк тачă çыхăннă. Чăвашшăн авалтан ÿсентăран, йывăç-тĕм, курăк - чĕрĕ чун. Кашни йывăçăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пулнă. Чăваш Енре ÿсекен йывăç-тĕм халăх пурнăçĕпе, чăваш, вырăс, тĕрĕк халăхĕсен культурипе çыхăнса тăнине кăтартса парас тĕллевпе çак темăна кĕрсе кайрăм. Йывăç-тĕм мăн асатте-асаннесен шухăшлавĕнче, ăс-хакăлĕнче пĕлтерĕшлĕ, йăх-несĕлсем çутçанталăкпа çывăх пулнине кăтартса пирĕн те çав çыхăну-хутшăнусене упраса килĕшÿллĕхре пурăнмаллине пĕлтерес килчĕ. Доктор диссертацийĕ пулать вăл. Тепĕр çул хÿтĕленетĕп пуль-ха.

- Пурнăçра йăнăшсем туман-и. Мĕн кулянтарать?

- Ĕçлемен çын кăна йăнăшмасть теççĕ. Кашнин шкапра типнĕ шăм-шак упранать темеççĕ-и-ха. Çулталăк çурă каялла куккан ывăлĕ Вася çамрăкла çĕре кĕчĕ. Унпа сахал хутшăннă пек туйăнать. Çакă кулянтарать. Ытларах тĕл пулмалла, калаçмалла, юратмалла пулнă ăна. Паян кун та çакна туса çитерейменшĕн хама ÿпкелетĕп.

Валентина БАГАДЕРОВА


БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ

-Тĕнчери чи хаклă çын?
Аттепе анне.
-Çут çанталăкăн хăш вăхăтне юрататăр?
Пурне те.
-Юратнă хисеп?
70 те 7
-Мĕнле апата кăмăллатăр?
Хамăр ÿстернĕ пахча-çимĕçрен хатĕрленĕ ахаль апата. Майонезсăр, нимсĕр.
-Сирĕн тус-юлташ нумай-и?
Кашни çул вĕсен йышĕ сайралсах пырать. Çамрăк чухне йышлăччĕ вĕсем.
-Миçемĕш ăрури тăвансемпе çыхăну тытатăр?
Кама пĕлетпĕр, кам пире пĕлет - пуринпе те.
-Сирĕн шутпа арçынра пĕлтерĕшли мĕн?
Ăс.
-Хăш уява сумлă паллă тăватăр?
Июлĕн 31-мĕшне. Çемье çавăрнă куна.
-Пурнăç философийĕ?
Шайлашура пурăнма юрататăп. Ăна пăсакансемпе тытăçса илме те хатĕр.
-Тĕллевсем?
Тăван институтри наукăна пур енлĕн аталантарасси, ăслăлăхра пĕрле ĕçлекенсем валли тивĕçлĕ условисем туса парасси.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.