Комментари хушас

13 Чÿк, 2014

Малашлăха йыхравлакан маяк

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитет. Çак сăвăçа чăваш чĕлхин шăпи питĕ шухăшлаттарнă. Тăван сăмах, чĕлхе пĕлтерĕшĕ пирки вăл çапла çырнă: «Вăхăт çитĕ. Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ. Çивĕч пулĕ. Хĕртнĕ хурçă пек пулĕ. Вăхăт çитĕ - чăваш юрри те илтĕнсе кайĕ. Таса пĕлĕте, çут тĕнчене, хĕрлĕ хĕвеле савса юрлĕ вăл. Чăваш юрринче таса пĕлĕт çумĕнчи тăри юрри илтĕнĕ. Чăваш юрринче тинĕс хумĕ шавлĕ, вăрман кашлĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр улăхсем симĕсленсе выртĕç. Авалхи хуйхă сасси илтĕнмĕ, телей куç умне тухса тăрĕ. Атăл хĕрри тăрăх тĕнче кĕсле сассипе янраса тăрĕ - çакă чăваш юрри пулĕ. Чăваш чĕлхи кăвар пулĕ, хĕрнĕ хурçă пулĕ!»

Çĕршывăмăр хăюллăн вăранасса кĕтнĕ, шаннă поэтăмăрăн пĕтĕм кунçулĕ хăйĕн тăван халăхĕн пурнăçĕпе çыхăннă. Иртнĕ саманара та кун кунлама тивнĕскер унăн тути-масине лайăх астивсе курнă вăл. Ырри унпа юнашарах çÿреймен. Çавăнпа та çĕнĕ улшăнусем çĕнĕ варкăш илсе килессе кĕтнĕ. Кĕтнĕ çеç мар, уншăн кĕрешнĕ те. Анчах çĕнĕ самани те унăн çутă, таса ĕмĕтне тÿрре кăларайман. Поэтăн чунĕ татах аслă тинĕс пек хумханать, тăвăлать, ахăрать... Çук, каялла чакмасть Çеçпĕлĕмĕр. Кĕрешÿ вăйне анчах кăмăллать ун вутлă чунĕ. «Çĕн тĕнче* Эй çĕнĕ кунăм, Каялла ан кай, ан чак!» - тет вăл «Тинĕсе» сăввинче. Çак йĕркесене вулатăн та куç умне çирĕп кăмăллă, темле асап-нушара та пуçа усма кирлĕ маррине аса илтерсе тăракан чăн-чăн çын тухса тăрать. Чăваш халăхĕн маякĕ, çул кăтартса малалла чĕнекен символĕ.

Поэтăмăрăн сăмахĕсем шухăша яраççĕ. Пурнăçа кĕрейнĕ-ши вĕсем, çапла пултăр тесе эпир хамăр енчен мĕн турăмăр-ха?

Историрен çакă паллă. 1917 çулхи революцисем /февральти тата октябрь уйăхĕнчи/ хыççăн Раççейри «вак» халăхсен чĕлхисем аталаннă икĕ тапхăр пулнă: наци интеллигенцине аркатнă репрессичченхи 10-15 çул* çĕнетÿ çулĕсем. Малтанхи тапхăрăн пуçламăшĕ шăпах Çеçпĕл Мишшипе çыхăннă. Ирĕке тухнă халăхсем /çав шутра чăвашсем те/ хăйсен тăван чĕлхисене хăватлăн аталантарма пуçланă. Патшалăх Чĕлхе политикине ăнăçлă тытса пынă. Чăваш чĕлхипе патшалăх тытăмĕнче те анлăн усă курнă.

Çĕнетÿ çулĕсем пирки çакна палăртмалла: çак тапхăрта тăван чĕлхе çĕнĕрен вăй илчĕ. Сăмахран, Чăваш Республикин «Чĕлхесем çинчен» саккунне йышăннă, Наци конгресĕ йĕркеленнĕ, хула шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă... Аса илер: Чăваш чĕлхин кунне те шăпах çав çулсенчи - 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи - йышăнупа килĕшÿллĕн паллă тума пуçланă. Кунне те ăнăçлă суйласа илнĕ: апрелĕн 25-мĕшĕ - халăхăмăра çутта кăларнă Иван Яковлевăн çуралнă кунĕ.

«Чĕлхесем çинчен» саккун та, чĕлхене аталантармалли программа та пур пирĕн. Вĕсене пурнăçа кĕртсен нимĕнле çивĕч ыйту та пулмалла мар темелле. Анчах çапла-и-ку?

Юлашки çырав кăтартăвĕсене илсе пăхар-ха. Унпа килĕшÿллĕн Раççейре 1435 пин чăваш пурăнать. Çав шутран 300 пине яхăн йăхташ хăй чăвашла пĕлнине кăтартман. Апла пулсан 1135 пин чăваш кăна тăван чĕлхепе калаçать.

Наци шăпи, патшалăхăмăрăн малашлăхĕ тÿрремĕнех халăх йышĕпе-шучĕпе çыхăн-нă. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен чĕлхене çухатса вырăсланас туртăм халĕ те вăйлă. Конституци прависемпе туллин усă куракан, наци культурине, чĕлхесене, искусствине тата халăх йăли-йĕркине упрама-аталантарма ăнтăлакан чăваш халăхĕн пĕртен-пĕр патшалăхĕ - Чăваш Республики. Чăваш Ен хăйĕн республика статусне аталантарса пырсан çеç халăхăн ăс-хакăл çăлкуçĕсем типсе лармĕç, вĕсем ытти регионта пурăнакан чăвашсене чĕрĕлĕх вăйне парса тăрĕç. Çавăнпа та эпир ыран, малашне, çитес ĕмĕрсенче мĕнле пуласси пĕтĕмпех хамăртан, патшалăх чăваш халăхĕн пуласлăхĕ çине мĕнле пăхнинчен килет.

Ман шутпа, эпир Çеçпĕл Мишшин çăлтăрĕ патне çĕкленме пуçларăмăр çеç-ха. Ăна ăнланас, унăн тĕнчине «кĕрес» тесен пирĕн ĕçлемелле те ĕçлемелле. Малашлăха йыхравлакан маякăн çути чăваш халăхĕн малашнехи пĕтĕм кун-çулĕнче çутăрах тутăр.

Надежда СМИРНОВА

 

Ирина Егорова, Канаш районĕнчи Çеçпĕлти Çеçпĕл Мишши музейĕн заведующийĕ:

- Ентешĕмĕр патне халăх туртăнать. Çакна асăрхарăм: чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем шкул ачисене музее хатĕрлесе илсе пыраççĕ, ачасем Çеçпĕл сăввисене пĕлеççĕ. Хула ачисем те Çеçпĕл шăпипе кăсăкланни савăнтарать. Çулленех пиншер çын пулса курать музейре. Çак кунсенче Патăрьел районĕнче Алманчă ялĕн ачисене йышăнтăмăр. Эпĕ музейре 2001 çултанпа ĕçлетĕп, 10 çул - заведующире.

 

Антонина Андреева, Çеçпĕл Мишшин тĕп хулари музейĕн заведующийĕ:

- Çеçпĕл Мишшисĕр чăваш халăхĕ те çук. Унăн кăмăл-шухăшĕ пĕтĕмпех сăввисенче. Вĕсем пире халĕ те, хамăра нихçанхинчен те ытларах пулăшмашкăн, кирлĕ.

Поэтăн 115 çулхи юбилейĕ тĕлне конкурс ирттертĕмĕр. Хальхи ыттисенчен уйрăларах тăрать. Çеçпĕле ÿнер урлă кăтартса, уçса памалла пулчĕ. Экспертсем конкурса пĕтĕмлетрĕç. Мĕн калама пулать-ха? Конкурсантсем Çеçпĕле ăнланни, манманни палăрчĕ. Çĕнĕ шухăшсем калакансем те пулчĕç. Конкурса Тюмень облаçĕнчен, Тутарстанран ĕçсем килчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене музейре ноябрĕн 18-мĕшĕнче чыслатпăр.

 

Анисия Игнатьева, Шупашкарти 12-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен:

- Вырăс шкулĕнчи ачасем те Çеçпĕл Мишшин пултарулăхĕпе паллашаççĕ. Тăххăрмĕш классем уйрăмах кăсăкланаççĕ. Вĕсем çулĕпе те аслăрах, пĕлес туртăмĕ те ытларах. Поэтăн «Чăваш ачине» сăввине пăхмасăр вĕреннисĕр пуçне ачасем Çеçпĕлĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе питĕ интересленеççĕ. Шкулта темиçе çул каялла ачасен аллипе çырса хатĕрленĕ альманах халĕ те упранать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.