Комментари хушас

13 Чÿк, 2014

Тĕнче ăмăртăвĕнчен икĕ «ылтăнпа»

Венгрири Будапешт хулинче панкратион енĕпе тĕнче ăмăртăвĕ иртнĕ. Çамрăк спортсменсен пысăк турнирне планетăри чи вăйлă вуншар хĕрпе каччă хутшăннă.

Сумлă турнирта Чăваш Ен чысне Ксения Лачкова хÿтĕленĕ. 58 килограмлă виçере кĕрешсе вăл икĕ ылтăн медаль çĕнсе илме пултарнă. Унăн тренерĕ Александр Шмелев пĕлтернĕ тăрăх - хĕр «семи-контакт» тата «фулл-контакт» дисциплинăсенче пуринчен маттуртарах пулнă, кашни тупăшура çĕнтерсе нумай очко пухнă. Пирĕн пултаруллă ентешĕн кунашкал награда пĕрре çеç мар. Кăçал вăл çĕршыв тата Европа чемпионачĕсенче пĕрремĕш вырăнсене йышăнса чи пултаруллă спортсменсен йышне кĕнĕ.

А.МИХАЙЛОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.