Аваллăх управçинче - чăваш эрешĕсем
Авалтан чăваш халăхĕ пултаруллă та ăста тĕрĕçĕсемпе палăрнă. Вĕсем тĕрĕ искусствине упраса хăварма тата чĕртсе тăратма пултарнă.
Халăх йăли-йĕркине, культурине аталантарас тĕллевпе Етĕрнери ÿнерпе тавра пĕлÿ музейĕнче «Хальхи çи-пуç çинче чĕрĕлнĕ чăваш эрешĕсем» курав уçăлнă.
Выставкăна тăратнă ĕçсен авторĕ - Пушкăрт ялĕнчи алă ăсти Ольга Шмелева. Ольга Петровна тĕрлеме питĕ ăста, темĕнле тĕрĕ те пĕлет. Вăл концерт тумĕсене те, килти çи-пуçа та, ялти пултарулăх ушкăнне çÿрекенсен кĕписене те тĕрлесе капăрлатать. Унăн ĕçĕсенче пĕрешкел тĕрĕ пĕрре те тĕл пулмасть. Кашнинчех çĕннине тупма тăрăшать пултаруллă хĕрарăм. Çапла вара авалхи чăваш искусстви паянхи тум çинче те вырăн тупать. Ольга Шмелева пултарулăхĕн вăрттăнлăхĕсене ялти çамрăксене те уçса парать.
Р.ИВАНОВА.