Кашкăр çименскер...
Пурнăç нуши çынна тем те кăтартать. Çĕнĕ Пуянкассинче пурăнакан Улька çинчен çырса кăтартасшăн эпĕ.
Вăл 1930 çулта çуралнă. Вĕсен ашшĕ Ефим пичче икĕ хутчен авланнă. Малтанхи арăмĕнчен виçĕ ачапа юлнăскер 1928 çулта Йăнтăрчă хĕрĕпе çемье çавăрнă. Хĕрарăм та малтан Сăхăтпуçа качча тухнă. Упăшки сарăмсăр вилнĕ, ачи те чире пула çут тĕнчерен уйрăлнă. Чукçырми ачипе тепĕр ывăл ача çуратнă. Упăшки путсĕртен уйрăлма тивнĕ. Арçын ĕçе кайнă чухне: «Эпĕ килнĕ çĕре килте ан пул», - тесе хăварнă. Арăмĕ тарăхнипе япалисене пуçтарнă та икĕ эрнери ачине пăрахсах тухса кайнă. Çав ача те ÿснĕ, те вилнĕ - никам та пĕлмест. Ефим пиччепе иккĕшĕ тепĕр виçĕ ачине кун çути парнеленĕ. Шел, пĕри пĕчĕклех вилнĕ.
Колхоза кĕменскерсенчен налук тÿлемен тесе хуралтисене пĕтĕмпех туртса илнĕ. Кун хыççăн Ефим пичче ĕçлеме тухса кайнă. Йывăр ĕçпе шухăша пула 60 çула çитсен ачисене тăлăха хăварнă. Çимелли çукран, вутă пĕтнипе кăмака хутаймасăр нушаланса çитнĕскерсем колхоза кĕнĕ çапах та. Вăл вăхăтра хуçалăхсенче лару-тăру çăмăл пулман. Ĕçлекенсене тырă сахал панă. Амăшĕ те шăннипе суккăрланса юлнă. Выçлăх хистенипех Улька аппа ыйткалама ют ял тăрăх кайнă.
- Çулла. Ывăннипе пĕрене çине выртрăм та çывăрсах кайнă. Пите тем çулланипе вăрантăм. Кашкăр иккен. Эпĕ хускалсан пăрăнса кайрĕ...
Тепрехинче Кивĕ Пуянкассине кайнăччĕ. Ун чухне çуркунне. Пирĕн ялпа Кивкас хушшинче çырмара шыв кĕрлесе юхатчĕ. Киле таврăннă чухне ун урлă сикме тăтăм та - каçаймарăм, пăр катăлчĕ. Шыв сарăлса юхнă вырăнта эпĕ ларакан пăр татăкĕ айккинелле шуса пычĕ те çыранран çакланса юлчĕ. Упаленсе çĕр çине тухрăм. Хам йĕп-йĕпе, шăнса хытнă. Ялалла чупнă май: «Мана Турă вилмелле туман пулĕ-ха. Кашкăр та çимерĕ, шывран та тухрăм», - шухăшлатăп хам, - каласа кăтартать Улька аппа.
Çитĕнсен колхозра ĕçленĕ вăл: чăх, сурăх, сысна пăхнă, ĕне сунă. Хăмла ÿстернĕ. Вăрман касма та кайнă. Тырă çапнă. Пĕр ĕçрен те пăрăнман.
- Начар пурăннăран тăхăнмалли çукрахчĕ. Çавăнпах çамрăксемпе хутшăнсах кайман эпĕ. Çулсем чылай шусан тин хамран 7 çул кĕçĕн йĕкĕте качча тухрăм. Вăл та ман пекех тăлăхчĕ. Çурчĕ кивĕччĕ. Вăрман кăларса çĕнĕ пÿрт аран лартрăмăр. Упăшкапа килĕштерсе пурăннă эпир. 18 çул пĕрле кун кунласа ултă ача çуратнă. Анчах мăшăр сывлăхĕ начар пирки пиртен ир уйрăлса кайрĕ. Кĕçĕн хĕр виççĕ те тултарманччĕ-ха ун чухне. Ачасем ÿснине те кураймарĕ мăнтарăн. Ывăл 25 çулта сарăмсăр вилчĕ. Пилĕк хĕре пĕчченех ÿстерсе çын турăм. Шухăшлатăп та - тÿсĕм епле çитернĕ-ши тетĕп?
Пĕррехинче вăрман касса килсен аптăрарăм. Йывăр çын хам. Фельдшер патне кайрăм та мана больницăна кайма хушрĕ. Çанталăк япăх, пылчăклă. Тăвай больницине çуран çитрĕм. Çурçĕр иртсен ача çуратрăм. Пепкем чĕрĕ-сывă иккенне илтсен чун кĕрсех кайрĕ, - аса илет вăл нушаллă кун-çулне. - Паян лайăх пурăнма майсем пур. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма ачамсене вăй-хал сунатăп, - тет Улька аппа.
М.СТЕПАНОВА.
Тăвай районĕ.