44-мĕш полкри трубач
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте.)
«Курайманлăх çĕнтерчĕ çав туйăма...»
Тухăç фронтне çитсен Володя курайманлăх туйăмĕ тепĕр хут хĕрсе пынине туйрĕ. Лешĕсем вара каллех тапăнма пуçларĕç. Фортрисем сахалланса юлнине, çар хатĕрĕсенчен чылайăшĕ стена айĕнче путланнине, красноармеецсем кашни патронне тата кашни гранатине перекетленине пĕлеççĕ вĕсем. Çавăнпа шикленмесĕр, васкамасăр тапăнса пыраççĕ.
Красноармеецсем вара шăпăртах. Володя та пемест, пĕр офицерне пăшалпа тĕллерĕ пулин те.
Нимĕçсем çывăхарах та çывăхарах пыраççĕ. Анчах мĕншĕн команда çук? Мĕншĕн никам та пемест? Тепĕр минут-ранах нимĕçсем вĕсен умĕнчех пулаççĕ вĕт!..
Сасартăк кĕскен:
- Çулăм! - янăрарĕ.
Володя хăйĕн карабинĕн сассине илтмерĕ, вăл пулеметсемпе автоматсен кĕрлевĕпе хутăшрĕ. Гитлеровецсем тăкăнма пуçларĕç. Красноармеецсен çулăмĕ чарăнмарĕ-ха. Тăшмана форта çитме памалла мар. Унсăрăн тытăçу пуçлансан çавăн чухлĕ гитлеровеца çĕнеймĕн.
Темиçе кун каяллахи пек нимĕçсем каллех чакма тытăнчĕç. Володя çăмăллăн сывласа ячĕ. Пуçне çавăрчĕ те çамрăках мар, мăйăхлă пулеметчика курчĕ. Лешĕ пилоткипе питне шăлнă май ун çине пăхать.
- Ăçтан тупăнтăн эсĕ? - ыйтрĕ вăл.
- Эпĕ госпитальте пултăм, унта пулăшрăм. Икĕ сехетлĕх ячĕç мана.
- Хăрушă-и? - чеен кулса ыйтрĕ пулеметчик.
- Çук пулас, - терĕ Володя.
- Мана та хăрушă мар, - хальхинче кулас шухăшсăрах каларĕ пулеметчик. - Курайманлăх çĕнтерчĕ çав туйăма...
Сасартăк вăл унччен мĕн калаçнине те манса кайрĕ тейĕн:
- Шыв илсе килсемччĕ, ывăлăм, салтаксем типсе вилеççĕ. Фашистран кая мар чуна илет вĕт.
Шыв илсе килмелле!
Шыв илсе килмелле! Калама çăмăл. Анчах ăçтан тупмалла-ха ăна? Госпитальте те йывăр аманнисене пĕрер стакан çеç параççĕ... Тухтăрсемпе санитарсем пачах ĕçмеççĕ тесен те юрать. Йăлтах фашистсене пула. Бомба сирпĕт-ме тытăннă кун вĕсем шыв пăрăхне аркатрĕç. Мухавеца е Буга çитесси çинчен, уйрăмах кăнтăрла, ан та шухăшла. Йĕри-таврах переççĕ.
Харсăррисем çĕрлесерен Мухавеца çÿренине пĕлет-ха Володя. Эппин, вăл та пултараять.
- Тĕттĕмленсенех сире валли шыв илсе килĕп, - сăмах пачĕ вăл.
Утă уйăхĕнче часах тĕттĕмленмест. Хĕвел те тахçанах пытанчĕ пек, пур пĕрех çутă-ха, аванах курăнать. Унта та кунта прожекторсем çутатни, çулăм хыпса илни ĕçе татах йывăрлатать. Мухавец çыранне çитме ансат мар.
Володя чылайччен пытанса, кĕтсе выртрĕ. Акă прожекторăн янкăр çути çырана шуса çитрĕ, шыв çине анчĕ, каялла çаврăнчĕ. Сÿнчĕ. Унтан каллех çав йĕркепех çаврăнма тытăнчĕ.
Володя çав кĕске вăхăтсемпе усă курма шухăш тытрĕ. Вунă-вун икĕ утăм тăвать те пытанса выртать. Анчах пĕчĕк флягăсем çеç ан сутчăр, вун икĕ савăт вĕт! Чăнкăртатма пултарĕç...
Ку лайăх шухăш пулчĕ. Шыв патне Володя асăрхамалла мар чупса çитрĕ. Шыва сăмси çеç курăнмалла кĕрсе выртрĕ, флягăсене пĕрин хыççăн теприне тултарчĕ. Ăнăçушăн савăннăскер каялла таврăннă чухне тимлĕхне çухатрĕ. Пытанмалли вырăна çитиччен вун пилĕк-çирĕм утăм юлсан ун çинче сасартăк прожектор çути чарăнчĕ. Володя çĕр çине выртса ĕлкĕрчĕ çеç, автомат шатăртаттарса ячĕ, çывăхрах пĕрин хыççăн тепри виçĕ мина сирпĕнчĕ.
Арçын ача ни вилĕ, ни чĕрĕ выр-тать. Хăлхинче янăрать, пуçĕ çурăлса тухас пек ыратать, темшĕн урисем те итлесшĕн мар. Çĕкленме хăтланчĕ те тăнне çухатрĕ. Питне такам нÿрĕ алăпа сĕртĕннĕрен вăранса кайрĕ.
«Нимĕçсем!» - вĕçсе иртрĕ хăрушă шухăш. Володя чупса тарасшăнччĕ.
- Вырт, ан хускал. Хамăрăн. Шăваятăн-и? - терĕ такам.
- Тăрăшăп.
Акă вĕсем иккĕн - малта салтак, ун хыççăн Володя - крепость патне шума тытăнчĕç...
Епле вĕсем туслă, пĕртăвансем пек...
Çур сехетрен арçын ача Тухăç фортне çитрĕ. Тул çутăлса пырать. Шăп. Хутран-ситрен çеç пăшал пени е пулемет кĕскен шатăртаттарни илтĕнет. Пулеметчика шыраса тупсан Володя ăна фляга тăсса пачĕ.
- Акă, ĕçĕр...
Пулеметчик ăна чи хаклă пурлăх пек асăрхануллăн тытрĕ те тути патне илсе пычĕ, куçне хупса темиçе сыпкăм ĕçрĕ.
- Ух епле! - çуркаланнă тути телейлĕ кулăпа илемленчĕ. - Ну, халĕ нумайччен чăтăп-ха. Асăрхан, нимĕç чĕппи! - пысăк та хыткан чăмăрĕпе тăшман енне пăхса юнарĕ.
- Эсир ĕçĕр, татах ĕçĕр, - хистерĕ Володя.
- Тавах, ывăлăм. Чĕрÿ ырă санăн, - терĕ пулеметчик. - Анчах пĕлетĕн-и, пирĕн çынсен çапларах каларăш пур: «Пĕччен хуть вăкăр çи - мухтава çеç тивĕçĕн, йышпа çисен вара хисеплĕ пулăн». Ыттисен те ĕçес килет. Вĕсене кайса пар. Мана вара хальлĕхе çитĕ.
Володя красноармеецсене пĕрин хыççăн теприне шывпа савăнтарчĕ. Кашниех флягăна чĕтрекен аллипе тытать те икĕ-виçĕ сыпкăм ĕçсен каялла тăсать, ыттисене пама ыйтать. Çакна ытарми сăнарĕ арçын ача, пĕчĕк те хĕрÿ чĕри совет çыннисемшĕн мăнаçланчĕ. Акă мĕнле вĕсем - туслă, мухтавлă, пĕртăвансем пек. Пĕри те тĕпне çити ĕçмерĕ. Шыв ĕçес килнипе темĕнле аптăранă пулсан та...
Тыткăнра
Каялла таврăннă чухне çап-çутахчĕ. Черетлĕ тапăну пуçланать. Тупăсемпе минометсем чарăнми переççĕ, тăшман бомбардировщикĕсем тĕлĕрмеççĕ. Вĕсене хирĕç çулăм кăларнинчен усси çук, çавăнпа форт хÿтĕлевçисем ытлашши хускалмасăр выртрĕç.
Арттапăнупа бомбежка хыççăн Володя пуçне çĕклерĕ те пулеметчик çине асăрханса пăхрĕ. Унăн пичĕ чĕп-чĕр юн.
- Пичче, эсир аманнă! - хăранипе кăшкăрса ячĕ вăл.
- Пĕлетĕп, ывăлăм. Çавăнпа санран пулăшу ыйтатăп. Эпĕ сурана çыхса киличчен пулемет умĕнче пул-ха.
Володя савăнсах килĕшрĕ. Çапла пулмасăр! Унччен вăл фашистсене ахаль карабинран çеç персе курнăччĕ. Халĕ вара унăн аллинче чăн-чăн «максим». Тăшман çывăха пытăр кăна!
Анчах тăшман темшĕн васкамасть. Пилĕк минут каннă хыççăн каллех арттапăну пуçланчĕ. Пĕр снарячĕ пулемет çывăхнех ÿкрĕ. Арçын ача çулăм юпине курчĕ те хăйне таçта вĕçсĕрлĕхе кайнăн туйрĕ...
...Володя йывăр куç хупанкисене аран-аран уçрĕ, тÿрех палланă уссиллĕ сăн-пите курчĕ, йĕри-тавра пурте çавăн пек сăнлă - хыткан, асаплă. Вĕсем хыççăн шапа тĕслĕ тум тăхăннă фашистсем пыраççĕ.
- Нимĕçсем!
Володя сиксе тăрасшăнччĕ. Анчах ăна такамăн аллисем тытса чарчĕç.
- Выртах, санăн хумханма юрамасть.
Кăна уссиллĕ пулеметчик каларĕ. Вăл арçын ачана çĕклесе пырать.
Каярах, Володя кăштах тÿрленсен, пулеметчик ăна мĕн пулса иртнине каласа пачĕ. Снаряд çурăлнипе çамрăк пулăшуçăн пуçĕ минренĕ. Анчах фашистсем ун патне çитсе пулеметне туртса илме тăрсан арçын ача ăна, мĕн тунине ăнланмасăрах, çатăрласа тытнă, вĕçертесшĕн пулман. Нимĕç ачана штыкĕпе сулса янă. Çак вăхăтра пулеметчик чупса çитсе Володьăна хÿтĕ-лесе ĕлкĕрнĕ. Çапла вĕсем тата темиçе красноармеец тыткăна çакланнă...
Ку – çăлăнăç
Темиçе кунтан лагере татах тыткăна лекнисене илсе килчĕç. Вĕсен йышĕн-че арçын ача та пур. Володя ун çине пăхрĕ те:
- Петя? Эсĕ-и?! - терĕ малалла туртăнса.
- Володя?!
- Мĕн тума шухăшлатăн?
- Тарма! Эсĕ вара?
- Эпĕ те!
Арçын ачасем çапла калаçса татăлчĕç.
...1943 çул. Аран-аран курăнакан вăрман сукмакĕпе хĕвел тата çăлтăрсем тăрăх çул пăхса икĕ имшеркке, çĕтĕк тумлă арçын ача тухăçалла утать. Йывăр. Выçă. Анчах Тăван çĕршыва лекес туртăм пуринчен те вăйлăрах.
Акă вĕсем фашист тыткăнĕнчен те саккăрмĕш, те вуннăмĕш хутчен тараççĕ. Мĕнпе вĕçленĕ-ши ку хальхинче? Каллех тытса каялла илсе кайĕç те асаплантарĕç-ши, вăйлă хĕнесе тарçă пек ĕçлеттерĕç-ши? Çук, фашист тыткăнĕнчи пурнăçран вилĕм аванрах...
Шăппăн, асăрханса утаççĕ арçын ачасем - икĕ пĕчĕк паттăр - вăрман сукмакĕ-пе. Тухăç енчен вара совет хĕç-пăшалĕн кĕрлевĕ вăйлăрах та вăйлăрах илтĕнет.
Ку - çăлăнăç.
Вырăсларан Лариса ПЕТРОВА куçарнă.