ШКУЛ АЧИН АПАЧĔ ÇИНЧЕН
Юлашки çулсенче «шкул гастричĕ» текен терминпа усă курма пуçларĕç. Ку ахальтен мар: статистика тăрăх чирленĕ ачасенчен кашни вуннăмĕшĕ гастритпа, дуоденитпа, апат ирĕлтеркен тытăмăн ытти чирĕпе аптрать. Ачине çак чирсенчен хÿтĕлес тесен ашшĕ-амăшĕн мĕн пĕлмелле-ха? Диетологсем çапла сĕнеççĕ.
- Ирхи апат пахалăхĕ пирки ан манăр. Куна пăтăран /сĕлĕ, геркулес, манна, урпа пăттисем/ пуçласан лайăхрах. Унпа пĕрлех çăмарта е тăпăрчă, е йогурт, çу, е пĕвер паштечĕ сĕрнĕ, е чăх какайĕ хунă çăкăр çиме юрать.
Ирхи апат тулли пулмасан шкул ачин пуç мими хăйшĕн чи тухăçлă 9-11 сехетсенче кирлĕ чухлĕ ĕçлеймест.
- Кăнтăрлахи 12 сехетре ачана иккĕмĕш ирхи апат кирлĕ, ку улма-çырла е бутерброд пулма пултарать. Ача шкул столовăйĕнче çиессине çине тăрсах хирĕçлет пулсан ăна апат пĕрле чиксе парăр. Йогурт, пан улми, кишĕр, сыр е пĕçернĕ какай хунă çăкăр, сĕлĕ печенийĕ аван.
Ачана кирек мĕнле апата та сĕтел хушшине ларса, ăшă чейпе сыпса çимеллине ăнлантарса парăр.
- Килти апатлану валли те усăллă çимĕçсем суйламалла. Ача рационĕнче çăмарта, пулă, пĕвер, çуллă мар тăпăрчă пулмалла. Вĕсем ăс-тăна çивĕчлетекен холинпа пуян.
Çăмарта саррипе пĕвер паштечĕ ас туса юлассине, информаци йышăнассине лайăхлатма пулăшаççĕ.
- Уйăхра 3-4 хут - сойăран, уйăхра 1 хут пăру тата ĕне миминчен апат хатĕрлени усăллă. Вĕсенче пуç мимине аталанма, аван ĕçлеме кирлĕ лецитин, холестерин, В ушкăнри витаминсем, фолацин нумай.
- Вĕренÿ çулĕнче ачасемпе çамрăксене вĕсем валли ятарласа кăларнă поливитаминсен комплексне ĕçтермеллех.
- Ачасене апата хисепленине хăвăр тĕслĕхпе кăтартăр. Хăвăр тĕрĕс мар апатланатăр пулсан ачаран йĕркене пăхăнма ыйтни вырăнсăр. Воспитанин чи витĕмлĕ хатĕрĕ - ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕ.