Комментари хушас

6 Чÿк, 2014

ХĂЙНЕ ТЫТКАЛАМА ВĔРЕНТĔР

Тĕпренчĕкĕр итлемесĕр, ашкăнса тарăхтарсах çитерет-и? Психологсем ашшĕ-амăшне ачисен чи лайăх енĕсене аталантарма пулăшас тĕлĕшпе çакăн пек сĕнÿсем параççĕ.

1. Пĕчĕкскерне пÿрт умĕнче ÿсекен чечексене татма юраманни çинчен темиçе те ăнлантарнă ĕнтĕ. Анчах вăл мĕншĕн-ха тула тухнă-тухманах каллех чечек йăранĕ патне ыткăнать, илемлĕскерсене тăпăлтарма пуçлать?

Çулталăк çурăчченхи ачасем ыттисен шухăшĕсемпе туйăмĕсем вĕсеннисенчен уйрăлса тăма пултарнине ăнланаймаççĕ-ха. Çавăнпа пÿртре, пахчара, кил хушшинче уншăн хăрушлăхсăр лару-тăру туса хумалла. Вăл унта хăйне хăтлă туйтăр, «çук!» тенине тăтăш илтмесĕр çÿреме пултартăр. Çăмăллăнах арканакан, çĕмĕрĕлекен япала патне туртăннине асăрхасан урăх япалапа илĕртме май тупăр. Çакна шута илмелле: «çук» тенине час-часах илтекен ача çак сăмаха пачах хăлхана чикми пулать. Ку аэропорт çывăхĕнче пурăнакан çынсем самолетсен шавне илтме пăрахнă чухнехи пекех пулса тухать.

2. Ачăр паркри чуччупа каçса кайсах ярăнать. Анчах киле кайма вăхăт çитнĕ. Эсир ăна чуччу çинчен анма чĕнетĕр. Самантрах аçа-çиçĕм пуçланать: ача кăшкăрса йĕрет, турткалашать. Çак лару-тăру çине унăн куçĕпе пăхăр-ха. Сире ача паркра юласшăн пулни тарăхтарать. Анчах паркра юласшăнни япăх-и вара? Ăна çапла каласа пăхăр: «Эсĕ кунтан каясшăн маррипе çиленнине ăнланатăп. Анчах пирĕн киле кайма чăннипех вăхăт çитрĕ-çке». Унтан ачана чуччу çинчен асăрханса антарăр та килелле çавăтса утăр. Çак çулти ачасемшĕн сăмахпа калани нимех те пĕлтермест, вĕсене ĕçпе витерни кирлĕрех. Вăл çине тăрсах кутăнлашнине итлесе ан тăрăр, ăна ÿкĕтлеме те ан тăрăшăр. Унсăрăн малашне пачах итлеми пулĕ.

3. Çулталăк çурăри ачăрпа уçăлма тухсан палланă хĕрарăмпа калаçса тăратăр. Çак вăхăтра тĕпренчĕкĕр хыттăн кăшкăрнине илтсе çаврăнса пăхатăр. Ак тамаша: вăл тепĕр ачана çÿçĕнчен ярса тытнă та тăпăлтарать кăна! Ăна кун пек тума юрамасть тесе каланин усси çук. Лару-тăрăва лăпкăн, шăв-шавсăр йĕркене кĕртни лайăхрах пулĕ.

4. Эсир килте çакăн пек йĕрке туса хунă: ачана каçхи юмах вуласа парас умĕн унăн теттисене хăйĕн пуçтармалла. Анчах тăтăш ывăннипе çак йĕркене хăвăрах пăсатăр, теттесене пуçтарма пуçлатăр, ачана вара çапла калатăр: «Эсĕ хăвна япăх тытатăн, çавăнпа паян юмах вуламастăп». Ача, паллах, йĕрет, кутăнлашать.

Пĕчĕк ачасем кăна мар, çул çитмен çамрăксем те хăйсене çакăн пек тыткалаççĕ. Пĕрре çирĕплетнĕ йĕркерен пăрăнсан ачасен суя туйăм аталанма пултарать. Çавăнпа çемьере пурин те йăлана кĕнĕ йĕркесене пăхăнмалла. Ачана вĕсем çинчен, вĕсене пăссан мĕн пуласси çинчен каласа ăнлантармалла. Пĕчĕкскер лайăхпа япăха уйăрма вĕрентĕр. Тĕслĕхрен, йĕрке тăрăх ачана апатпа выляма хушмастăр, итлемерĕ пулсан турилккине илсе лартатăр.

5. Виççĕри ывăлăр аппăшĕ патне пырса тăрать, фломастер илет те ÿкерчĕкне вараласа хурать. «Каçару ыйт!» - тесе фломастерне туртса илетĕр. Ача каçару ыйтма та пултарать-ха, анчах хăй айăплине пачах туймасть. Апла тăк ниме те вĕренеймест. Çавăнпа ăна тĕллевлĕ ыйтусем парăр: «Каласа пар, мĕн пулчĕ? Аппу мĕн туйрĕ? Хăв мĕн туйрăн? Эсĕ мĕнле шухăшлатăн - лару-тăрăва лайăхлатма мĕн тумалла?« Çак меслетпе усă курса ачана шухăшлама, хăй тĕллĕн пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентетĕр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.