“Чăваш хĕрарăмĕ” № 44 /862/ 01.11.2014
- Кашни уявăн - хăйĕн юрри. Шел те, халăх йăли-йĕркине уякан паян аслă ăру хушшинче те сахалланса пырать. Мăн асаттесен юрри-кĕввипе çамрăксем кăсăкланма пуçлани шанăç çуратать. Комсомольки каччи ку енĕпе - чăн-чăн ăста.
- Йывăрлăхсене, хĕн-хура парăнмасăр пурнăç çулĕпе 60 çул ытла пĕрле утаççĕ Патăрьел районĕнчи Красновсем.
- Гений ÿстерес килет-и? Республикăри Хĕрарăмсен тата Ашшĕсен канашĕсем ку енĕпе пулăшма хатĕр.
- Инсульт хыççăн та ан чарăнтăр пурнăç...
- Шупашкарта çамрăксем ушкăнпа хирĕç-тăрăва тухнă. Юрать, йĕрке хуралçисем сиссе инкеке сирме май тупнă.
- Çапла вĕсем - Елчĕксем: юратнă “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçата ушкăнпах хапăлласа çырăнчĕç.
- Сĕнтĕрвăрринче хытă шăннă хыççăн чей ĕçсе ăшăнасшăнччĕ. Шел, вокзал буфетĕнче вак укçа йышăнмаççĕ. Ăшăнасси пулмарĕ...
- Хĕр чĕрине парăнтарма хаклă парне кирлĕ...
- Пĕччен çÿрекен кушак-и е турă айĕнче çÿрекен арçын-и? Чăваш паллă журналисчĕ Арсений Тарасов вулакана хăй çинчен каласа кăтартать.
- Эстрада паллă юрăçи Натали: пĕр тухтăр, пĕр косметолог, пĕр упăшка.