Комментари хушас

1 Чÿк, 2014

Эп - хресчен!..

Çĕр çинче чи ĕçчен виçĕ йыш пур - кăткăсем,
пыл хурчĕсем тата чăвашсем.
Мустай Карим,
Пушкăртстан халăх поэчĕ.

«Эп - хресчен!.. Хулара пурăнакан хресчен...»

Çакăн пек пуçланать ман иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çырнă сăввăмсенчен пĕри.

Эп - Хресчен! Эп паян та - Хресчен!

Çапла - эп ирхи шуçăмпа пĕрле комбайн штурвалĕ умне ларса тырă вырмастăп. Çапла - эп вăл е ку хуçалăхăн зоотехникĕ мар, манран кашни ĕнерен паян е ыран сĕт мĕн чухлĕ суса илесси килмест. Эп Ял хуçалăх министерствинче те ĕçлеместĕп, ирсерен хирте е фермăра тăхăнмалли ĕç тумĕ мар, урăхларах тум тăхăнатăп...

Çапах та эп - Хресчен!

Ман пеккисем - пин-пин!

Чăваш хресченĕ, Чăваш Ен хресченĕ!

Чи малтанах эп САН УМĂНТА пуçăма таясшăн. Сан Ĕçченлĕхÿшĕн. Сан Паттăрлăхушăн. Сан Шанчăклăхушăн. САНА ПУЛА ман сĕтелĕм çинче кашни кун пур ÇĂКĂРШĂН.

...Пĕтĕмпех асра - аннемĕрсемпе аттемĕрсем ирех ĕçе тухса кайни, ирхи шăнпа колхоз хирĕсенче çара алăпа удобрени сапни /перчетки-алси те çукчĕ-çке мăнтарăнсен!/, çаранта утă çулни, ăна лавсемпе турттарни, малтан колхоз улмине кăларни, унтан, çанталăк пăсăлсан, - килтине... Пĕтĕмпех асра. Тем тесен те Европăра та, Америкăра та çĕр ĕçченне Совет çĕршывĕнчи пекех йывăр килмен. Унта ăна, çĕр ĕçченне - ĕçленине кура тÿленĕ!.. Совет çĕршывĕнче вара...

Паян мĕнлерех пурăнатăн эс, Раççей Хресченĕ, Чăваш Ен Хресченĕ? Çăмăл-и сана, йывăр-и сана?..

Çăмăл мар, пĕртте çăмăл мар! Кун пирки Владимир Путин та, Михаил Игнатьев та пĕлеççĕ /вăл, Чăваш Ен Пуçлăхĕ, хăй те - Хресчен-çке-ха!/ Çăмăл мар, анчах та - ĕçлемелле. Ĕçлемелле - çуркунне ака тумалла, кĕркунне - кĕрхи ĕçсене. Выльăх ĕрчетмелле, сĕт туса илмелле... Ĕçрен хăраканшăн - ĕçрен тарма сăлтавĕ пин-пин, ĕçрен хăраманнишĕн - ĕçĕ нихçан та пĕтмест /«вилсен те ĕç виç куна юлать» - кун пек чăваш çеç калама пултарнă!/

Ман фермер-тусăмсем тата ял хуçалăх предприятийĕсене ертсе пыракан пĕлĕшсем пытармасăр каланă тăрăх - вĕсем хăйсен çутă шанчăкне тахçан Чăваш Ене ертсе пынă, унтан Раççей ял хуçалăхĕн ертÿçи пулса тăнă паллă ентешĕмĕрпе питĕ çыхăнтарнă пулнă. Питĕ! Ара, епле çыхăнтармăн-ха - ентеш-çке-ха, ялтан тухнăскер!.. Çук çав - шаннă кайăк йăвара пулмарĕ, паллă ентешĕмĕр, ман тусăмсем çирĕплетнĕ тăрăх, вĕсене пулăшас вырăнне çĕнĕ чăрмавсем «парнелет», хуçалăхсене пама тивĕçлине те партармасть. Эп вара, айванĕ, «чăвашшăн чăваш - чи хаклă юлташ!» тесе çирĕплететĕп...

Çапла, пĕртте çăмăл мар юлашки вăхăтра Чăваш Ен Хресченне /ăна Чăваш Ен Правительстви вăйĕ-халĕ çитнĕ таран çине тăрса пулăшать пулсан та/. Анчах та вăл пуçне усмасть - ирех тăрать те ĕçе пуçăнать, машинăпа техника паркне е выльăх-чĕрлĕх фермине васкать, уявра хаваслă юрă шăратать, Пуласси Енне Шанчăкпа пăхать.

УЯВĂМĂР ячĕпе саламлать сана, Чăваш Ен Хресченĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕ! Эс вăйлă та телейлĕ пулсан, Чăваш Ен те вăйлă та телейлĕ пулать!

Пурнатпăр-ха!

Валери ТУРКАЙ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.