Комментари хушас

Рахит чирĕпе чĕр чунсем ытларах хĕлле тата çуркунне пуçламăшĕнче чирлеççĕ. Ку чир выльăх-чĕрлĕх апачĕн пахалăхĕ япăх пулнипе, выльăха хĕвеллĕ чухне уçăлма кăларманнипе çыхăннă.

Пăрушкан чир паллийĕ - шăмă сыпписем хулăнланса кайни, çурăм шăмми, урасем кукăрăлни, уксахлани. Пăру сÿрĕкленет, ÿсеймест, шăлĕсем лайăх аталанаймаççĕ.

Путексем сайрарах чирлеççĕ. Чирлĕ путексем витамин çитейменнине пула амăшĕн çăмне çиме хăтланаççĕ, çĕр кăшлаççĕ. Вăхăтра сиплемесен вилме пултараççĕ.

Тихасем ытти чĕр чунсемпе танлаштарсан сайра чирлеççĕ. Тихан ку чир апатра клетчатка çитменнипе, белок ытларах пулнипе /тихана комбикормпа тăрантарнă чухне виçене уямасан/ аталанать.

Сысна çурисен апатне тĕрĕс йĕркелемесен вĕсем хăвăртах рахитпа чирлеме пултараççĕ. Çăмăлрах чирленĕ чухне уксахлаççĕ. Чир вăйлăрах пуссан сысна çури утаймиех пулать, ÿсеймест, апат çиесшĕн мар, хырăмĕ кÿпсе тăрать. Чирлĕ сысна çури апат валашкине, стенана кăшлать, вараланнă ай сарăмне чăмлать.

Сиплев мелĕн витĕмĕ апат тĕрĕс йĕркелессипе çыхăннă. Чирлĕ выльăха çемçе клевер, люцерна е улăх ути, кишĕр, пăсăлман сĕт, шăмă çăнăхĕ тата ытти минераллă апат памалла. Уçă сывлăша кăлармалла, хĕвеллĕ чухне уçăлтарни уйрăмах аван.

Рахит - майĕпен, систермесĕр аталанакан чир. Сиплесси те вăраха тăсăлать. Чире мĕнле сиплемеллине, паллах, ветеринар ăнлантарса парĕ. Специалистпа канашлани кирлех. Анчах выльăх-чĕрлĕх тытаканăн пĕлмелле, чир-чĕртен упрасси сиплессинчен çăмăлрах. Ансат тата хаклă мар минераллă хутăш - ахаль пурă. 1 кг пурăра 370 г кальци, фосфор 2 г çеç. Çавăнпа пурăна фосфорпа пуян çимĕçпе памалла. Тĕслĕхрен, 1 кг тулă арпинче 10,1 г фосфор. Эппин, 10 г пурăна 200 г арпапа хутăштармалла.

Ан манăр, Д витаминсăр минераллă апатăн уссийĕ сахал. Выльăх-чĕрлĕхе уçăлтарассине йĕркене кĕртĕр, Д витамина апата хушни юрăхлă.

Çитĕннĕ выльăхсене кальципе фосфор Д витамин çитмесен остеодистрофия чирĕ аталанать. Чир ытларах ама выльăха /ытларах ĕмĕртекеннисене тата сăваканнисене/ аптратать. Ĕне, качака, сысна ами чирлеме пултарать. Утăна çумăрлă çанталăкра типĕтнĕ пулсан, шурлăхлă çĕрти курăкра кальципе фосфор сахал. Çавăн пекех утăпа тăранса пурăнакан выльăха белоклă апат виçерен ытлашши пама юрамасть. Мĕншĕн тесен белока ирĕлтерме кальци нумай кирлĕ.

Профилактикăн тата сиплевĕн тĕп мелĕ - шайлашуллă паха апат. Ăна хăш выльăха мĕнле апат юрăхлине кура йĕркелемелле. Кальципе фосфор, Д витамин организма çителĕклĕ пырса тăмалла. Лавккара сутакан хутăшсемпе усă курнă чухне выльăхăн ÿсĕмне, ама е аçа пулнине кура тĕрĕс йĕркелеме. Хутăшри апат виçине хутаç çинче çырса кăтартни пулмалла, унпа тĕплĕн паллашмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.