Комментари хушас

17 Ака, 2026

Хыпар 26 (28441) № 17.04.2026

«Пирĕн пурин те патриот пулмалла»

Паян вăл Çĕрпӳ округĕнчи Çĕрпӳ территори уйрăмне ертсе пырать. Халăх хисепне çĕнсе илнĕскере яваплă çак должноçа шанса панă. Украинăри ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыв интересĕсене хӳтĕленĕ Алексей Даниловпа калаçнă май тĕлĕнетĕп: лăпкă кăмăллă, сăпайлă, ăслă çын вăл, чăн-чăн патриот.

«Сана кĕтетĕп!»

Алексей Данилов Çĕрпӳ хулинче çуралса ӳснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне «Государственная граница» илемлĕ фильм курнă хыççăн унăн пограничник пулас ĕмĕт çуралнă. Çапла пулнă та. Салтак атти тăхăнсан Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе асăннă çарта пурнăçлама тытăннă. «Çывăх çыннăмсем ал шăлли çакса ырă сунчĕç. Атте ята чыслăн упрама пиллени халĕ те куç умĕнчех. Юлташсемпе салтак юрри юрларăмăр. Унăн тарăн шухăшлă сăмахĕсене ача чухнех илтнĕ эпĕ. Ӳснĕçемĕн чуна ытларах пырса тивеççĕ вĕсем», — аса илчĕ Алексей Гаврилович. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ вăл. Математикăпа физикăна юратса ăса хывнă, астрономипе ытларах кăсăкланнă. Пулас пограничник физкультура урокĕнче, бокс секцийĕнче хул- çурăмне çирĕплетнĕ. Ытти кружокра тавра курăмне аталантарма та вăхăт тупнă. Салтакра Алексей отделени командирĕ пулнă. Çав вăхăтра Чечняра, Таджикистанра хирĕç тăру пынă. Алексейăн юлташĕсенчен чылайăшĕ Чечняна кайма ыйтса çырнă, çав йышра Çĕрпӳ каччи те пулнă. Анчах вĕсене Чечняна мар, Таджикистана илсе кайнă. Тĕрлĕ чаçри чикĕ хуралçисем Душанбере пĕр тĕле — Мускав пограничникĕсен отрядне — пуçтарăннă. «Эпир Афганистанпа Таджикистан чиккинче тăтăмăр, душмансем каçасран хуралларăмăр. Хăш-пĕр вырăнта общество транспорчĕн будкисене, темиçе çурта аркатнине курнăччĕ. Çав вăхăтра унта халăх чухăн пурăнатчĕ. Апат-çимĕç вара аванах хаклăччĕ. Çавăнпа пирĕн те, салтаксен, тĕрлĕ лару-тăрăва чăтса ирттерме тивнĕччĕ», — каласа кăтартрĕ ветеран. Тӳрĕ кăмăллă, çемьере тĕрĕс воспитани илнĕ чăваш каччине салтакран отпуска та янă. Çавăн чухне пĕррехинче вăл палланă хĕре курнă та: «Светлана, качча тухмарăн-и-ха?» — тенĕ шӳтлесе. Хĕр çухалса кайман: «Сана кĕтетĕп!» — хăюллăн хуравланă. Алексей отпускран чаçе таврăнсан ку самантлăх тĕлпулу пирки маннă. Анчах шăпаран иртейĕн-и? Светлана Валерьевна Турă çырни пулнă иккен. Çамрăксем тĕл пулма пуçланă, çемье çавăрнă, хĕр çуратса ӳстернĕ. Тыткăна лекесси хăрушă …2022 çулхи кĕркунне Алексей Данилов «Атăл» батальона хăй ирĕкĕпе кайма шухăшланине пĕлтерсен çар комиссариатĕнче ĕçлекен мăшăрĕ куççульленнĕ. Анчах мĕн тăвăн? Çемье пуçĕ тĕллев тытнă пулсан… «Юлташсем пĕрин хыççăн тепри кайрĕç. Вĕсене кайран куçран мĕнле пăхăп — аван мар. Эпир мар пулсан кам? Пирĕн пурин те патриот пулмалла», — тет старшина. Вăл — пограничниксен пĕрлĕхĕн Çĕрпӳри уйрăмĕн председателĕ. Ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килмессерен шкул ачисемпе тĕлпулусене хутшăннă. Çакă, паллах, çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе пысăк витĕм кӳрет. Ахальтен-им вĕренекенсем ыйтусем парса кăсăкланаççĕ, ентешсемпе мăнаçланаççĕ. Алексей Гаврилович уйрăмах Çĕрпӳ округĕнчи Сăнав поселокĕнчи шкулта пограничниксен çамрăк тусĕсен /ЮДП/ класĕнче час-часах пулать. СВО пирки çапла аса илет çар çынни: «Херсон облаçне раштав уйăхĕнче çитрĕмĕр. Юр çукчĕ, çĕр те шăнманччĕ, пылчăк çăрăлатчĕ, йĕри-тавра тĕксĕмччĕ. Малтанах унта пурăнакансен кăмăлĕ тĕрлĕренни тĕлĕнтернĕччĕ. Кайран хăнăхрăмăр. Мариуполь хулине пĕрремĕш хут кĕрсен хăрушă ӳкерчĕк чуна çӳçентерчĕ. Неонацистсем хулана тĕпрен аркатнăччĕ. Çавăн пекех Северодонецка та, Лисичанска та. Çĕнĕ çулччен вăрманта пурăнтăмăр, машинăсенче çĕр каçрăмăр. Гуманитари пулăшăвĕпе çывăрмалли «михĕсем», ăшăтмалли «хĕвел» илсе килчĕç. Эпĕ машинăпа çӳреттĕм, ялан руль умĕнче. Хăрушă самант нумай пулнă. Тĕрĕссипе, аса илес те килмест. Пĕррехинче чутах мина çине пырса кĕмерĕмĕр. Тепрехинче çулран аташрăмăр. Унта рашчасем, йывăçсене икĕ ретпе кăна лартнă пулсан та, питĕ чăтлăхлă. Эпĕ çӳрекен КамАЗа тухма йывăрччĕ. Куславкка ачи, «Шейх» позывнойпа çӳрекенскер, питĕ тавçăруллăччĕ. Блокпоста çитрĕмĕр. Пирĕн ялав курăнманни шиклентерчĕ. Ополченец тухрĕ, тăшман çывăхрах вырнаçнине пĕлтерчĕ, урăх çул кăтартса ячĕ. Шейх пулăшнипе те инкекрен хăтăлтăмăр. Тыткăна лекесси питĕ хăрушă. Çавăн хыççăн хам çумра граната чиксе çӳреме пуçларăм». Машинине куç пек сыхланă Çарта юлташĕсем ăна «Даня» позывнойпа чĕннĕ. Машинăпа çӳренĕрен унăн тивĕçĕ çапăçу хĕрӳ пыракан вырăнсене шыв, апат-çимĕç тата ыттине илсе çитересси пулнă. Тĕттĕм çĕре куç хупмасăр ирттерни миçе пулнă-ши? Çула çĕрле тухма тивнĕ-çке. Çынсем пăрахса хăварнă пӳртсенче, шахтăсенче чарăннă. Окопра, блиндажра çĕр каçнă. Çар машинине вара чăваш арĕ тăшман пульлинчен куç пек сыхланă. Пĕррехинче вĕсен батальонĕн «Урал» машинине неонацистсем персе лектернĕ, пирĕн салтаксем май тупса пурпĕрех çапăçу хирĕнчен çăлăнса тухайнă. Алексей Данилов ытти салтакпа пĕрле окоп чавнă, вăхăтлăх çăвăнмалли мунча ăсталанă. Çывăхри шкулта вĕренекен ачасем валли апат-çимĕç те панă вĕсем. Шăпах Мăнкун кунне çывăхри чиркĕве кĕрсе тухма май пулнă, унта та апат-çимĕç парса хăварнă Раççейĕн ырă кăмăллă салтакĕсем. Халăх та, çын та тĕрлĕрен çав. Алексей Гаврилович каласа кăтартнă тăрăх, унта пурăнакансен йышĕнче юриех фашизма мухтаса кăшкăракан та пулнă-мĕн. Çынсем пурăнакан çуртсене йышăнса неонацистсем пӳртĕн путвал чӳречисенчен пенĕ. Çар çынни халĕ Мариуполь хули, малтанхипе танлаштарсан, палламалла мар улшăннине пĕлтерчĕ. Çулсене те çĕнетнĕ, автомобильпе çӳреме те аван. Хирĕç тăру çухатусăр пулмасть. Юлташсем пурнăçран уйрăлнине тӳсме кирек камшăн та йывăр. «Шейх» та вăхăтсăр куçне хупрĕ. Питĕ ăслăччĕ. Хăюллăччĕ. Куславккара унăн çывăх çыннисем патĕнче пулма, май пур таран пулăшма тăрăшатпăр, — ассăн сывларĕ ветеран. — Тăшманăн кашни чее мелĕнчен сыхланмалла, хамăра упрамалла. Халĕ темĕн тĕрлĕ мина пур. Ют çĕршывсенчен кӳрсе килнĕ «ăслă» мина та пайтах. Тĕслĕхрен, тепĕр чухне блиндажра ытлашши хускану тума та юрамасть. Тула кайсан та тăшман дронĕ веçех асăрхать, хускалнине курсанах сирпĕтсе ярать. Çавăнпа салтаксем апата асăрханса кăна çиетчĕç, ăша ытлашши ямастчĕç». <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Пуçра – ăс, алăра – ĕç

Алăра — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ изобретателĕн Николай Потаповăн «Чувашские фиточаи Аван и другие изобретения автора» çĕнĕ кĕнеки. Унăн пĕрремĕш пайне вăл «Аван» фиточее халалланă, иккĕмĕшне вара — хăй шухăшласа кăларнă хатĕр-хĕтĕре.

Им-çам вырăнне — сиплĕ курăк

Николай Антонович Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ялĕнче çуралса ӳснĕ. Сиплĕ курăкран чей хатĕрлес енĕпе 1992 çултанпа вăй хурать. Тĕрĕсрех каласан, ку ĕçре вĕсем çемйипех тăрăшаççĕ. Потаповсем чи малтан 13 тĕрлĕ курăкран пуçланă. 2009 çулта вĕсен шучĕ 33-е çитнĕ. 2013 çул тĕлне вара сиплĕ 77 курăкран фиточейĕн лайăхлатнă тата пуянлатнă вариантне хатĕрлесе ĕçе кĕртнĕ. «Аван» фиточейĕн йышне экологи тĕлĕшĕнчен таса çак эмел курăкĕсемпе ӳсен-тăран кĕреççĕ: женьшень, хаяр ути, мелисса, шăлан çырли, хура хурлăхан çырли, хăмла çырли, мулкач курăкĕ, çĕр çырли, кушак курăкĕ тата ыт. те. Курăксен йышне çулсерен ӳстерсе пынă: 33 тĕслĕ курăкран хатĕрлеме «Аван» фиточей» ятарлă патент илнĕ. Унпа пĕрлех 20 çул хушшинче курăксен пуххине 77 компонентран хатĕрлеме пуçланă. Ун валли те патент пур: «77 курăкран фиточей» ятлăскер. Асăннă компонентран хатĕрленĕ чейре тĕрлĕ чир-чĕртен сиплекен курăксем: пуç ыратнăран, хĕрарăм тата арçын чирĕсенчен, юна тасатма пулăшаканни, иммунитета çирĕплетекенни, организмри чулсене ватаканни, юнпа организма сиенлĕ каяшсенчен тасатаканни, усал шыççа чакараканни… Потаповсем курăксене Етĕрне тăрăхĕнчи «Ленинская искра» хуçалăх таврашĕнче, çавăн пекех çывăхри Сăр тата Атăл юхан шывĕсен йăлăмĕпе айлăмĕсенче пуçтараççĕ. Унти улăхсенче çитĕннĕ ӳсен-тăран экологи енчен таса пулнипе уйрăлса тăрать. Çемье курăксене çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех пухать. Ку тĕлĕшпе технологие пăхăнса ĕçлеççĕ, вĕсене хĕвел ӳкмен вырăнта типĕтеççĕ, пăтратаççĕ, тĕркемсене тултараççĕ. Курăксемпе ӳсен-тăран çулçи, чечекĕ, вăрри, тымарĕ, тунипе çимĕçĕ вĕри шыва лексен чейĕн техĕмĕ, тути тата сиплев пахалăхĕсемпе эфир çăвĕсем унта ирĕлеççĕ. Вĕсем хăйсен вăйне шыва параççĕ. Эпир çак чĕрĕлĕх вăйне профилактика е сиплев тĕлĕшпе ĕçетпĕр. Çапах «Аван» фиточей е эмел усăллăрах? Хальхи тĕпчевсем палăртнă тăрăх, сиплев практикинче ӳсен-тăранпа хими сиплевĕсĕр — настойкăсемпе, ятарлă шĕвексемпе — усă курни чылай тухăçлăрах. Ахальтен мар ĕнтĕ çынсем авалтан курăкпа сипленнĕ. Çавăнпа та çăвара им-çам хыпиччен курăксемпе усă курмалла. Паллах, ку тĕлĕшпе малтан тухтăрпа канашламалла. Чей пакечĕсенче курăксен сиенлĕхĕ пирки çырса кăтартнă. «Аван» камшăн усăллă-ши? Чи малтанах вăл иммунитет тытăмне тата çитĕнекен организма çирĕплетме ачасене, çамрăк тата вăтам çулсенчи сывă çынсене, ялан стреспа ĕшеннĕскерсене, пыршăлăхра, сыпăсенче, пӳрере сиенлĕ каяшсем, тăварсем пухăннипе аптăракансене, шăнса пăсăлнипе тата инфекци чирĕсемпе час-часах чирлекенсене, вăраха кайнă йывăр чирсемпе аптăракансене, куллен çитĕнӳ тăвакан спортсменсене кирлĕ. Николай Потапов «Аван» фиточей пирки 2 кĕнеке кăларнă: «Сам себе я доктор» тата «Оздоровительно-витаминный фиточайбальзам «Аван» из экологически чистых лекарственных трав и растений — источник здоровья и долголетия». Чун киленĕçĕ Николай Антонович тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталас енĕпе те пултаруллă. Ахальтен мар вăл техника наукисен кандидачĕ. Унсăр пуçне «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ изобретателĕ» тата «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ предпринимателĕ» ятсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех «Чăваш Республикинчи чи лайăх предприниматель», «Чăваш Республикинчи чи лайăх изобретатель» конкурссене хутшăнса икшер хут çĕнтернĕ. Раççей изобретенийĕсем валли пурĕ 200 ытла патентпа автор свидетельстви илнĕ, кăçал вара — 3. Заявка панисем те пур. Çĕнĕ кĕнекен иккĕмĕш пайĕнче Николай Потапов хăй ăсталанă хатĕрсемпе паллаштарать. Вĕсене хӳтĕлесе Мускавра патентсем илнĕ. Шухăшласа кăларнă хатĕр-хĕтĕртен 40 процентне ĕçе кĕртнĕ. Çак шутрах çурăм, ӳтпӳ валли массажерсем пур. Вĕсем ал лапписене, сыпăсемпе ал тĕртĕмĕсене çирĕплетме, начарланма, стреса сирме, пĕтĕм тĕревпе хускану аппарачĕн тата чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне лайăхлатма май параççĕ. Ал лаппине вылятма тĕрлĕ эспандер пулăшать. Вĕсене автор «Кистевой эспандер-массажер Аван», «Кистевой эспандер Потаповых», «Кистевой эспандер Потаповых Аван» ят панă. Çавăн пекех пӳрнесене, мăя çирĕплетме массажерсем те хатĕрленĕ. Пуç валли ăсталанă массажер вара нерв тытăмне, пуçа лăплантарать, тухăçлă ĕçлеттерме пулăшать. Николай Антонович шухăшласа кăларнă хатĕрсен шутĕнче тĕпелти тирĕк-чашăк, калем, мăйăр катмалли, пахчара ĕçлемелли кĕреçе-кĕрепле, ортопеди тренажерĕ, ингалятор тата ыт. те пур. Ентешĕмĕр ăсталанă хатĕр-хĕтĕр вулакансене кăсăклантарчĕ пулсан унпа çыхăнма пултаратăр /телефон номерĕ редакцире/. «Хам шухăшласа кăларнă хатĕрсемпе сиплĕ курăк пуçтарнă, чей тунă çĕрте усă куратăп. Хальхи вăхăтра ытларах саккаспа ĕçлетĕп. Акă пĕлĕшпе пĕрле хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе виçĕ патент илме тивĕçрĕмĕр. Ун пеккисем ытти тăрăхра та пур. Сăмахран, Красноармейски, Çĕрпӳ тăрăхĕсенче, Шупашкарта, Мускавра. Эпĕ яланах мĕн те пулин шутласа кăларма кăмăллатăп. Çакă манăн — чун киленĕçĕ. Çавăнпа ку ĕçе алăран ярас килмест. Çав вăхăтрах аслă ăрури çынсене те ку тĕлĕшпе кăсăклантарас килет. Вĕсен шухăшĕсене пурнăçа кĕртсе патент илме те пулăшăттăм, сĕнӳ-канаш парăттăм. Фиточей хатĕрлессине те пăрахăçа кăларасшăн мар», — терĕ Николай Антонович малашлăхри тĕллевĕсене палăртнă май. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Пирĕн тăван ачасем маррине пĕлсех ÿсрĕç»

Урăх ун чухлĕ компот-варени, салат тумастăп тесе Мария Степанова кашни çулах хăйне сăмах парать. Анчах кашнинчех çимĕçĕ ăнса пулать те чăтса тăраймасть — каллех банка хыççăн банка хупать. Вĕсен шутне те пĕлмест. Тепĕр тесен, хĕл хырăмĕ пысăк, Степановсен çемйи те йышлă: Мария Федоровнăпа Николай Сергеевич виçĕ хĕр çуратнă, тепĕр икĕ ачана опекăна илсе вĕсене ашшĕ-амăшĕн ăшшине парнеленĕ. Халĕ вĕсем пурте ӳссе çитсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă ĕнтĕ. Мăнуксем те пур Степановсен.

Чун киленĕçĕ

Мария Степанова çуркуннерен пуçласа мĕн кĕркуннеччен банкăсем хупать. Малтан — кăмпа, кайран — пахча çимĕç... «Улма-çырла паракан йывăç-тĕм нумай. Кашни çул лайăх тухăç параççĕ те, епле чăтайăн? Тĕрлĕ салат тума тăрăшатăп, хăшĕ ытларах кăмăла кайнине ачасенчен ыйтатăп. Ир пулакан купăста пуçĕ çурăлма пуçлать те — солянка тăватăп, сая ярас килмест. Улма-çырларан компот-варени кăна мар, хĕрлĕ эрех те хатĕрлетĕп. Эпир иçĕм çырлин 3 сортне лартнă, анчах вĕсем пĕлтĕр пурте чирлĕ пулчĕç. Тытрăм та çăрса лартрăм, эрех пулĕ. Пĕлтĕр сарă слива йăтайми пулчĕ, анчах хам ăна юратмастăп. Пилĕк йывăçне кастартăм. Çимĕçне панă, эпĕ вара унран нимĕн те тумастăп — шел вĕт. Çăвĕпе банка хупатăп та хĕлĕпе валеçетĕп. Ачасене кăна мар, килекен хăнасене те кучченеç парса яратăп. Элĕк округĕнчи Ураскилтри клубра заведующире ĕçлетĕп. «Çăлкуç» фольклор коллективĕ /ертӳçи — эпĕ, илемлĕх ертӳçи — Нина Кадеева\ репетицие килет-и, концерт лартать-и, «кĕмĕл волонтерсем» пухăнаççĕ-и — «çавра сĕтел» ирттеретпĕр. Çимĕçĕсене кашнинчех лавккаран туянса çитерейместĕн вĕт: çĕр улми пĕçеретпĕр, килтен салат, компот, сĕткен илсе килетпĕр те — хатĕр! Хĕлĕпе çисе ярайман банкăсене валеçсе пĕтеретĕп», — чун киленĕçĕ пирки калаçма пуçларĕ Мария Федоровна. Ку кăна мар, вăл сиплĕ курăксем пухса чейсем те хатĕрлет. Лаванда, пĕтнĕк, мелисса, клевер, сар çип ути, хура хурлăхан çулçи... Йăлтах пухса ваклать те типĕтет, кайран хутăштарать — çапла тутлă та сиплĕ чей пулать. Иçĕм çырли çулçинчен те тĕлĕнмелле паха чей хатĕрлеме май пур иккен. «Унăн çулçине татса пресс айне сенаж шăрши тухма пуçличчен хумалла. Унтан кашни çулçине пĕтĕрме пулать, анчах ун пек тума манăн вăхăт çук. Ăна аш арманĕпе авăртатăп та тепĕр хутчен хĕртетĕп, кун хыççăн чи пĕчĕк çулăма çутса духовкăна лартатăп, алăкне кăшт уçă хăваратăп. Çапла темиçе хут тăватăп. Матрӳшке курăкне çыххи- çыххипех типĕтетĕп. Вăл Элĕк округĕнче ӳснине курман, Сăр юхан шывĕ тăрăхĕнче нумай, унта ятарласа татма каятăп. Чие çулçинчен питĕ лайăх чей пулать. Ăна та ферментаци тăватăп. Курăксене çу, çĕртме, утă уйăхĕсенче пухатăп. Юн пусăмĕ пĕчĕкреххипе хам чей мар, ытларах кофе ĕçетĕп. Машина бензин пĕтсен чарăнса ларать вĕт, эпĕ те çаплах: вăй пĕтсе килсен пĕр курка кофе ĕçетĕп те малалла ĕçлетĕп. Упăшка хĕлĕн-çăвĕн курăк чейĕ ĕçет. Ачасем те ăна юратаççĕ. Çулла-и, хĕлле-и — нихăçан çур çĕр çитмесĕр çывăрма выртмастăп. Ирхине 10 минутсăр 4-ра тăратăп. Хăнăхнă. Çулла каçхи 8-9 сехетре ĕçрен таврăнсан манăн тĕпелте ĕç пуçланать: салат тăватăп, компот-варени вĕрететĕп, курăк типĕтетĕп... Упăшка канмалла тесе вăрçать. Хĕлле вара çыхатăп, çĕлетĕп, фольклор ушкăнĕн тумне хамах пăхса-тирпейлесе тăратăп. Çак ĕçсемпе аппаланнă чухне нихăçан та ывăнмастăп. Канатăп кăна, «чир» пуль ку. Ларса телевизор пăхса курман эпĕ, кухньăра ĕçленĕ чухне ăна итлетĕп. Телевизор умĕнче ларсан ĕç пулмасть», — малалла калаçрĕ Мария Федоровна. Чăнах та çапла, ĕçчен çын аллинче ĕç вĕресе кăна тăрать. Мария Степанова мунчара рехетленмелли милĕксене те ахальлисене хатĕрлемест, вĕсен хушшине темĕн тĕрлĕ курăк та — армути, вĕлтĕрен, сар çип ути, шăл курăкĕ... — хурать. Ялта картишре те ĕç пайтах. Степановсем унччен 4 ĕне тытнă, халĕ иккĕшне кăна хăварнă. Унсăр пуçне 20-30 сурăх усраççĕ, пыл хурчĕсем тытаççĕ. Мăшăрĕ енчен хуртхăмăрçăсен династийĕ 70-80 çула тăсăлать. Малтан унăн аслашшĕ вĕллесем тытнă, кайран — ашшĕ, халĕ Мария Федоровнăпа Николай Сергеевич ку ĕçе малалла тăсаççĕ — 37 çул ĕнтĕ пыл туса илеççĕ. «Пулăçăн пулă тытас, манăн вара кăмпа татас килет. Ĕлĕк вăрманта кашни тункатине пĕлнĕ. Кăçал çĕтсе кайрăм. Мотоцикла вăрман кĕтесне лартса хăвартăм. Çавăнта тӳп-тӳрĕ каймалла тесе утрăм та каллех ăçтан кĕнĕ, çавăнта пырса тухрăм. Халь вăрманта хăй тĕллĕн ӳссе ларнă чăтлăх çынна питĕ вăйлă аташтарать. Пĕлтĕр ака уйăхĕнче вăрмана кăтра кăмпа татма кайрăм. Пуçа чикнĕ те утатăп çапла. Тăрук пуçа çĕклесе пăхрăм та — пĕр тунката çĕлен йăшăлтатать. Часрах пăрăнса утрăм. Анчах чун чăтмарĕ — каялла таврăнса çĕленсене сăн ӳкертĕм, ăна «Контактра» соцсетьри хамăн страницăна вырнаçтартăм», — чăннипех те тĕлĕнтерчĕ Мария Федоровна. Вăл хăйне евĕр блогер та теме пулать — мĕнле салат, варени туни пирки «Контактри» страницинче çырса кăтартать, сăн ӳкерчĕксем вырнаçтарать. Çирĕп хĕрарăм 93 çулта пĕчченех пурăнать, хăех мунча хутса кĕрет, япала çăвать, кашни кун апат пĕçерет /паянхи апата ыран çимест\, пахчара çумлать, пӳрт тăррине юр антарма хăпарать... Ку — Мария Степановăн амăшĕ Клавдия Ивановна. Çапла, çирĕплĕхĕ ăна камран лекни пирки иккĕленӳ çук. «13 çул каялла анне усал шыçăпа чирлерĕ. Вăл унччен нихăçан та эмел ĕçсе курман, чиртен хăтăлнă хыççăн та ĕçмест. Ĕне, качака сĕчĕсĕр пурăнман. 80 çула çитиччен ĕне усрарĕ. Аннене операци тунă чухне ăна сутса ятăмăр. Больницăран тухсан пирĕн патра пурăнчĕ. Кайран киле каяс тесе тапаçланма пуçларĕ. Илсе кайрăмăр, халĕ Çĕмĕрле округĕнчи Эскетен ялĕнче пĕчченех пурăнать. Вăл — ĕçлеме хăнăхнă çын, ахаль лараймасть, çавăнпа качака илсе патăмăр. Ăна 12 çул усрарĕ, пĕлтĕр кăна сутрăмăр. Халĕ кашни эрнере сĕт кайса паратăп. Машинăпа хамах çӳретĕп. Кăçал хĕлле анне пӳрт тăррине юр антарма хăпарса кайнă. «Анне, ӳксен шăмму-шакку саланса каять. Пĕр эрне хурах кăшкăрса выртсан та сана кунта никам та илтес çук. Мĕн тума хăпаратăн?!» — тесе ятласан та итлемест, ĕçлесех çӳрет. Анне урам вĕçĕнче пурăнать, хĕлле унта шăкăрин, пĕр 15 пӳрт, пушă. Хĕлĕпе çын курмасть. Вăт мĕн тери çирĕп ĕлĕкхи çынсем. Хăй çил вĕрсен кайса ӳкес пек, шăммипе тирĕ кăна — чунă ăçта тытăнса тăрать тульккăш. Атя тесе чĕнсен те пирĕн пата пурăнма килесшĕн мар. Анне ĕмĕрĕпех сар çип ути чейĕ ĕçет, кукамай та çавнах юрататчĕ», — амăшĕ пирки каласа кăтартрĕ Мария Степанова. Икĕ Саша Саша тата Саша. Вĕсене, арçын ачапа хĕрачана, Степановсем хӳтте илсе телейлĕ ачалăх парнеленĕ. Ун чухне иккĕшĕ те 4,5-5 çулсенче кăна пулнă. «Пирĕн — виçĕ хĕр. Пурăна киле упăшкана арçын ача кирлине туйма пуçларăм. Хам çуратса параймарăм, икĕ хутчен хырăм ӳкрĕ, иккĕшĕ те — арçын ача. «Атя ача илетпĕр», — терĕм упăшкана. Çапла документсем хатĕрлесен хĕрĕмсемпе Шупашкарти ача çуртне кайрăмăр. Арçын ачана çавăтса тухрĕç. Пĕчĕк, чĕкеç шатриллĕ, сарă-хĕрлĕ çӳçлĕ... Тухнă-тухман чĕрçе çине хăпарса ларчĕ те: «Анне», — терĕ. Эпир унти ĕçченсемпе калаçнă хушăра вăл пуçтарăнма та ĕлкĕрнĕ иккен — япалисене çупкăмласа илнĕ те тăрать. Йĕркеллĕ пулсан ыран илсе кайма шантарса хăвартăмăр. Çĕрĕпе çывăраймарăм. Эпир тухса кайсанах Саша хĕрачапа, Саша ятлăскерпе, çапăçма пуçланă иккен. «Сана мар, мана илсе кайма килнĕ вĕсем!» — тесе кăшкăрнă хĕрача. Тепĕр кунхине Сашăна илсе килтĕмĕр. Киле çитсен урам алăкне уçса ятăмăр та — ĕне шăварма хатĕрленнĕ упăшка икĕ витре шыв йăтнă та тăрать. «Здорово, атте!» — терĕ Саша. Упăшкан икĕ витри шарт кăна çĕре анса ларчĕ. Пире тӳрех «атте», «анне» теме пуçларĕ. Çак сăмахсене унăн питĕ калас килнĕ пулмалла — мĕн те пулин пĕлтериччен «анне» тесе пĕр 35 хут калатчĕ. Халĕ Саша Чулхулари çар заводĕнче ĕçлет, кашни кун ир-каç, кăнтăрла шăнкăравлать, килсе çӳрет. Ун чухне тепĕр 3 уйăхран Саша ятлă хĕрачана кайса илтĕмĕр. Арçын ачана илсе кайнă чухне ăна та пирĕн пата илсе тухрĕç. «Çак хĕрача сире «анне» тесе чĕнет», — терĕç. Кучченеç парса хăвартăмăр. Шупашкара кайса ун патне пĕр-икĕ хутчен кĕрсе тухрăм. Ăна хĕрхеннипе хамăр пата илтĕм. Халĕ вăл Элĕкре пурăнать, çĕвĕçре ĕçлет. Савнийĕпе канмалли кунсенче килеççĕ. Паллах, йывăрлăхсемсĕр пулман, вĕсене парăнтарма пĕлнĕ. Илсе килсенех арçын ачана — Саша, хĕрачана Шурочка тесе чĕнме калаçса татăлтăмăр. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Тĕнчене ырă еннелле улăштарасшăн

Çамрăксем наукăн хăш енне ытларах кăмăллаççĕ? Ку енĕпе ĕçлекен специалистсене аталанма тата хавхалантарма майсем çителĕклĕ-и пирĕн республикăра? Çак ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе ăслăлăх ĕçченĕсемпе тĕл пултăм.

Сăваплă вырăнсене тĕпчет

Вăрнар хĕрĕ Анна Антипина студент çулĕсенчех историпе тата наукăпа кăсăкланнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультетĕнче пĕлӳ илекенскер диплом ĕçĕ валли материал шыраса Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивне çул тытнă. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн кунтах вăй хума пуçланă. Халĕ вăл истори пайĕн этнологи секцийĕнчи ăслăлăхăн кĕçĕн ĕçченĕ. Çак институтра 11 çул тăрăшать. Пысăк опытлă специалистсемпе çума-çумăн ĕçлеме тӳр килнишĕн чунтан хĕпĕртет. Ăна çул уçса параканĕ — институтăн ертсе паракан ăслăлăх ĕçченĕ, этнологи секцийĕн ертӳçи, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Дмитрий Егоров. Анна чăвашсен ĕлĕкхи тата хальхи вăхăтри сăваплă вырăнĕсене тĕпчет: çынсем чӳк ирттернĕ вăрмансене, рашчасене, кӳлĕсене тата çăл куçсене. Унăн экспедицисенче час-часах пулма тӳр килет. Чăваш Енре кăна мар, çывăхри Мари Республикинче те. Унта та чăваш ялĕсенче сăваплă вырăнсем сыхланса юлнă иккен. Вырăнти халăхпа курнăçса этнографи материалĕ сахал мар пухнă, аслă ăрури çынсем каласа панине те чылай çырса илнĕ. Çамрăк ăсчах 2023 çулта Муркаш тата Етĕрне тăрăхĕсенчи комплекслă экспедицире материал нумай пухнине аса илчĕ. Чи паллă та сăваплă вырăнсенчен пĕри — Тăвай округĕнчи Эль кӳлли. Унта хăй вăхăтĕнче уй чӳкĕ ирттернĕ. Кун пирки архиври материалсемпе документсене тишкерсе 2018 çулта Анна ятарлă статья çырнă, каярахпа уйрăм кăларăм пичетленĕ. Сăмах май, Эль кӳлли Чăваш Республикин культура еткерлĕхĕн обьекчĕ шутланать. Ĕлĕкхи чăвашсем кӳлĕрен çумăр тухать тенĕ, унта чӳк ирттернĕ. Кунашкал сăваплă вырăнсем республикăра 18-мĕш ĕмĕрте пулнă. Паянхи кун тĕлне вĕсенчен чылайăшĕ çук, топонимика шайĕнче çеç сыхланса юлнă. Çав-çавах хăш-пĕр ялта халĕ те çумăр чӳкĕ ирттереççĕ. Акă, сăмахран, Муркаш округĕнчи Апчар ялĕнче. Юлашки çулсенче ку йăла сӳнсе пырать: ватăсем пурнăçран каяççĕ, çамрăксемшĕн ку йăла-йĕрке интереслех мар. Кăçал анатри чăвашсем патне — Елчĕк тăрăхне — экспедицие çитес тĕллевлĕ ăсчах. Ку таврари сăваплă вырăнсене тĕпчесшĕн. «Мана яланах чăвашсен историйĕ тыткăнланă. Шкулти конкурсра ял историне тĕпченĕ ĕçпе хутшăннине халĕ те астăватăп-ха. Шăпах ун чухне малашлăхра ку темăна тарăнрах, анлăрах тĕпчес шухăш çуралчĕ манăн. Паянхи кун та материалсем пуçтаратăп. Тен, кĕнеке те пичетлесе кăларăп», — пĕлтерчĕ Анна. Вăл — ăслăлăх енĕпе çырнă 12 статья авторĕ. Общество ĕçĕнче те хастар. 2023-2025 çулсенче Чăваш Республикинчи çамрăк ăсчахсен канашĕн председателĕн çумĕнче тăрăшнă. Конкурссем, семинарсем йĕркелеме хутшăннă. «Канаш ĕçлени çамрăк ăсчахсемпе тĕл пулма, пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлме, наука тытăмĕнчи çĕнĕ хыпарĕсемпе паллашма пулăшать», — терĕ Анна. Шел, паянхи кун гуманитари тĕлĕшпе ĕçлекен сахалрах. Яшсемпе хĕрсем ытларах техника енне суйласа илеççĕ. Тĕрлĕ хулара иртекен наукăпа практика конференцийĕсене тухса çӳрени те тавра курăма аталантарма май парать. 2025 çулта Анна Антипина «Чăваш Республикин чи лайăх çамрăк ăсчахĕ» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ. «Ку — манăн чи пысăк çитĕнӳ. Наукăра çăмăл çулпа кайма май çук. Тĕрлĕ енлĕн аталанмалла, пĕр вырăнта лармалла мар. Нумай вуламалла. Ĕçре яваплă пулмалла», — пĕтĕмлетрĕ ăсчах. Чăваш глаголĕсене танлаштарать Полина Васильева Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне çулталăк каялла вырнаçнă. Вăл чĕлхе уйрăмĕнче тăрăшать, ăслăлăхăн кĕçĕн ĕçченĕ. Çĕрпӳ хĕрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлӳ илнĕ. Паян вăл чăваш чĕлхинчи глагол морфологине, çавăн пекех вырăс тата чăваш чĕлхисенчи грамматика йĕркине танлаштарать. Ку темăпа çамрăк ăсчахăн икĕ статья пичетленнĕ. Вĕсенчен пĕри 2025 çулта «Казанская наука» журналта тухнă. Çитес вăхăтра наукăра тепĕр ĕçĕ кун çути курĕ. Кĕçех диссертаци хӳтĕлеме те вăхăт çитет. «Çак темăна магистратурăна пĕрремĕш курса вĕренме кĕрсен факультет деканĕ Алина Иванова илме сĕнчĕ. Малтанах чылай ăнланманлăх пурччĕ. Вăхăт иртсен ку ĕçпе кăсăкланма пуçларăм. Вырăс чĕлхинчи глаголсене чăвашлисемпе танлаштарасси ун пекех анлă сарăлман. Ытларах тĕрĕк чĕлхинчи глаголсене тĕпченĕ. Малалла морфологи енĕпе ытти пуплев пайне те тишкерес тĕллевлĕ эпĕ», — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне çамрăк специалист. Кăçал Чăваш Республикинчи çамрăк ăсчахсен канашĕн председателĕ Артем Гаврилов Полинăна хăйĕн çумĕ пулма сĕннĕ. Ку пикешĕн чăнласах кĕтменлĕх пулнă. Вăл «Çулталăк аспиранчĕ» конкурса ертсе пыма пулăшнă. Паянхи кун патшалăх çамрăк ăсчахсен грант проекчĕсене пурнăçламашкăн майсем йĕркелени те наукăра ĕçлекенсене тĕрев парать. «Чăвашлăха упрама тăрăшмалла. Пĕлменни намăс мар, пĕлме тăрăшманни — намăс», — терĕ сыв пуллашнă май Полина. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   


«Ĕмĕрĕпех юлташсемпе пĕрле пуласчĕ»

«Сире хам çинчен кăна мар, юлташăмсем пирки те каласа парас килет. Эпир тăваттăн ĕмĕр тăршшĕпех туслă. Паянхи кунчченех çыхăну тытатпăр. Шел, пĕри пурнăçран уйрăлчĕ. Пирĕн туслăх 76 çулта», — çапла кĕтсе илчĕ мана ĕç ветеранĕ, «Эларăра» инженер-конструкторта ĕçленĕ 90 çулти Алексей Кедров. Алексей Иванович шухăшласа кăларнă япаласемпе ӳизобретенисемпеӲ Индире те, Китайра та усă кураççĕ. Сăн ӳкерчĕксен альбомне, ĕç кĕнекине уçкаланă, наградăсемпе паллашнă май ӳвĕсем хисеплĕ ватă çыннăн çав тери нумайӲ пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне аса илме ыйтрăм.

Тăхăнмалли çук пулсан та шкула каяс килнĕ

— Алексей Иванович, хăш тăрăхра ӳснĕ эсир?

— Елчĕк районĕнчи Акчелте çуралса ӳснĕ. Аттен ашшĕ Осип Çĕпĕртен куçса килнĕ, Кедров хушаматлă пулнă. Асатте икĕ ывăлпа пĕр хĕре — Иван, Антон тата Анна — ура çине тăратнă. Эпир çемьере тăватă арçын ача пулнă. Асли Николай Иванович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, бандеровецсемпе çапăçнă. Иккĕмĕшĕ — Аркадий Иванович, виççĕмĕшĕ — Василий Иванович. Вĕсем пирĕнтен уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Халĕ эпĕ кăна пурăнатăп. Анне 1938 çулта вилнĕ, мана пĕчĕклех тăлăха хăварнă. Аттене 1942 çулта вăрçа илсе кайнă. Вăл 1943 çулта аманнă хыççăн Ульяновск хулинчи госпитале лекнĕ. Атте аппăшĕ Анна Осиповна патне çыру янă, хăй госпитальте пулнине пĕлтернĕ. Анна хыпар илсен нумай шухăшласа тăман, ăна курма кайнă. Çуран 25 çухрăм утнă. Вĕсем госпитальте тĕл пулнă. Ун хыççăн атте хыпарсăр çухалнă, эпир ăна текех курман. Пире Анна Осиповна пăхса ӳстернĕ. Эпир ăна аппа тенĕ. Вăл качча тухман, пире, тăватă арçын ачана, çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вăл 83 çула çитиччен пурăнчĕ. — Калăр-ха, йăхра сирĕн пек вăрăм ĕмĕрлисем тата пур-и?

— Аннен тăванĕсем вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă. Аппăшĕ 91 çула çитиччен пурăннă. Хăшĕпĕри Украинăра тĕпленнĕ. Вĕсем пирки пĕлместĕп.

— Эсир чылай çĕрте вĕреннĕ пулас... Эпĕ Акчелте 4 класс пĕтертĕм. Вăрçă вăхăтĕнче тăхăнмалли çукчĕ, пĕрех шкула каяс килетчĕ. Патреккелти 7 класлă шкулта пĕлӳ илтĕм. Çуллахи каникул вăхăтĕнче колхозра ĕçлеттĕм. Тырă выракансене ĕçтерме уя лашапа шыв турттараттăм. 7 класс пĕтернĕ хыççăн Канаша вĕренме кĕмешкĕн çуран кайрăм. Малтанах документсене финанс техникумне патăм. Пĕр çамрăкпа паллашма тӳр килчĕ. Вăл чукун çул училищинче тӳлевсĕр вĕрентни, тумлантарни çинчен пĕлтерчĕ. Вара документсене унта кайса патăмăр. Икĕ çул пĕлӳ илтĕмĕр, тимĕрçе вĕрентĕм. Училище пĕтерсен Канашри вакунсем юсакан заводра икĕ çул ĕçлесе татрăмăр. Çара кайма вăхăт çитрĕ. Училищĕре эпир тăваттăн юлташлăччĕ. Çара та пĕрле кайрăмăр. Çул çинче 15 талăк пултăмăр. Свердловск /халĕ Екатеринбург хулинче / мунча кĕртрĕç. Унтан Байкалта чарăнтăмăр. Авиаци чаçĕнче 3 çул хĕсметре тăтăм. Çар хыççăн тăватсăмăр та Шупашкара килтĕмĕр. Рабочире ĕçлекен çамрăксен каçхи шкулĕнче вĕрентĕмĕр. Кайран электромеханика техникумне кĕтĕмĕр, çав вăхăтрах электроаппаратура заводĕнче вăй хутăм. Унтан машзавода ĕçе вырнаçрăм. Кайран «Эларăра» чылай çул тăрăшрăм. Пенсие тухсан Чăвашстата чĕнчĕç, унта вунă çул ĕçлерĕм. Статистика тытăмĕнче чухне çырава хастар хутшăннăшăн медаль пачĕç, ытти наградăна та тивĕçнĕ. Машзаводра чухнех инженер-конструктора ĕçлеме куçнăччĕ.

— Инженер-конструктор ĕçĕ кăсăклăччĕ-и? Йывăр марччĕ-и?

- Эпĕ технологи чаçĕнче вăй хураттăм. Чи малтанах «штамповкăра» тăрăшнă. Кайран инструментсем ăсталанă çĕрте вăй хунă. 1974 çултан пуçласа «Эларăра» инженерконструкторта ĕçленĕ. Манăн чи пысăк категориччĕ. Çар изделийĕсене тунă çĕре çирĕплетнĕччĕ. Приборсем, тĕрлĕ элемент ăсталанă. Акă, пăхăр, сирĕн умăрта — схема. Пĕчĕк çеç инструмент, тимĕр татки тейĕпĕр. Анчах çак тимĕр таткин пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Ĕçре эпĕ тунă япаласемпе питĕ усă кураççĕ. «Разработка» тунă хыççăн информаци сарăлчĕ, каярах Раççейри заводсем чертеж ыйтма пуçларĕç. Çав инструмента хамăр тĕрĕслерĕмĕр. Унтан çар çыннисем 3-4 уйăх ĕçлеттерчĕç. Ун хыççăн ку чертежа ытти завод та саккас пама пуçларĕ. Кайран чикĕ леш енче те — Китайра, Индире — пĕлнĕ. Вĕсене те сутнă. Мана ĕçĕм питĕ килĕшетчĕ. Чертежсем, инструментсем тунă чухне çарта мĕн вĕренни пулăшрĕ. Çапла, хĕсметре те пĕлĕве ӳстернĕ, инженер-механик пулнăран МиГ —17 самолета пăхса тăнă. Конструктор ĕçĕ çăмăл мар. Пур çын та конструктор пулаймасть. Унта материала, темăна пĕлес пулать. Эпĕ питĕ нумай япала шухăшласа тупнă. Тăрăшуллă, пуçаруллă пулнине хакланă, преми тăтăшах панă. Тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Мускавра ВДНХри куравсенче хамăн ĕçсемпе паллаштарнă. Сăн ӳкерчĕкĕм Хисеп хăминче çакăнса тăнă, Хисеп аллейине те кĕртнĕччĕ.

— Ача чухне вара сирĕн кам пулас килетчĕ?

— Манăн хутпа ĕçлес килетчĕ. Мĕншĕнне хам та пĕлместĕп. Хутпа ĕçлеме чăнах та тӳр килчĕ: чертежсем тунă. Апла тăк ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ теме пулать.

Хăшĕсем тăванĕсемпе те ун пек килĕштереймеççĕ

— Çын ĕçпе кăна пурăнмасть, çемье те пысăк вырăн йышăнать…

— Çартан килсен, 1961 çулта, «Эларăра» Верăпа паллашрăм. Вера Аристарховна Вăрнар тăрăхĕнчи Мăчамăшра çуралса ӳснĕ. Унпа 1963 çулта çемье чăмăртарăмăр. Шел, пĕлтĕр пурнăçран уйрăлчĕ. 62 çул пурăнтăмăр. Икĕ хĕр — Маринăпа Таня — пăхса ӳстертĕмĕр. Тĕлĕнмелле те, анчах манăн юлташсен те, Валентин Петровпа Валерий Казаковăн, икшер хĕр.

— Хĕрĕрсем сирĕн çулăрпа кайман-и?

— Çук. Марина — фельдшер, «Васкавлă пулăшура» ĕçлет. Мăшăрĕ – врач. Таня — педагог. Биологи, хими, психологи предмечĕсене вĕрентет. Мăнукăмсемпе кĕçĕн мăнуксем те питĕ хастар, пултаруллă. Вĕсемпе мăнаçланатăп.

— Вăрăм ĕмĕрлĕ пулнин вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе шухăшлатăр?

— Тĕрĕс апатланни, диетăна çирĕп пăхăнни тĕп вырăнта пулĕ тетĕп. Эрех ĕçместĕп, пирус туртмастăп. Ытларах пахча çимĕç, улма-çырла çиетĕп, сĕт-турăх кăмăллатăп. Кунне темиçе хутчен, анчах пĕчĕкшерĕн астиветĕп. Икĕ хутчен урама уçăлма тухатăп. Паянхи кунчченех пуçа ĕçлеттеретĕп. Хаçат-журнал, кĕнеке вулатăп, телевизор пăхатăп, ӳкеретĕп, чертежсем тăватăп. Пенсие тухсан хам валли ĕçлеме меллĕ мотоблок ăсталарăм. Шупашкарта юлташсемпе пĕр вырăнтах пурăнатпăр. Тăтăш курнăçатпăр, пĕрле уçăлса çӳретпĕр. — Мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр? — Ĕмĕт нумай, пурнăçласа ĕлкĕрейместĕп пурне те. Чи кирли — ĕмĕр вĕçленичченех юлташсемпе пĕрле пуласчĕ, ачасене пулăшса пырасчĕ. Телее, ачасем те, мăнуксем те юнашарах пурăнаççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.